Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫлӑх тӑхӑннӑ хӗр вырӑсларан васкасах куҫарса парать.Девушка в очках, с гладко зачесанными, будто лакированными волосами оживленно переводила с русского.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пурте пӗр пек блуза тӑхӑннӑ ҫамрӑк китаецсен ушкӑнне курсан, вӑл каллех чарӑнса тӑчӗ.Он задержался еще раз, увидев большую, группу молодых китайцев, одетых в одинаковые синие блузы.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тата тепӗр вагон умне ҫитсен, Белограй котиковӑй кӗрӗк тӑхӑннӑ икӗ ҫамрӑк хӗрарӑма асӑрхарӗ.Проходя мимо следующего вагона, Белограй обратил внимание на двух молодых женщин в котиковых шубках.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем пурте хӗвелпе пиҫсе хӗрелнӗ, кашнин ҫийӗнчех спорт костюмӗсем, урӑхла каласан, пурте симӗс тӗслӗ, ҫав тери ҫирӗп ҫӑм шӑлавар тӑхӑннӑ, пӗҫҫин вӗҫӗсене резинкӑпа ҫирӗплетнӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Явор чугун ҫулӗ ҫинче ют ҫӗршывсен чалӑш та хура тӑрӑллӑ ансӑр вагонӗсене ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенчи ҫынсене те, урӑхла тумтир тӑхӑннӑ чугун ҫул работникӗсене: кондукторсене, поезд мастерӗсене, пӑравус ҫинче ӗҫлекенсене, коммерци агенчӗсене курма пулать.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫи-пуҫӗ ахаль чухнехи пекех, начартарах тумланнӑ теме те юрать: кивӗ свитка тӑхӑннӑ, вӑл ӑна ашшӗн кивелнӗ постолӗнчен юсаса тунӑ пулас, пуҫӗнче — шӳреке тӑрӑллӑ якалнӑ ҫӗлӗк.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл шултра ҫӑмран тӗртнӗ симӗс панёва, хӗрлӗ атласран ҫӗлетнӗ кофта тӑхӑннӑ.На ней бордовая, из грубой шерсти панёва, вишневого атласа кофта.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мучисем, ҫирӗп ураллӑскерсем, хура шлепке, хитре ҫӑм пуставран ҫӗленӗ кожушкӑсем уртса янӑ, ҫӑварӗсенче — ялан туртнипе хуралнӑ чӗлӗмсем; тӗксӗм ӳтлӗ, хура куҫлӑ карчӑксем чунь — вӑрӑм, шурӑ ҫӑмне тул енне туса ҫӗлетнӗ кӗрӗк — тӑхӑннӑ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Сывӑ-и, Семенов, — терӗ Зухин пӗр рекрута, лешӗ, ыттисем пекех шакла пуҫлӑскер, салтакӑн хулӑн кӗпи-йӗмне тӑхӑннӑ, сӑрӑ шинельне хӑй ҫине уртса янӑ, хӑй урисемпех нар ҫине хӑпарса ларнӑ та, тепӗр рекрутпа калаҫнӑ май, темскер ҫиет.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте вараланчӑк ҫитсӑ кӗпесем тӑхӑннӑ, кӑкӑрлӑхсем ҫакса янӑ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
3. барон йӳле янӑ сюртукпа жилет тӑхӑннӑ, вӑл хӑйӗн хӑнисене ашшӗ-амӑшӗн пысӑк мар ҫуртӗнчи залра хӑна пӳлӗмӗнче кӗтсе илет, вечер ирттерме ҫак параднӑй пӳлӗмсене ӑна ашшӗ-амӑшӗ пӗр каҫлӑха пама килӗшнӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ татах мӗн те пулин каланӑ пулӑттӑм-и тен, анчах ҫав вӑхӑтра алӑк шалтлатрӗ те кӑвак фрак тӑхӑннӑ профессор, урисене шаклаттарса пынӑ май пуҫ тая-тая, васкаса кафедра патнелле утрӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ав, ҫӳлти чӳречесенчи ҫутӑсем ҫухалаҫҫӗ, утна тата калаҫнӑ сасӑсем вырӑнне харлаттарнисем илтӗне пуҫлаҫҫӗ, хуралҫӑ хӑмине ҫӗрлехилле шаккама тытӑнать, чӳречесенчен ӳкекен хӗрлӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ҫухалсанах сад кичемреххӗн, ҫутӑраххӑн курӑна пуҫлать, сывлӑм сапнӑ сад ҫине йӑрӑм ӳкерсе, юлашки ҫутӑ буфетран малти пӳлӗме куҫать, вара мана чӳречерен кофта тӑхӑннӑ Фокан курпун кӗлетки курӑнать, вӑл, ҫурта тытса, хӑйӗн вырӑнӗ патнелле утать.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуклакрах пуҫлӑ кӗлесӗр атӑ тата ансӑр пӗҫӗллӗ, штрипкӑсӑр шӑлавар тӑхӑннӑ пулсан, — ку ахаль ҫын; тӑвӑр та ҫаврака пуҫлӑ, кӗлӗллӗ атӑ тата ансӑр пӗҫӗллӗ, штрипкӑллӑ, урасем ҫумне ҫат ҫыпҫӑнса тӑракан шӑлавар тӑхӑннӑ пулсан е шалпар шӑлавар атӑ пуҫӗ ҫине чатӑр пек усӑнать пулсан, — ку mauvais genre шутне кӗрекен ҫын, т. ыт. те.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Мускавра модӑпа ҫӗлетнӗ ҫӗне сюртукне тӑхӑннӑ, хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет.Он был в своем новом модном московском сюртуке, и от него пахло духами.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиня хӗрӗнни пек яштака пилӗкне хытӑ туртса тӑракан тӗттӗмрех кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ, вӑл ҫак пилӗкӗпе вӗҫкӗнленет те пулас.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пусма ҫинче тарҫӑн штиблет тӑхӑннӑ урисем курӑнчӗҫ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубков хӑй пурҫӑн халатпа, ҫемҫе пушмак тӑхӑннӑ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Магазинтан тӑрантас патне тухнӑ чух штатски сюртук тӑхӑннӑ Семенова куртӑм, вӑл пуҫне усса, тротуар тӑрӑх хӑвӑрттӑн утса пырать.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсемпе тулнӑ паркетлӑ ҫутӑ зала кӗрсен, эпӗ гимнази мундирӗсем тата фраксем тӑхӑннӑ темиҫе ҫӗр ҫамрӑка куртӑм, вӗсенчен хӑшпӗрисем кӑна ман ҫине сивлеккӗн пӑхса илчӗҫ, мӑнаҫлӑ профессорсем аякри кӗтесре сӗтелсем ҫывӑхӗнче лӑпкӑн утса ҫӳреҫҫӗ е пысӑк креслӑсем ҫинче лараҫҫӗ; ҫаксене курнӑ хыҫҫӑн манӑн пурне те хам ҫине пӑхтарас ӗмӗтӗм тӑруках татӑлчӗ; ман сӑн-пит килте те, кунта салтӑннӑ ҫӗрте те ҫи-пуҫӑм ырӑ та чаплӑ курӑннӑшӑн ӳкӗннӗ пек пулнине палӑртатчӗ, халь вара хытах именсе кайрӑм тата салхулантӑм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.