Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ури (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Динго ученӑйӑн ури вӗҫӗнче выртать.

Динго лежал у ног ученого.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ури айӗнчи ҫӗр чӑтма ҫук пӗҫернӗ пек, вӑл сиккелесе илчӗ, шывра ишекен ҫын пек аллисемпе хӑлаҫланчӗ.

Он подскакивал, как будто земля под ним была раскалена докрасна, и взмахивал руками, словно пловец.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Муана патша паллӑ панипе Казондо палачӗ патша ури вӗҫӗнче выртакан тӑваттӑмӗш арӑмӗн пырне касса татрӗ, ун юнӗ шӑтӑка юхса анчӗ.

По знаку королевы Муаны палач Казонде перерезал горло четвертой жене — той, которая лежала у ног короля, и ее кровь потекла в яму.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вилмеллисенчен иккӗмӗш арӑм шутланнӑ пӗр хӗрарӑма ак чӗркуҫлентерчӗҫ те аллисемпе ҫӗре тӗрентерчӗҫ, вӑл вилнӗ патшашӑн, чӗрӗ чухнехи пекех, лармалли вырӑн пулса тӑчӗ; виҫҫӗмӗш арӑмӗ патша кӗлеткине тытса тӑчӗ, тӑваттӑмӗшӗ ун ури вӗҫне минтер вырӑнне выртрӗ.

Одну из этих жертв, носившую титул второй жены, заставили опуститься на колени и опереться руками о землю: она должна была служить креслом мертвому королю, как служила ему живому; третья жена поддерживала чучело, а четвертая легла под его ноги вместо подушки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик ӑна ярса тытрӗ те Динго ури иккенне пӗлчӗ.

Дик схватил ее и тотчас же узнал лапу Динго.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак самантра алӑк урати айӗнчен йытӑ ури курӑнса кайрӗ.

В это мгновение под дверь просунулась лапа.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Король ларас тенӗ чухне вӗсенчен иккӗшӗ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, уншӑн сак пулса тӑнӑ, ыттисем ун ури айне хӑйне евӗр хура кавир пулса выртнӑ.

Когда королю угодно было сесть, две из них пригибались к земле и служили ему сиденьем, а другие расстилались под его ногами своеобразным черным ковром.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Булька тӗм-хураччӗ, малти ури вӗҫӗсем анчах кӑшт шурӑччӗ.

Она была вся черная, только кончики передних лап были белые.

Булька // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ултӑ ури те тухсан, хыҫӗ те сиксе тухрӗ.

Когда выбрались все шесть лапок, — задок выскочил.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан шӑтӑкӗнчен пӗр ури сиксе тухрӗ, унтан тепӗри те тухрӗ, урисемпе тапкаласа ҫӑмха ӑшӗнчен тухма тӑрӑша пуҫларӗ.

Потом я заметил, что лапка просунулась в дырку, потом другая, — и лапки цеплялись и выкарабкивались из куколки.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл кайри ури ҫинче кӑшт ларчӗ те анкарти еннелле ерипен сиккелесе кайрӗ.

Посидел на задних лапах и потихоньку пошел к гумну.

Мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан вӑл тарӑн юр ҫинче пӗр-иккӗ йӑлт-ялт сиккелерӗ те, каллех кайри ури ҫине ларса, йӗри-тавра пӑхкала пуҫларӗ.

Потом он прыгнул раз-другой по глубокому снегу и опять сел на задние лапы и стал оглядываться.

Мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫӗрле пулсан, мулкачӑ пӗр хӑлхине чанк тӑратрӗ те итлесе пӑхрӗ; унтан тепӗрне тӑратса итлерӗ, мӑйӑхне сиктеркелерӗ, шӑршласа пӑхрӗ, кайри ури ҫине кайса ларчӗ.

Когда пришла ночь, он поднял одно ухо, послушал; потом поднял другое, поводил усами, понюхал и сел на задние лапы.

Мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Эпӗ путатӑп, — ним пулман пек тавӑрчӗ те Бенедикт пичче, ури айӗнче люк уҫӑлнӑ пек, хӑвӑрт лачакана анса кайрӗ.

— Я проваливаюсь, — просто ответил кузен Бенедикт и погрузился в болото с такой быстротой, словно под его ногами внезапно открылся люк.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Виталий ури тӗпне пружина пӑраласа лартнӑ тейӗн ав: йӗкӑт ташӑра тӗк пек ҫӑп-ҫӑмӑл.

И в Виталия будто черт вселился: в пляске ему действительно не было равных.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хуҫи чылай вӑхӑт пӳрте кӗменрен, сас туманнипе капла ятлаҫма пултарӗ тесе, йытӑ выртнӑ ҫӗртен кӑмӑлсӑррӑн лӗпӗстетсе тухрӗ те Турчӑка Кули ури ҫумне йӑпӑлтин пырса сӗртӗнчӗ, хӳрине пӑлтӑртаттарчӗ, пӗр кана, ҫӗрлехи шӑплӑха хуйхантарса, ӳркевлӗн вӗрсе ячӗ.

Мигулай долго сидел на крылечке, размышляя о своей жизни, собака, видно, почуяв, как неладно и муторно хозяину, вылезла из конуры, неслышно подошла и потерлась о его ноги, повиливая хвостом, потом лениво тявкнула.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ури утайми пуласпа, «ҫул курки» текелесе, тепӗр ҫӗр грамм пек ҫуттине ҫӑварне чӳшкӗнтерчӗ те, тайкалана-тайкалана, йывӑҫ пӳрте каҫса выртрӗ.

Выпил еще сто грамм, «на посошок», поднялся на неверных ногах и пошел спать в старый деревянный дом, что стоял во дворе поодаль.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ ывӑнма пӗлмен аллисем, ури ача сӑпкине сиктерет.

Быстро работают неутомимые руки, нога покачивает люльку с ребенком.

«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Фридка ятлӑ йытӑ та кичемленчӗ, вӑл Дмитрий Ильич ури вӗҫӗнче выртать, ҫивӗч хӑлхине выляткаласа ӑслӑ куҫӗсемпе хуҫи ҫине пӑхать, ӑнланать вӑл: хуҫин халӗ ун ҫинчен шухӑшласси мар.

Даже собака Фридка приуныла, лежит у ног Дмитрия Ильича, вздрагивает чутким ухом, посматривает умным глазом на хозяина, понимает, что не до нее теперь.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Уйӑх ҫути чӳрече витӗр кӗрет, пальма ҫулҫисен урайне ӳкнӗ хура мӗлки тискер кайӑк ури чӗрнийӗ евӗр курӑнать.

Лунный свет проникал в окно, и черная тень пальмовых листьев, падающая на пол, становится похожей на когти зверя.

Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней