Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санӑн килмеллех вилӗмӳ мана ҫав тери сехӗрлентерет.

Неизбежная твоя гибель ужасает меня.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Маншӑн, Зурбаган хулинче пурӑнаканшӑн, — манӑн вара ҫуттӑн шалти куҫӗпе Родос виҫ кӗтеслӗхӗ пур, — маншӑн санӑн шӑпу уҫӑмлӑ.

Мне, живущему в городке Зурбагане, имеющему внутренние глаза света и треугольник Родоса, открыта твоя судьба.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

— Ку санӑн шухӑшу, — хушса хутӑм эпӗ.

— Это твое мнение, — вставил я.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Анчах килӳнте санӑн, ҫапах та, чернил пурах-тӑр.

Но все-таки, конечно, у тебя есть в доме чернила.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

— Паллах, санӑн аттуна пӑхсан…

— Судя по твоим сапогам.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Санӑн килмеллех.

Ты должен приехать.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Эпӗ сана ун умӗнчех калатӑп: вӑл санӑн аллусене чуп тӑвичченех эпӗ сана юратнӑ!

Я при нем говорю тебе: когда он еще не целовал твоих рук, я любил тебя!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Санӑн ӑшна мӗнле шуйттан вырнаҫнӑ?

Какой черт вселился в тебя?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

— Эпӗ санӑн пуҫ купташкине ҫапса ҫуратӑп, эсӗ манӑн ывӑл пулни ҫине сурса хуратӑп!

— Я проломлю тебе череп и наплюю на то, что ты мне сын!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

— Эпӗ сана ӑнланатӑп: санӑн хул пуҫҫи ҫине кӗҫӗннисем пӗр кӗтӳ хӑпарса ларнӑ, вӗсене ура ҫине тӑратмалла.

— Я понимаю тебя; тебе свалилась на плечи куча сестриц и братцев, которых надо поставить на ноги.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Санӑн ҫӑлавҫу тарнӑ.

Твой спаситель удрал.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Ылтӑнпа таврӑнсан санӑн пайна хӑвнах паратпӑр.

Твоя доля будет тебе вручена, когда вернемся с золотом.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Санӑн, ахӑртнех, е тиф, е пуҫ мими шыҫнӑ, — терӗ Кароль.

— Так как, — говорил Кароль, — наверное, у тебя тиф или воспаление мозга.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Санӑн вара пур.

А у тебя есть.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Санӑн шӑлу тинех тухрӗ.

Думай, что у тебя прорезался зуб.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Санӑн кӑмӑлна ҫакнашкал вак-тӗвек те пӑсаять-и?

— Неужели тебя могут расстроить такие пустяки?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Санӑн шӑлса тирпейлесчӗ хӑть, — йӳҫеккӗн чӗнчӗ Клиссон.

Хоть бы ты подмела, — с горечью отозвался Клиссон.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

— Эпӗ санӑн ҫиллӳне вӗлертӗм! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӑпартланса тата ҫав тери хумханса.

— Я убил твой гнев! — кричал он в восторге и потрясении.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

— Вӑл санӑн аннӳ пулать, — терӗ Беринг.

— Она будет твоя мать, — сказал Беринг.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Шӑллӑм килсе ҫитсенех эпӗ ӑна санӑн япӑх хӑтланӑвусем пирки пӗр хӗрхенмесӗр каласа паратӑп, вара унӑн ҫилли сан ҫине пӗтӗм йывӑрлӑхӗпе йӑтӑнса анать…

Как только приедет брат, я безжалостно расскажу ему о твоих поступках, и его гнев всей тяжестью обрушится на тебя.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней