Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреҫҫӗ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Площадьре туллиех хут таткисем йӑваланса выртаҫҫӗ; вӗсене кӑвайт хурса ҫунтарнӑ пулмалла та, анчах пурте ҫунса пӗтеймен, хут таткисем халӗ ӗнтӗ юр ҫинче ҫилпе вӗҫкелесе ҫӳреҫҫӗ.

Площадь была завалена какими-то бумагами; их, очевидно, жгли в кострах, но сгорело не все, и бумажные клочья теперь неслись по снегу, подхватываемые ветром.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нумай ҫӳреҫҫӗ.

Движение большое.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унта машинӑсем, мотоциклсем, лавсем ҫӳреҫҫӗ.

По ней машины ходят, мотоциклы, повозки.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ялсенче, тӗрӗссипе каласан, ӗлӗкрех ялсем пулнӑ вырӑнсенче, тискерленсе кайнӑ кушаксем кӑна ҫӳреҫҫӗ

В деревнях, точнее говоря в бывших деревнях, бродят только одичавшие кошки…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Белогвардеецсем — нумаях пулмасть уҫнӑ прапорщиксен шкулӗнче вӗренекен юнкерсем — акӑлчансен сарӑ шинельне тӑхӑннӑ, пиҫиххирен штыксем ҫакса янӑ та, ун чухне «синематограф» тенӗ кино умӗнче ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе кӗшӗлтетсе утса ҫӳреҫҫӗ.

Белогвардейцы — юнкера из недавно открытой школы прапорщиков — в желтых английских шинелях, со штыками на поясах, стайками прогуливались возле кино, которое называлось тогда «синематографом».

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мудьюга килсе ҫитнӗ хыҫҫӑн икӗ-виҫӗ эрне иртсен, ҫынсен кӗпи-тумтирӗ ҫӗтӗлсе, ҫуркаланса пӗтрӗ, нумайӑшӗ ҫара уран ҫӳреҫҫӗ е урисене тутӑрпа чӗркесе кантрапа ҫыхса лартаҫҫӗ.

Через две-три недели после пребывания на Мудьюге одежда у заключенных превращалась в рубище, многие из них ходили босыми или заворачивали ноги в тряпки и обвязывали их веревками.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗр баракӗ патӗнче шыҫӑнса кайнӑ, выҫӑпа асапланса пӗтнӗ сӑн-питлӗ ҫынсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Возле одного из этих бараков бродили люди с опухшими, изнуренными от голода лицами.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Англипе Америка флотилине мӗнле-мӗнле суднӑсем ҫӳреҫҫӗ? — ыйтрӗ Фролов.

— Какие суда входят в англо-американскую флотилию? — спросил Фролов.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӳреҫҫӗ

— Ездют…

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ачисем ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳреҫҫӗ, ӑрӑмӗ пӑхмасть вӗсене.

Дети у нее ходят драные, неухоженные.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хресченсем пӗр кӑвайт патӗнчен тепӗр кӑвайт патне ҫӳреҫҫӗ.

Между кострами похаживали крестьяне.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шавлакан юханшыв ҫийӗпе чайкӑсем кӑшкӑрашса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Над шумевшей рекой с криками носились чайки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Боевой хуралта темиҫе пост тата мӑшӑрлӑ темиҫе патруль; патрульсем прачук тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, ҫапла вара прачука тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Боевое охранение состояло из постов и нескольких парных патрулей, обходивших просеку, которая таким образом все время контролировалась.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӑрчӑкансем, вӗҫнӗ чухнех кӑшкӑрашса, шывпа тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ ҫыран ҫийӗпе ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Трясогузки, попискивая на лету, носились над водой и глинисто-песчаными берегами.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ялти йӗкӗтсем хушшинче урам тӑрӑх боецсем те ушкӑн-ушкӑнпа ҫӳреҫҫӗ.

Вперемежку с деревенскими парнями стайками ходили по улице и бойцы.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Йӗри-тавра шӑпах, пӗр чайкӑсем кӑна, апат-ҫимӗҫ шыраса, шыв ҫийӗпе кӑшкӑрашса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Все было тихо, только чайки с криками носились над водой, выискивая добычу.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпир ҫак операцие таҫта, Ҫурҫӗр тинӗсӗн районӗнче, ӗрӗхсе ҫӳреҫҫӗ текен нимӗҫ сумбаринисенчен Российӑна хӳтӗленме пулӑшатпӑр тесе, официальнӑй йӗркепех пӗлтертӗмӗр.

Мы даже официально назвали это помощью России против германских субмарин, будто бы рыщущие где-то в районе русской Арктики…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗр хӑма тӑрӑх утса ҫӳреҫҫӗ!

По струнке ходят!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шӑршӑ саракан ҫӑкасем тӗлӗнче хӑлхана ҫурасла кӑшкӑра-кӑшкӑра вӗршӗнсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Ласточки с пронзительным свистом носились над пахучими липами.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн вӑйлӑ та тымар пек хытӑ ярса илекен аллисем сылтӑмалла — сулахаялла, сылтӑмалла — сулахаялла куҫса ҫӳреҫҫӗ те, ҫунатлӑ кӗлтесем татти-сыпписӗр ҫӳлтен аялалла, сылтӑмран сулахаялла вӗҫсе тӑраҫҫӗ.

Вправо—влево, вправо—влево двигались его сильные, цепкие, как корни, руки, и крылатые снопы непрерывной вереницей летели снизу вверх, справа налево.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней