Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Чи сăмах пирĕн базăра пур.
Чи (тĕпĕ: чи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман шухӑшпа, повар – чи хисеплӗ профессисенчен пӗри.

По моему мнению, повар - одна из уважаемых профессий.

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чи нумаййи 40 ҫын пухӑнать-мӗн.

Помоги переводом

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.

Помоги переводом

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чи малтанах Малти Ункӑпуҫӗнчи Павел Афандеровсен тӑванӗсем патне ҫитрӗм.

Помоги переводом

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хапхана малалла чи нумай гол кӗртекен футболистӑн, Александр Васильевӑн, хӳтӗлеме тиврӗ.

Помоги переводом

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ыйтӑва хуравласа ҫапла каларӗ: «Ҫав общество акцийӗсен 49% ҫеҫ республика аллинче. Ҫавӑнпа эпир предприятин укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ операцийӗсене тӳрремӗнех витӗм кӳрейместпӗр. Эпӗ обществӑн тӗп акционерӗ - Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Четвериков - актива предприяти тулашне кӑлармӗ-ши тесе кӑсӑклансах тӑратӑп. Чӑх-чӗп валли апат туянас тӗллевпе панкрута тухасси патне ҫитнӗ фирмӑна чи пысӑк сумма - 14 млн тенкӗ - куҫарса панӑ. Фабрика ертӳҫисем укҫа куҫарни саккунпа еплерех килӗшсе тӑнине, хальхи вӑхӑтра вӑл кӗмӗл ӑҫтине уҫӑмлатма право органӗсене тивӗҫлӗ материалсем ярса патӑмӑр».

Помоги переводом

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Чӑвашсен «Хӑна юррине» ҫӗршывӑн чи паллӑ каналӗпе юрлама тивни, паллах, - сумлӑ та, яваплӑ та.

Помоги переводом

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

- Программа та хатӗр, ҫӗнӗ тум та ҫӗлеттернӗ, анчах юбилее кил ӑшшинче чи ҫывӑх ҫыннӑмсемпе паллӑ тӑвас терӗм.

— И программа готова, и новый народ пошит, но юбилей решила встретить в теплой домашней обстановке с близкими людьми.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Студентсене илес-тӗк, пӗрремӗш курсра вӗсем хӑйсене халӑх артисчӗсем пек тытаҫҫӗ, тем те пӗлеҫҫӗ, чи лайӑх юрлаҫҫӗ имӗш, иккӗмӗш курсра - тава тивӗҫлӗ артистсен шайӗнче.

Помоги переводом

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫемьере чи кӗҫӗнни.

В семье самый младший.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Ҫӑварнири чи хитре техника» ятлине прицеплӑ мотоблоксене йыхравлаҫҫӗ.

На конкурс "Самая красивая техника на Масленице" приглашаются мотоблоки с прицепом.

Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html

«Ҫӑварнири чи хитре кӳлнӗ лаша» конкурс та иртӗ.

Пройдет конкурс "Самая красиво запряженная лошадь на Масленице".

Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html

Калӑпӑр, чи аслӑ «Сокол-98» /1998 ҫулта ҫуралнисем/ командӑна Александр Протапович ертсе пырать.

Помоги переводом

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Унта вӗсем чи малтан Шупашкарти «Текстильщик» командӑпа вылянӑ.

Сначала они там играли с Чебоксарской командой «Текстильщик».

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Пурӑннӑ пулсан 1970 ҫулсенчи ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсенчен пӗри, ҫӑмӑл атлетикӑн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Краснов 65 ҫул тултармаллаччӗ.

Помоги переводом

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Чи курӑмлӑ кӑтарту - пирӗн спортсменсем 1992-2012 ҫулсенче иртнӗ Олимп вӑййисенче сакӑр медаль ҫӗнсе илни, Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче малти вырӑнсене йышӑнни.

Помоги переводом

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Чӗрӗк ӗмӗр ытларах каялла Совет Союзӗнче урӑх самана пуҫланчӗ те нумай нациллӗ, вӑйлӑ та тӗнчери чи пысӑк ҫӗршывсенчен пӗри вунпилӗк пая сапаланса кайрӗ.

Помоги переводом

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Чи малтанах ҫемьере ашшӗпе амӑшне хисеплени вырӑнлӑ.

В семье уважение к родителям должно быть на первом месте.

Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Кил картишӗнчех чи малтанах ҫавра тӑрӑсен кӳлеписене ӑсталарӑм, шыв сапса, сӑрласа хытартӑм.

Прям во дворе сначала смастерил купола, залил водой, покрасил, укрепил.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Кӑрлач уйӑхӗнче Мускаври чи паллӑ архитектура палӑкӗсенчен пӗрне - сӑваплӑ Василий Соборне - тума пикентӗм.

В январе начал строить один из архитектурных памятников Москвы - Собор Святого Василия.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней