Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтрӗ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тет, мӗн тет ку ача? — ыйтрӗ старик, алтупанне хӑлхи патнелле тытса.

— Это чего мальчик толкует? — спросил старик, приложив руку к уху.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Чӑнах та, Сима, — ун хыҫҫӑн Галя та ыйтрӗ, — мӗн, ӗмӗрех кунта пулатпӑр-и?

— Правда, Симочка, — поддержала ее Галя, — что же, мы тут навеки останемся?

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн астурӑн? — хыттӑн ыйтрӗ Внтя Минаев, ун ҫине шӑтарас пек пӑхса.

— Ну, что ты вспомнил? — ядовито спросил Витя Минаев, в упор поглядев на Игоря.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнер В. эс миҫе ҫултине ыйтрӗ те, эпӗ сана вунсаккӑрта терӗм.

Вчера В. спросил, сколько тебе лет, и я сказал — восемнадцать.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пулӑшаймӑтӑнччӗ-и эсӗ мана? — именсерех ыйтрӗ вӑл.

— Ты не могла бы мне помочь? — нерешительно продолжал он.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗншӗн няня? — ыйтрӗ вӑл ҫапла.

— Зачем няню? — как-то спросил он.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каятпӑр-и? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Едете? — спросил он.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ун сӑнарлах вӗт, ҫапла-и? — ыйтрӗ маскӑпа витӗннӗ Саша.

— Очень похож, да? — спросила под маской Саша.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Палатӑна уҫӑлтарас тесе ӑна чӗркеме тытӑннӑ чух вӑл сасартӑк: — Катенька, эс пӗрмаях ман патӑмра-и? Ҫӗр выртма та кунтах-и? — тесе ыйтрӗ.

Когда мы стали закутывать её, чтобы проветрить палату, вдруг сказала: — Катенька, да ты всё время со мной? И ночуешь?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан ӑна поездпа ӑсатнӑ чухнехи пекех вӑл манран пӑшӑлтатса ҫеҫ: — Эс мана юрататӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

И он спросил меня шёпотом, как тогда в поезде, когда я его провожала: — Ты любишь меня?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Саня, маковкӑсем тупрӑн-и, тесе ыйтрӗ, вара, кулӑпа чыхӑнса, тулайман тесе мана пуҫне сулкаланипе ҫеҫ пӗлтерчӗ.

Потом Саня спросил, достал ли он маковки, и, задыхаясь от смеха, стал показывать мне знаками, что не достал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен кӑштах йӗтӗм те пулӗ, анчах ҫав вӑхӑтра приемнӑйран такамӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт тесе ыйтрӗ, вуннӑ ҫитме те вунпилӗк минут кӑначчӗ-ха.

Может быть, я немного всплакнула, но в это время кто-то в приёмной спросил, который час, и оказалось, что уже без четверти десять.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя: нимӗн те пӗлместӗп, терӗ, ӑна больницӑна кӗртмен иккен, анчах ҫав самантрах ҫавӑн пекех тепӗр пӗчӗкҫӗ чипер майра тухрӗ те, вӑл та, пӑшӑрханса: — Ну, мӗнле? — тесе ыйтрӗ.

Он отвечал, что ничего не знает и что его не пустили, но в эту минуту выбежала ещё одна такая же маленькая, изящная женщина и тоже спросила с волнением: — Ну что?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Беренштейн фотограф-художникӑн ҫемйи Сашӑпа Петя ӗҫӗсенче пӑрӑнса тӑман пулас, мӗншӗн тесен пӗчӗкҫӗ кӑна капӑр тумланнӑ хӗрарӑм Петьӑпа алӑкумӗнче тӗлпулсанах, пӑшӑрханса: — Ну, мӗнле? — тесе ыйтрӗ.

Очевидно, семейство фотографа-художника Беренштейна принимало близкое участие в делах Саши и Пети, потому что маленькая, изящно одетая женщина встретила Петю в передней и с волнением спросила: — Ну что?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн тейӗн? — ҫиленерех ыйтрӗ манран кукамай.

— Ну? — грозно спросила бабушка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи кансӗр минут иртрӗ, вӑл шӳтленӗ кӑмӑлпа манӑн карттӑ пирки темӗн ыйтрӗ, Зильмердакски свитӑпа Ашинскипе арпаштармарӗ-ши вӑл.

Первая неловкая минута прошла, он шутливо спросил что-то насчёт моей карты, не спутала ли я Зильмердагскую свиту с Ашинской.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Итле-ха, вӑл сана калаҫтарса ҫавӑрмасть-и? — сасартӑк тарӑхса ыйтрӗ вӑл.

Послушай, а тебя она не заговаривает? — вдруг с отчаянием спросил он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗтреннӗ сасӑпа вӑл: «Ҫапла-и вара?» тесе ыйтрӗ те, ӑна мӗскӗнле хӗрхенсе кайрӑм.

Он сказал дрогнувшим голосом: «Да?», и мне стало жаль его.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна вӑл пӑшӑлтатса ҫеҫ ыйтрӗ, анчах эпӗ ӑна тути вылянинченех уйӑрса илтӗм.

Это он спросил шёпотом, но я догадалась по движению губ.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мана мӗншӗн чӗнтӗр кунта? — тесе ыйтрӗ вӑл.

– Зачем вы пригласили меня сюда? — спросил он.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней