Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗнле калас сана… — хуллен калаҫма пуҫланӑ вара леш арҫын, — нумаях пулмасть, пӗр эрне пек каялла, манӑн кӗтмен ҫӗртен пӗр истори пулса иртрӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Анчах хуҫисем ӑна каялла илсе кайма килсен, тӳрех паллама та пултарайман: вӑрӑ пӗтӗм машинӑна урӑх сӑрпа сӑрласа лартнӑ иккен.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Питӗ ансат вӗт-ха: ҫула май каякан машинӑпа Хусана ҫитеҫҫӗ, унта хӑйсен ҫимӗҫӗсене сутаҫҫӗ те каялла пӑрахутпа хӑпараҫҫӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ирӗксӗрех Петрянкинӑн, каялла чупса кайса, начальнике «леш ҫын» ҫухални ҫинчен пӗлтерме тивнӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
17 ҫул каялла хӑйӗн тӑван ялӗнчен уйрӑлса кайнӑ чух вӑл ҫак ватӑ юманӑн ешӗл йӗкеллисене юлашки, хут татса ҫинӗ, хӑйӗн ҫӑкӑр татӑкӗсем тултармалли саплӑклӑ пушӑ хутаҫҫине тив тӗвӗленнӗ юман йӗкеллисене тултарнӑ, унтан пичӗсем тӑрӑх шӑрҫаланса аннӑ куҫҫулӗсене кӗпен хытса кайнӑ ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтнӗ те килекен ҫулпалах, пӗр пӗччен, станца еннелле утнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Каҫхи вӑрман сӑнлӑхне сӑнаса пынипе ҫурӑм хыҫӗнчи чылай йывӑр брезент кутамкки каялла туртнине те тунман вӑл.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
1941 ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнче тӑшманӑн 12 танкне хирӗҫ ҫапӑҫрӗ, пӗрне персе ҫунтарчӗ, ыттисене каялла хӑваласа ячӗ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ҫав шутсем каялла таврӑнчӗр тесен, ман шутпа, чӑваш йӑли-йӗркин, культурин тата халӑхӗн пуянлӑхне тата анлӑрах кӑтартмалла.
Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4
Вӑл, Герасим Федотовича палласа илсен, яланхи пекех сӑмах та чӗнменскер, самантрах каялла чакрӗ, юхан шыв хӗррипе тӑвалла утма пикенчӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӗр куҫӗнчи курайманлӑха тӳсеймесӗр Герасим Федотович вӑраххӑн-вӑраххӑн каялла чакрӗ:
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Каялла вӑл ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Иртнине каялла тавӑрма ӗмӗтленни — фантастика.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Герасим Федотовича картлашка ҫине тӑратса хӑварса вестибюле хӑюллӑн кӗнӗ Мамарланов: «Сабира патне палатӑна кӗртмеҫҫӗ, хӑйне те кӑлармаҫҫӗ», — тесе кӗҫех каялла вӑркӑнса тухнӑскер чӳрече умне чупрӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Иртнине каялла тавӑраймастӑн.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл Маринӑна хирӗҫ утас тесе ура ҫине ҫӗкленчӗ, пӗр-икӗ утӑм та тӑваймарӗ, каялла чакрӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл Тураевсем патӗнче пурӑнмасть ӗнтӗ — тӑватӑ кун каялла амӑшӗн пӳртне куҫрӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Пулаймасть пулӗ, мӗншӗн тесен ачасене паян вӑрмана экскурсие илсе каятӑп! — каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах кӑшкӑрчӗ Тамара.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Ку мӗне пӗлтерет? — черккене каялла лартрӗ Виссарион Игнатьевич.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫичӗ ҫул каялла ҫав хӗр качча тухманччӗ-ха.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ӑна, кивӗрех фуфайкӑпа резина атӑ тӑхӑннӑскерне, симӗс тутӑр ҫыхнӑскерне Герасим Федотович Севет инке тесе саламлама хатӗрленнӗччӗ, анчах тинкеререх пӑхрӗ те чӗлхе вӗҫне килнӗ сӑмахсене каялла ҫӑтрӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.