Поиск
Шырав ĕçĕ:
Володя ҫакнашкал хыпар илтсен, ахлатса, хӑраса ӳксе, ыйтма тытӑнать пулӗ, тенӗ вӑл.Она ждала, должно быть, что Володя, услышав такую весть, ахнет, ужаснется, кинется расспрашивать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя кӗнине илтсен, аппӑшӗ пӳрнине тути ҫумне тытрӗ те тӑрса шӑллӗне хирӗҫ утрӗ.Услышав, что входит Володя, сестра приложила палец к губам, поднялась и пошла навстречу брату.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗчӗк ача туртса илнӗ хӗрлӗ-кӑвак кӑранташне каялла пама ыйтса макӑрнине илтсен, Володя ямпашка йӗкӗте хӑваласа ҫитсе: — Намӑс мар-и… пӗчӗкҫӗ ачанне? — терӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашшӗ ҫав тери хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; унӑн капитанла янӑравлӑ сассине илтсен, амӑшӗ мискӑпа алшӑлли тытсах чупса кӗчӗ те алӑк патӗнче чарӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сирӗн ӗҫ ҫинчен илтсен эпӗ хам та кӳрентӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫирӗктӑррисем сигнал панине илтсен, хаваслансах чӗвӗлтетме пуҫларӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Урай хӑмисем хушшинче, стенасенче, шкап рамкисенче темӗнле ҫатӑртатакан сасӑсем аташса ҫӳреҫҫӗ; Володя вӗсене илтсен шартах сикет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сасартӑк Володьӑна ҫак шав хушшинче сасӑ илтӗнсе кайрӗ, ӑна илтсен кӗҫех пусма ҫинчен персе анатчӗ: аялта савӑнӑҫлӑн Бобик вӗрсе ячӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашшӗ ури сассине илтсен, Володя сиксе тӑчӗ те кӗнекине хӑй вырӑнне хучӗ: ашшӗ хӑйсӗр пуҫне кӗнекесене тӗкӗнме хушман.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫак ним шухӑшсӑр сасса илтсен, Чжан Пэй-цзюнь чӗринче тарӑху вӗресе хӑпарчӗ, вӑл кӳршӗ ҫыннине вӑрҫса тӑкма та хатӗрччӗ, ҫав вӑхӑтра хунарпа ҫутатса килекен тарҫӑ курӑнчӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Пичӗ-куҫӗ шыҫса кайнӑ хӑйӗн, анчах чирлӗ ҫын ҫывӑрмасть иккен: ура сассине илтсен сасартӑках куҫне уҫрӗ, хӑй ҫутинче ун куҫӗсем темӗнле тӗлӗнмелле йӑлкӑшса илчӗҫ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Оленин ҫак хыпара илтсен савӑнчӗ те станицӑна урӑх таврӑнас мар тесе шутларӗ.Оленин обрадовался этому случаю и думал не вернуться уже более в станицу.
XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Старике курсанах тата унӑн сассине илтсен, ӑна ҫав тери уҫӑ та савӑнӑҫлӑ пулса кайрӗ.И так свежо, весело ему стало при виде старика и звуке его голоса.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӑтлӑх тӑрӑх кӗтӳ тапӑртаттарса килнине илтсен вара, тытӑнать сан ӑшӑнта темскер шаккама.Да как заслышишь, по чаще табунок ломится, так и застучит в тебе что.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпӗ ку сигнала кӗтсе, ҫыран хӗрринче икӗ сехет лартӑм, ӑна илтсен калама ҫук хытӑ савӑнтӑм.В ожидании этого сигнала я просидел на берегу часа два и был несказанно рад, когда услышал его.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пирӗн калаҫӑва илтсен, пиратсем пӗтӗмпех пусӑрӑнчӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Матроссенчен пӗри вӗсен ури сассине илтсен, ҫаврӑнса пӑхрӗ те, хӑйсен тыткӑнри ҫыннисен аллинче пӑшалсем курсан, хурах кӑшкӑрма тытӑнчӗ.Один из матросов обернулся на шум шагов и, увидев в руках у своих пленников оружие, поднял тревогу.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав сӑмахсене илтсен, манӑн хаяр ҫилӗ тулса килчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсем кунтан инҫетре пирки, пенӗ сасса илтеймен те пулӗччӗҫ-и, тен; илтсен те, ҫакӑ сасӑ мӗне пӗлтернине пурпӗрех ӑнланса илеймӗччӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӑшал кӗрӗслетнине илтсен, ҫулӑм ялтлатнине курсан, тискер ҫынсем тем пекех хӑраса ӳкрӗҫ.Как были ошеломлены дикари, когда услышали грохот и увидели огонь моего выстрела.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.