Поиск
Шырав ĕçĕ:
Садсенче унта-кунта халиччен курман симӗс йывӑҫсем ларнӑ, пӗкӗ пек авса ҫыхса хунӑ туратсем тӑрӑх темскер явӑннӑ, — тинкеререх пӑхсан, Матвей виноград тупкисене асӑрханӑ…
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анчах ҫавӑнтах унӑн йӑвашланса пуҫ тайма лекнӗ, мӗншӗн тесен пӳлӗме ҫи-пуҫне улӑштарнӑ барыня кӗнӗ, вӑл халӗ куҫлӑхне сӑмси ҫине лартнӑ, аллинче ҫыхса пӗтереймен темле япала пулнӑ.
XV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ӑна шурӑ ҫиттипе чӗркенӗ, урисем ҫумне йывӑр япала ҫыхса хунӑ, темӗнле этем, хура та вӑрӑм, сарлака шурӑ ҫухавиллӗ сюртук тӑхӑннӑскер (Матвее вӑл кӑшт та пуп пек туйӑнмарӗ) кӗлӗ вуласа тухнӑ, унтан вилнӗ ҫынна хӑма ҫине вырттарнӑ, хӑмине карлӑк ҫине хунӑ, — нумаях та вӑхӑт иртмен, шыв чалтлатса илни илтӗнсе кайнӑ.
IV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Суранне саппунпа хытӑ ҫыхса киле ӑсатрӗҫ, Наҫтаҫ кинемие ӑна пӑхма хушрӗҫ, лешӗ хӑйӗн юратнӑ Хуркайӑкӗ патӗнче пулма хаваслансах килӗшрӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унтан вӑл хӑй таврашӗнчи тырра ытамласа илсе кӑклать те, кӗлтене ҫыхса, урапи патне таврӑнать, хӑй ҫаплах ахӑлтатать, хӗвел хӗртсе ӑшӑтайман сивӗ шывран ирех ҫӑвӑнса тухнӑ ҫын пек ҫӳҫенчӗклӗн хул пуҫҫийӗсене чӗтреткелет.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кашниех аллине тутӑрпа темскер ҫыхса йӑтнӑ, — пӗр карчӑкӗ вара хӑва хуллинчен тунӑ пысӑк карҫинккана тултарнӑ.Каждая несла что-то в узелке, одна — еще и в большой, плетенной из ивовых прутьев корзине.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кӑмака умӗнчи сӗтел ҫине тутӑрпа темскер ҫыхса хунӑ.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кельнерсем, вӑл кӑтартса панипе, илсе тултарнӑ япаласене каретӑна вырнаҫтарса хучӗҫ, вӑл ларакан вырӑна пурҫӑн минтерсемпе, сумкӑсемпе, ҫыхӑсемпе тултарчӗҫ, ура патне апат-ҫимӗҫ чикнӗ ещӗк лартрӗҫ те ларкӑҫ ҫумне чемодан ҫыхса хучӗҫ.
XXXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Сылтӑм аллинче вӑл мулкач тирӗнчен тунӑ хура шлепке, сулахай аллинче икӗ хулӑн сӑран перчетке тытса тӑрать; галстукне яланхинчен сарлакарах тата ҫӳлерех ҫыхса хунӑ, крахмалланӑ жабо ҫине «кушак куҫӗ» (oeit de chat) текен чуллӑ булавка чиксе лартнӑ.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмиль сывалса пыракансем тӑхӑнакан канӑҫлӑ шалпар шлакфрокпа, амӑшӗ ун мӑйне сенкер ҫӑм косынка ҫыхса янӑ; анчах вӑл сӑнран праҫник чухнехи пекех хаваслӑ; тата йӗри-тавра пурте праҫник чухнехи пекех илемлӗ пулнӑ.
IV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин унта пӗрер стакан лимонад ӗҫес тесе кӗчӗ, анчах пӗрремӗш пӳлӗмре пӗр чун та пулмарӗ, — кунта, лавккаҫӑ тӑракан вырӑн хыҫӗнчи сӑрланӑ шкаф ҫӳлӗкӗсем ҫинче, аптекӑна аса илтерсе, ылтӑн хутлӑ темиҫе бутылка тата сухарисем, шоколадсем, леденецсем хунӑ кӗленче банкӑсем лараҫҫӗ; сӑрӑ кушак анчах чӳрече патӗнчи ҫӳллӗ, ҫыхса тунӑ тенкел ҫинче малти урисене вылятса, куҫне хӗссе мӑрлатать тата йывӑҫран касса тунӑ, йӑвантарса янӑ карҫинккапа юнашар пысӑк тӗркем хӗрлӗ ҫӑм каҫхи хӗвелӗн чалӑш кӗрекен пайӑркисемпе йӑм хӗрлӗ курӑнса выртать.
I // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Таня ӑна час-часах хӑйӗн пилӗкне ҫыхса пӑхать.
XVI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Эпӗ ӑна коньки чӗнӗсене те ҫыхса ямастӑп, нихҫан та апла тума кирлӗ мар».— Не завяжу ему ремешка на коньках, и никогда не нужно этого делать».
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл конькине хӑйрарӗ, ӑна чӗнӗсемпе хытӑ ҫыхса лартрӗ, унтан, юр ҫинелле пӗр катӑк сахӑр ывӑтса, ватӑ йыттине йыхӑрчӗ.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Хӑвӑн тутӑрна мӑйу тавра кирлӗ пек ҫыхса ҫӳре.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Анчах вӑл ахаль-и-ха ывӑлӗшӗн укҫа тӳлет, ахаль-и ывӑлӗ унӑн хулара пурӑнать, шкулта вӗренет тата мӑйне хӗрлӗ тутӑр ҫыхса ҫӳрет?
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Анчах манӑн вӗсене пула ирччен ларма тиврӗ — вӗсем иккӗшӗ те манӑн алӑра-ҫке; унтан пӑхатӑп та, телее, икӗ кимӗ ишеҫҫӗ, ҫак вӑхӑтра негр, пуҫне чӗркуҫҫи ҫине хурса, ҫывӑрса кайнӑччӗ тата; кимӗ ҫинчисене эпӗ кӑчӑк туртрӑм та вӑрттӑн паллӑ парса систертӗм, вӗсем негр патне хуллен ишсе пычӗҫ, вӑл мӗн пулса иртнине ӑнкарса иличчен ӑна ҫыхса та хучӗҫ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл киличчен кӗтсе ларӑп та, Том патне тата тепӗр хут каймалла тет пулсан, эпӗ те унпа пӗрле каятӑп, ҫуран ишсе те пулин каҫатӑп; лере эпир ӑна, сулӑ ҫине ҫыхса лартса, хамӑрпа пӗрле илсе каятпӑр; Тома сыватса ҫитерсен, мӗн чухлӗ тӳлемеллине тӳлесе е хамӑрӑн мӗн чул пуррине пӗтӗмпех парса ӑна ҫырана кӑларса хӑваратпӑр.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Алӑка питӗр, тухтӑрӑн алли-урине ҫыхса ларт, куҫне тутӑрпа хупла, унтан пӗр сӑмах та каламастӑп тесе тупа тутар, кайран унӑн аллине ылтӑн тултарнӑ енчӗк тыттар, вара ӑна тӳрӗрен мар, тӗттӗмре, ҫурт хыҫӗсемпе уттар; кунта ӑна кимӗпе илсе кил, анчах каллех тӳрӗрен мар, вак утравсем хушшинче ытларах аташтарса ҫӳре: ӑна ухтарма манса ан кай, пурӑ катӑкне кӑларса ил, кайран, хулана каялла леҫсен, кӑларса пар, унсӑрӑн вӑл ҫав пурӑпа сирӗн сулла тупмалли хӗрессем лартса тухать.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир сана хуран пуҫлӑ ҫӗленсем тупса килсе парӑпӑр, эсӗ вӗсен хӳрисем ҫине тӳмесем ҫыхса хур, — хӑнкӑрма вырӑнне, ман шутпа, апла та юрать.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.