Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ванькка тӑна кӗнине курсан, вӑл та хӗпӗртерӗ, кравать хӗррине ларса, ӑна ал тунинчен тытрӗ, юн таппине тӗрӗслерӗ, унтан хул хушшине градусник лартса пӑхрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн чухлӗ шухӑшласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн Калюков тӗрмерен тарма татӑклӑн шут тытрӗ, ирӗке тухсан, Валета пулӑшма та сӑмах пачӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл атӑ кунчинчен ҫӗҫӗ туртса кӑларчӗ те хӗрарӑм кӑкӑрӗ тӗлне тытрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн ҫухӑрашан? — саппун умӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ ӑна Антун.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Хӗлипе сулахай аллипе — кӗрӗк ҫухавинчен, сылтӑммипе — шӑлаварӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ те ярӑнтара пачӗ тин кӑна ӑйӑр тапаҫланнӑ кӗрт ӑшне.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй ҫавӑнтах ҫул варрине сиксе тухрӗ те, — хӗрӗнкӗ ҫав, асӑрханулӑх чаракне ҫӗтернӗ ӗнтӗ, — Тӑвӑла чӗлпӗртен пырса тытрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк калинккерен йӑпӑрт тухрӗ ҫеҫ, Антун ӑна тытрӗ те утӑ тултарнӑ ҫуна ҫине вӑшт кӑна йӑтса лартрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк ытти кирек хӑш арҫынна та ҫунтарса яма пултаракан, упӑшки ҫине пӑхсан вара сасартӑк йӑвашланакан пысӑк куҫне мӑч-мӑч тутарчӗ те, мӑшӑрне хирӗҫлеме хӑяймасӑр, стакана тытрӗ, чӑпӑрт сыпса пӑхрӗ, хаяр эрехе хӑнӑхманскер, ҫавӑнтах чыхӑнса кайрӗ, ал лаппине ҫӑварӗ умӗнче сулла-сулла, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑварни кунӗ, арӑмӗ сӗтел ҫине пӗр ывӑс икерчӗ пырса хурсан, Антун ӑна пилӗкӗнчен ачашшӑн ыталаса тытрӗ те: — Атя, Санюк, пӗрле ларса ҫиер, праҫник ячӗпе ҫуршар стакан эрех те ӗҫер, вара катаччи чупма тухӑпӑр, тӗнчене тӗлӗнтерӗпӗр. Яснӑ? — терӗ кӑмӑллӑн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун Тӑвӑла халӑх умне ытахаль кун мар, ҫӑварнире кӑларма шут тытрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла каларӗ те Ванькка, тилхепене туртрӗ, хыпалансах пульницана ҫул тытрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн аллисем хытӑрах та хытӑрах чӗтреҫҫӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмленчӗ; хумханса ӳксе, пӗр ҫӗрелле пӑхса, йӑлкӑшакан сӑнпа вӑл хута ҫӗрелле печӗ те ҫав самантрах пӑшалне ярса тытрӗ.

Пальцы его дрожали все сильнее, лицо потускнело; взволнованный, с блестящим остановившимся взглядом, он бросил бумагу и инстинктивно схватил ружье.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Штуцерне малалла тытрӗ те кайма пикенчӗ.

Взял штуцер наперевес и стал удаляться.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Блемер Тарта аллинчен ярса тытрӗ те пӳрнисене хуҫса пӑрма пикенчӗ.

Блемер схватил руку Тарта и стал ворочать ее, ломая пальцы.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Матрос ҫӗкленчӗ, вӗтетнӗ табакне пӗчӗк шӑвӑҫ курупкана хучӗ, пӑшалне тытрӗ, кайӑксен сассине итлесе ҫапла чылайччен тӑчӗ.

Матрос встал, ссыпал нарезанный табак в маленькую жестяную коробку, поднял ружье и долго молча стоял так, слушая голоса птиц.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Аллисене тӑса-тӑса вӑл йӗри-тавра нӳрлӗ кӗпҫесене, паразитсене, ҫулҫӑсен имшеркке хуппине, авӑнакан вак йӗпсене яра-яра тытрӗ.

Протягивая вокруг руки, он схватывал влажные стебли, паразитов, хрупкую клетчатку листьев, мелкие гнущиеся колючки.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Грэй хӗре аллисенчен чӑмӑртаса тытрӗ те — ӑҫта кайсан хӑрушӑ маррине ӑнланса Ассоль куҫҫульпе йӗпеннӗ питне ҫапла асамлӑн килсе ҫитнӗ тусӗн кӑкӑрӗ ҫумне пытарчӗ.

Грэй взял ее руки и, зная уже теперь, куда можно безопасно идти, она спрятала мокрое от слез лицо на груди друга, пришедшего так волшебно.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.

Пантен, крича как на пожаре, вывел «Секрет» из ветра; судно остановилось, между тем как от крейсера помчался паровой катер с командой и лейтенантом в белых перчатках; лейтенант, ступив на палубу корабля, изумленно оглянулся и прошел с Грэем в каюту, откуда через час отправился, странно махнув рукой и улыбаясь, словно получил чин, обратно к синему крейсеру.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Вӑрттӑнлӑх» ҫыранран пӑрӑнса тинӗселле ҫул тытрӗ.

«Секрет» шел в море, удаляясь от берега.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассоль пысӑк хура алла ярса тытрӗ те ӑна мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран силлерӗ.

Ассоль взяла огромную черную руку и привела ее в состояние относительного трясения.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней