Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрать (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картишӗнче унӑн амӑшӗ тӑрать.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Георгий Васильевичӑн ҫемйи ҫук, халь унӑн хваттерне ашшӗпе пӗр тӑван шӑллӗн хӗрӗ, — вӑл та карчӑк ӗнтӗ, утмӑл пиллӗкре, — Даша пуҫтарса тӑрать.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Кам ерипен кӗҫналӑка уҫса пӳрт умне тухса тӑрать?..

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хама ун чухне мӗнле туйнине эпӗ… каласа пама пултараймастӑп, анчах унӑн чун-чӗререн шӑранса тухакан ҫепӗҫ те уҫӑ сасси халӗ те ман асӑмрах янӑраса тӑрать

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑрманта ҫемҫе те ӑшӑ каҫ тӑрать.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Чӳречесене илемлӗ чӗнтӗр карнӑ; урайӗ йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать — сӑрланӑ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫак кӗвӗ халлӗхе никама та паллӑ мар — вӑл ҫамрӑк ҫын чӗринче ҫеҫ янӑраса тӑрать.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӑйне яланах лӑпкӑ та кӑшт именчӗклӗ тытнинче ҫын кӑмӑлне тӳрех ҫемҫетекен, ӑна хӑй енне туртакан вӑрттӑн вӑй пурри палӑрса тӑрать.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сывлӑшра ҫамрӑк тополь ҫулҫисен пылак шӑршийӗ хумханса тӑрать, тата ҫав вӑхӑтрах каҫ енне сивӗне пуҫланӑ кивӗ чул ҫуртсен темле сулхӑн шӑршийӗ те кас-кас сисӗнкелесе илет…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хамӑн ку таранччен йӗркеленсе ҫирӗпленнӗ пурнӑҫ тытӑмӗ пӑсӑлса кайма пултарни мана темле хӑрушла пек туйӑнса тӑрать

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ката хӗрринче — ҫамрӑк ҫын пӗччен, вӑл пуҫне кӑшт кӑна ҫӗкленӗ те, тем илтесшӗн тӑрать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вунпилӗк ҫул кашлать сӗм вӑрман, тата ҫӗр ҫул пин ҫул та кашлӗ вӑл ҫапла, мӗншӗн тесен ӑна ҫавӑн пек шӑпа пӳрне: вӑл хисеплӗ хуралта, траурта тӑрать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Ҫӗр ҫулхи йывӑҫсем йывӑррӑн, тарӑн шухӑшлӑн кашлаҫҫӗ, ку вырӑнта нихҫан та хаваслӑ мар, мӑнаҫлӑ кӑна, мӗншӗн тесен ку вӑрмана ҫавӑн пек шӑпа пӳрнӗ: вӑл хисеплӗ хуралта, траурта тӑрать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шур пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ тӳпере, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши? — тесе вуланӑ вӑхӑтра, оркестр тата хӗрарӑмсен хорӗ пӗрре те хускалмарӗҫ, сас кӑлармарӗҫ, хура фрак тӑхӑннӑ лутрарах дирижер вара, темшӗн, пуҫне усса тӑрать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Уйӑх вара йывӑҫсен тӑрринчен пӗр утӑм пек ҫӳле хӑпарнӑ та тӑп кӑна хускалмасӑр тӑрать, темрен тӗлӗнсе кайнӑ пекех…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Питӗ лӑпкӑ тӑрать, никам та ҫук.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн самантрах йӑлт улшӑнса кайрӗ, эпӗ пӗр вӑхӑтра Аньӑсем патне ҫӳреме те пӑрахрӑм, мӗншӗн тесен ҫав тӑватӑ хутлӑ кивӗ пысӑк чул ҫурт маншӑн сасартӑк ют пулса тӑчӗ, ун кирпӗчисенчен темӗнле сивӗ те ҫӑра сулхӑн вӗрсе тӑрать пекчӗ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Ленинградра шурӑ каҫсем пуҫланчӗҫ, каҫхи шуҫӑмпа ирхи шурӑмпуҫ хушшинче — ҫур сехет тӑрать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халӗ акӑ мӗнпур асаилӳсенчен ҫӑра та сулхӑн, чӗрене пӑчӑртакан тунсӑх вӗрсе тӑрать, ун чухне — нимӗн те, нимӗн те ун пек япала пулман…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Нихҫан арканми туслӑх ҫак икӗ халӑха кӗпер пек пӗрлештерсе тӑрать — ҫакӑн пек ӗнтӗ кӗнекен тӗп шухӑшӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней