Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, асаннем, телейӗм, ырлӑх Таптанчӗ выльӑх айӗнче, Ӗмӗрлӗхе пит таран шырлӑх Юлать чӗремӗн варринче.

Помоги переводом

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл Хусана парӑнтарни Шӑп ик ҫӗр ҫул таран иртсен те, Ҫӗн вӑхӑт ун ятне витсен те, Ним улшӑнман патша йӗрки.

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ачаш, ҫемҫе ҫил мӗн таран.

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Гайнуллович, — терӗ вӑл май пур таран ҫемҫен, — ялта хыпар сарӑлнӑ, виҫӗ колхоза пӗрлештермелле, тет.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне вӗсен юмахне итлеме пӑрахнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫелнике тухнӑ та ывӑлӗ валли май пур таран ҫемҫерех вырӑн сарса парас тесе тӑрмашать.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана ҫумӑр кирлӗ — тин лартнӑ купӑстана шӑвармалла — унран ҫумӑр ыйтатӑн; сана пӗтӗм яла пӗлӗт таран ҫутатма ҫутӑ кирлӗ — ӑна ҫеҫ заявка паратӑн.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫле чипер кӑна, эпир сана вӑй ҫитнӗ таран пулӑшӑпӑр, вот ман татӑклӑ сӑмахӑм.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тепри пулсан, астӑвӑр, мана тырӑ сахал ан парӑр тесе правленине темиҫе хут чупса пымалла, пиртен пӗр пус таран шыраса илмелле, эсир… —

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине ҫурри таран пушарнӑ хурана шыв тултарчӗ, вучаха тепӗр ҫӗклем вутӑ пӑрахрӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш таран ӗненмелле ҫынсен сӑмахне, хӑш таран ӗненмесӗр тӑмалла?

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашниех ӗҫлет, мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп лайӑхах куртӑм: вӑл окопран пилӗк таран ҫӗкленчӗ те пӗр тӑруках темиҫе граната ывӑтрӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Олимпиада Осиповна, эсӗ пуринчен ытла ҫавна асту: вӑрлӑха стратафикацилесе мӗн май пур таран иртерех акмалла. Тӑпра нӳрӗ пултӑр, унсӑрӑн сирӗн вӑрлӑх шӑтса та тухмасть», — терӗ вӑл.

Помоги переводом

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пулӑшасчӗ вӑй ҫитнӗ таран, — килӗшрӗ юлашкинчен Кӗтерне.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан вӗсем ытлашши калаҫмасӑр, ыттисем мӗнле ӗҫленине пӑхмасӑр ӗҫлерӗҫ, — касса яраҫҫӗ те, пӗҫ тӗп таран юр ашса, тепӗр йывӑҫ патне пыраҫҫӗ, ӑна касса яраҫҫӗ те тата теприн патне пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи малтан сухалӗпе ҫӳҫне кӗскетсе касса якатрӗ, мунча кӗрсе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнчӗ, урине пӗҫ тӗп таран хура ҫӑматӑ тӑхӑнса ячӗ, вара, ҫур литр эрех чиксе, тӑвалла утрӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоз председателӗпе бригадирсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: халь каякан ушкӑн вӑрманта плана ҫурри таран тултариччен ӗҫлет, ун хыҫҫӑн вӑрмана тепӗр смена пырать, вӑл вара плана тултармасӑр та таврӑнмасть.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑйхалӑмӑр ҫитнӗ таран фронта пулӑшас тесе ҫӗрне-кунне шутламасӑр ӗҫленӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫарта командир пултӑн-и е рядовойра ҫапӑҫрӑн? — терӗ Гариф, Ятмана пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран виҫсе илсе.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир ӗлкӗрнӗ таран пулӑшма тӑрӑшӑпӑр.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней