Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Халӗ вӑл пӗр-пӗр ҫӗр хӑвӑлӗнче е урӑх вырӑнта пытанса тӑрать, вӗсене малтан тапӑннӑ чухне сан ҫыннусенчен кам та пулсан вилсессӗн, ҫынсем илтӗҫ те: «Авессалом хыҫҫӑн кайнӑ ҫынсем вилсе выртрӗҫ» тейӗҫ, 10. ун чухне чи хӑюлли те, арӑслан чӗрелли те сехӗрленсе ӳкӗ — санӑн аҫу мӗнле паттӑррине, унпа пӗрле ҫӳрекенсем мӗнле хӑюллине пӗтӗм Израиль пӗлет.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа та, хулана ҫавӑрса илнӗ чухне аммонсен чи харсӑр ҫыннисем хӑш тӗлте хӳтӗленнине пӗлсе, Иоав ҫав вырӑна Урияна тӑратнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат, хӑвӑр унран пӑрӑнӑр, вӑл вилмелли вырӑнта тӑтӑр, вилтӗр» тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иоав тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курнӑ та, Израилӗн чи паттӑр ҫар ҫыннисене суйласа илсе, вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ; 10. ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, вӗсене аммонсене хирӗҫ йӗркелесе тӑратма хушнӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид каллех Израилӗн чи лайӑх ҫар ҫыннисене пуҫтарнӑ — вӑтӑр пин ҫын#.1. И собрал снова Давид всех отборных людей из Израиля, тридцать тысяч.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Саул тӳрех хускалнӑ та, Давида Зиф пушхирӗнче шырамашкӑн хӑйпе пӗрле израильсен чи паттӑр виҫӗ пин арне илсе, Зиф пушхирне аннӑ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Саул Израильри чи паттӑр арсенчен виҫӗ пин ҫын суйласа илнӗ те ту качакисем пурӑнакан сӑрт-ту тӑрӑх Давидпа унӑн ҫыннисене шырама кайнӑ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иессейӗн виҫӗ аслӑ ывӑлӗ Саулпа пӗрле вӑрҫа кайнӑ; вӑрҫа кайнӑ виҫӗ ывӑлӗн ячӗсем: асли — Елиав, ун хыҫҫӑнхи иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма; 14. Давид вара чи кӗҫӗнни пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурӑннӑ, унӑн сакӑр ывӑл пулнӑ; ҫав ҫын Саул пурӑннӑ вӑхӑтра ватӑлса ҫитнӗ те арсем хушшинче чи асли шутланнӑ.Этот человек во дни Саула достиг старости и был старший между мужами.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей хуравланӑ: тата чи кӗҫӗнни пур-ха; вӑл сурӑх кӗтет, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Саул Самуила каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлерӗм, эпӗ Ҫӳлхуҫа янӑ ҫула тухса кайрӑм, Агага, амаликсен патшине, илсе килтӗм, Амалика вара тӗп турӑм; 21. тупаланӑ тупӑшран, сурӑхсемпе вӑкӑрсенчен, халӑх чи лайӑххине санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна Галгалта парне кӳме илсе килчӗ, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саул каланӑ: вӗсене Амалик патӗнчен хӑваласа килчӗҫ, халӑх чи лайӑх сурӑхсемпе вӑкӑрсене хӗрхенчӗ, вӗсене санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳмешкӗн хӑварчӗ; ыттине ӗнтӗ эпир тӗппипех пӗтертӗмӗр, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах Саул та, халӑх та Агага тата унӑн чи лайӑх сурӑхӗсене, вӑкӑрӗсене, самӑртнӑ путекӗсене тата мӗн лайӑххине хӗрхеннӗ те пӗтерес темен, кирлех мар япӑх япалисене ҫеҫ тӗп тунӑ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ филистимсем — хиртисем те, тапӑртисем те — пурте сехӗрленсе ӳкнӗ; таврари ҫӗре тустарса-ҫаратса ҫӳрекен чи малти ҫар ушкӑнӗсем шуйханса ӳкнӗ [те ҫапӑҫасшӑн пулман]; пӗтӗм ҫӗр кисреннӗ, Ҫӳлхуҫа сехӗрлентерсе пӑрахнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Самуил ӗнтӗ Саулпа унӑн тарҫине хӑйпе пӗрле пӳлӗме илсе кӗнӗ, вӗсене чӗннӗ ҫынсем хушшине, — вӗсем вӑтӑра яхӑн пулнӑ, — чи хисеплӗ вырӑна лартнӑ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн ӑрӑвӑм та Вениамин ӑрӑвӗсем хушшинче чи пӗчӗкки мар-и?И племя мое не малейшее ли между всеми племенами колена Вениаминова?
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн йӑхӑм Израиль ывӑлӗсенӗн чи сахал йышлӑ йӑхӗсенчен пӗри мар-и?
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сисара шыв ыйтнӑ: Иаиль ӑна сӗт пырса панӑ, чаплӑ чашӑка чи тутлӑ сӗт ярса панӑ.25. Воды просил он: молока подала она, в чаше вельможеской принесла молока лучшего.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай ҫине кайма хатӗрленсе тӑнӑ, Иисус чи харсӑррисене вӑтӑр пин ҫын суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗрле кӑларса янӑ, 4. вӗсене акӑ ҫапла хушса янӑ: астӑвӑр, эсир хула хыҫне пытанса ларӑр; хуларан инҫе ан кайӑр, пурсӑр та хатӗр тӑрӑр, тенӗ; 5. эпӗ пӗтӗм халӑхпа пӗрле хула патне пырӑп; [Гай ҫыннисем] унчченхи пекех пире хирӗҫ тухсассӑн, эпир вӗсенчен тарма пуҫлӑпӑр; 6. вӗсем пирӗн хыҫҫӑн хӑвалӗҫ, ҫапла майпа эпир вӗсене хуларан аяккалла илӗртсе кайӑпӑр; вӗсем: «кусем, унчченхи пекех, пирӗнтен тараҫҫӗ-ха» тесе шухӑшлӗҫ; 7. эсир вара пытаннӑ ҫӗртен тухӑр та хулана ярса илӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр ӑна сирӗн аллӑра парать; 8. хулана туртса илсессӗн, ӑна вут тивертсе ярӑр, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тӑвӑр; астӑвӑр, сире ҫапла хушатӑп, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус ҫынсем янӑ та, лешӗсем чатӑра [тапӑра] чупса кайнӑ; хайхи япаласене пурне те Ахан чатӑрне пытарнӑ пулнӑ, кӗмӗлӗ чи аялта пулнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.