Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Буратино сӑмсине туртса кӑларчӗ те шӑтӑкалла пӑхрӗ, — пир айӗнче, стена ҫинче, темӗскер пӗр пӗчӗк алӑк евӗрлӗ япала пур.

Буратино вытащил нос и поглядел в дырку — за холстом в стене было что-то похожее на небольшую дверцу.

Буратино хӑйӗн ҫӑмӑлттай шухӑшӗсене пула чут ҫеҫ пӗтмест. Карло ашшӗ илемлӗ хутсенчен унӑн валли тумтир ҫыпӑҫтарса тӑвать тата саспаллисен кӗнекине илсе парать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тапта, пытар, усра сала хул хушшинче — пурпӗрех эсӗ, канӑҫне ҫӗтернӗ текерлӗкле, ҫӳлте, пӗлӗт айӗнче — нӑйкӑш-нӑйкӑш, ҫӳҫенчӗк-ҫӳҫенчӗк.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Алкум алӑкне ҫаклатсах лартиччен, Иван Гаврилович хыҫҫӑн кӗрсе, Нина пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелле-ши е, кунта, анлӑ тӳпе айӗнче тӑрса, хӑйӗн ӑнӑҫсӑр чӗри епле тапнине тӑнламалла-ши унӑн?

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, пур-ха лӑпӑс-лӑпӑс юр айӗнче хутланса пымалӑх, йӑрт-йӑрт ҫуна сассине тӑнласа пымалӑх…

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑракансем ҫине, кунта, тӑрӑ айӗнче, тумлам юр шывӗ те ӳкмест.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шучӗ те ҫук кайӑкӗ-кӗшӗкӗ те, тӗрлӗ-тӗрлӗ курӑкӗ те, тен, ҫӗрӗпе аш татӑкӗ шыраса хӑшкӑлнӑ ҫӗршер-ҫӗршер тискер чӗрчунӗ те, йывӑҫӗ, ҫырми-ҫатри те — кӑвак тӳпе айӗнче юп куракан, йыш хунаттаракан нумай-нумай темтепӗр йӑлтах пӗр аслӑ пӗр пӗтӗмлӗхе тӗвӗленсе-чӑмӑртанса, пӗр аслӑ пӗр пӗтӗм йӑвӑ кӗвве ӗнерӗннӗ: мӗн, мӗнле савӑнӑҫ-терт кӳрсе килӗн эсӗ, тин ҫеҫ ҫӗпреленекен хӑватлӑран та хӑватлӑ кун?

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах ҫыннӑн алли айӗнче, ҫамрӑк курак ҫинче пысӑк револьвер выртатчӗ, унтан инҫетерех мар — картус, унпа юнашар тата кӑшт ҫеҫ пуҫланӑ эрех кӗленчи, унӑн пушӑ тутийӗ симӗс курӑксем ӑшнелле кӗрсе кайнӑччӗ.

Но под рукою человека валялся на молодой траве большой револьвер, недалеко от него — фуражка, а рядом с нею едва початая бутылка водки, — ее пустое горлышко зарылось в зеленых травинках.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Унӑн сӑн-пичӗ ывӑннӑ чухнехи пек кӑтартать, куҫӗсем айӗнче — ҫара мӗлкесем, тута хӗррийӗсем усӑнса тӑраҫҫӗ.

Лицо у нее было измятое, под глазами лежали густые тени, губы вяло опустились.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӑш чухне аҫа ҫури ман пата хыҫалти ҫенӗхе пыратчӗ; унта маччана хӑпарса каймалли пусма айӗнче эпӗ ҫывӑрса пурӑнаттӑм; пусма ҫинче, чӳрече тӗлӗнче, кӗнекесем вулаттӑм.

Иногда вотчим приходил ко мне в черные сени; там, под лестницей на чердак, я спал; на лестнице, против окна, читал книги.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Йӗри-тавра пурне те ҫав тери хытӑ астуса юлтӑм: куҫа хупса лартсан та, эпӗ тӗттӗмре подвала пӗтӗмпех куратӑп, ҫав сӗтелсене пурне те, чӳрече анисенче сӑр банкисем ларнисене, кисть ҫыххисем тӑнине, иконӑсене, кӗтесре, пожарнӑйӑн каски пек туйӑнакан пӑхӑр умывальник айӗнче, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ ларнине тата пулат ҫинчен Гоголевӑн ҫара ури, шыва кайса вилнӗ ҫын ури пек, кӑвакскер усӑнса тӑнине куратӑп.

Всё вокруг так крепко запомнилось, что, и закрыв глаза, я вижу во тьме весь подвал, все эти столы, баночки с красками на подоконниках, пучки кистей с держальцами, иконы, ушат с помоями в углу, под медным умывальником, похожим на каску пожарного, и свесившуюся с полатей голую ногу Гоголева, синюю, как нога утопленника.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Акӑ ҫӗрле вилсе кайӗ те, эпир ун айӗнче выртӑпӑр, ах туршӑн та!

Вот помрет ночью, а мы будем лежать под ним, ах, господи!

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Шӑпах пулчӗ, ҫапӑҫакансен урисем айӗнче юр кӑчӑртатрӗ.

Стало тихо, похрустывал снег под ногами бойцов.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чӳрече патӗнче Гоголев чеканщик — тем пысӑкӑш кӑвак сӑмсаллӑ, ӳсӗр старик, мӑлатукпа чӳречесем айӗнче шаккаса ларать; юррӑн ӳркевлӗ юхӑмне пӗрмаях мӑлатукпа шак-шак тутарнӑ сасӑ пыра-пыра кӗрет — шӗкӗ йывӑҫа кӑшланӑ майлӑ туйӑнать.

Под окном стучит молоточком чеканщик Гоголев — пьяный старик, с огромным синим носом; в ленивую струю песни непрерывно вторгается сухой стук молотка — словно червь точит дерево.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Лашу сан сехревсӗр хӑруш ӗҫсенче, Хуҫин хавалне пӗлнӗ халлӗн, Е лӑп вӑл тӑшман уххисен айӗнче, Е ҫил пек вӗҫет каллӗ-маллӗн.

Твой конь не боится опасных трудов; Он, чуя господскую волю, То смирный стоит под стрелами врагов, То мчится по бранному полю.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

Йӗстум айӗнче хӗн кӑтартмӗ суран; Куҫа курӑнман ыр-сыхлавҫӑ пур сан.

Под грозной бронёй ты не ведаешь ран; Незримый хранитель могущему дан.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

 — Ман унта, верстак айӗнче, пӗр чӗрӗк эрех тӑрать.

— Там у меня, под верстаком, четвертинка водки.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

«Пӗтӗм колхоза» тесе ҫырнӑ ҫыру айӗнче вӑл хӑй алӑ пусни пур.

На послании «Ко всему колхозу» стояла его собственная подпись.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Енчен те доклад-мӗн тумалла пулсан, пӗтӗмпех ал айӗнче пултӑр.

Случаем, если доклад — все под рукой.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Кладовщиксене вӑл лупас айӗнче пухнӑ.

Кладовщиков он собрал под навесом.

1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Ҫавӑнтах, ура айӗнче пысӑк ҫӗр муклашки пулнӑ-мӗн, вӑл сасартӑк такӑннӑ.

Да случись тут кусок пласта торчком под ногами, он и споткнулся.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней