Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сире (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑнах та, эпӗ сире ӗнентерсех калатӑп, вӑл хӑравҫӑран та хӑравҫӑ, Печорин ҫинчен калатӑп, Грушницкий ҫинчен мар, — Грушницкий маттур, ҫитменнине тата вӑл манӑн тӳрӗ тус! — терӗ каллех драгун капитанӗ.

— Да я вас уверяю, что он первейший трус, то есть Печорин, а не Грушницкий, — о, Грушницкий молодец, и притом он мой истинный друг! — сказал опять драгунский капитан.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сире юрататӑп тесе мана чи малтан калаттарасшӑн пуль-ха эсир?

— Вы, может быть, хотите, чтоб я первая вам сказала, что я вас люблю?..

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫавӑнпа эпӗ сире ҫывӑх юлташла калам, асӑрхансарах ҫӳремӗ сӗнетӗп.

Итак, я вам советую, как приятель, быть осторожнее!

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Доктор, ҫак сӑмахсем суя иккенне ӗнентерес тесе сире эпӗ вӑрттӑн кӑна калам-ха, ыран эпӗ Кисловодска тухса каятӑп…

Чтоб вам доказать, доктор, ложность этих слухов, объявляю вам по секрету, что завтра я переезжаю в Кисловодск…

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗн пулчӗ сире? — терӗм эпӗ, ӑна аллинчен тытса.

— Что с вами? — сказал я, взяв ее руку.

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тӳррипех калӑр-ха, — терӗм эпӗ пикене, — вӑл яланах питӗ кулӑшла ҫынччӗ те, ҫапах та вӑл сире халиччен интереслӗрех пек туйӑнатчӗ-ҫке… шинельпе ҫӳренӗрен-и?..

— А признайтесь, — сказал я княжне, — что хотя он всегда был очень смешон, но еще недавно он вам казался интересен… в серой шинели?..

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чӑнах та, сире шинель ытларах килӗшет…

— В самом деле, вам шинель гораздо более к лицу…

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫук, манӑн ӗмӗрех ҫав хам курайман салтак шинелӗпе ҫӳренӗ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, вӑлах сире ман ҫине ҫаврӑнса пӑхтарнӑ пулӗ…

Нет, лучше бы мне век остаться в этой презренной солдатской шинели, которой, может быть, я обязан вашим вниманием…

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сире пӗрре ҫеҫ курнӑ ҫын сирӗн таса сӑн-сӑпатӑра нихҫан та манас ҫук…

Кто видел вас однажды, тот навеки унесет с собою ваш божественный образ.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сире курман хушӑра эсир калама ҫук улшӑннӑ…

— Вы ужасно переменились с тех пор, как я вас не видал…

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ сире хамӑн шухӑша хисепсӗр теместӗп: енчен вӑл сирӗншӗн кулӑшла пек туйӑнсан, кулӑрах тархасшӑн; тепӗр хут та калам сире, вӑл мана нимӗн чухлӗ те кӳрентерес ҫук.

Впрочем, я не прошу вас разделять мое мнение: если моя выходка вам кажется смешна — пожалуйста, смейтесь: предупреждаю вас, что это меня не огорчит нимало.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӑмӑлӑм чӑлах пулса тӑчӗ манӑн, чӗремӗн ҫур пайӗ пурӑнаймарӗ, типсе те хӑрса, пӑнтӑхса ларчӗ, вилчӗ вӑл, эпӗ ӑна касса илтӗм те ывӑтрӑм, ҫав вӑхӑтрах тепӗр пайӗ хусканатчӗ-ха, кашни ҫынна усӑ кӑтартасшӑн пурӑнатчӗ, ҫавна вара никам та асӑрхаймарӗ, мӗншӗн тесен унӑн пӗтнӗ ҫур пайӗ ҫинчен никам та пӗлмерӗ, анчах акӑ эсир мана ун ҫинчен аса илтертӗр те, эпӗ сире ун эпитафине вуласа патӑм.

Я сделался нравственным калекой: одна половина души моей не существовала, она высохла, испарилась, умерла, я ее отрезал и бросил, — тогда как другая шевелилась и жила к услугам каждого, и этого никто не заметил, потому что никто не знал о существовании погибшей ее половины; но вы теперь во мне разбудили воспоминание о ней, и я вам прочел ее эпитафию.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑннипех калам-ха сире: хӑҫан та пулин сирӗн ман ҫинчен усал сӑмахпа калас килет пулсан, ҫӗҫӗ илӗр те пусӑр мана эсир, — ку сирӗншӗн питех йывӑр пулас ҫук пуль тетӗп.

Я вас прошу не шутя: когда вам вздумается обо мне говорить дурно, возьмите лучше нож и зарежьте меня, — я думаю, это вам не будет очень трудно.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗншӗн тесен салтак шинелӗ сире питех те килӗшет, ҫавӑнпа тӳррипех калар, кунта, шывпа сывалнӑ ҫӗрте, ҫӗлетнӗ армейски пехотнӑй мундир сире пур пӗрех тӗлӗнтерекен ҫын тӑваймасть.

— Оттого, что солдатская шинель к вам очень идет, и признайтесь, что армейский пехотный мундир, сшитый здесь, на водах, не придаст вам ничего интересного…

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эпӗ сире ырӑ сунмастӑп, — терӗ вӑл Грушницкие.

— Я вас не поздравляю, — сказал он Грушницкому.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Манӑн сире унӑн вырӑнӗнче тытас килетчӗ…

Я б желала, чтоб вы были на его месте…

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эпӗ сирӗнпе паллашасшӑн марччӗ, — терӗм эпӗ малалла, — мӗншӗн тесен сире савакансем питех те нумай, эпӗ вӗсем хушшинче йӑлтах ҫухалса каясран хӑрасаттӑм.

— Я не хотел с вами знакомиться, — продолжал я, — потому что вас окружает слишком густая толпа поклонников, и я боялся в ней исчезнуть совершенно.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ирӗкрех пулать, шантарсах калама пултаратӑп сире

Гораздо свободнее, могу вас уверить…

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ӗнтӗ каллех сире мазурка ташлама чӗнетӗп…

Я таки опять имею честь вас ангажировать pour mazure…

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗн кирлӗ сире? — тесе ячӗ хӗр чӗтрекен сассипе; хӑй, хутне кӗме йӑлӑннӑ пек пулса, йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

— Что вам угодно? — произнесла она дрожащим голосом, бросая кругом умоляющий взгляд.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней