Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра Галимджан ҫине нумай хӗр «Кам патне пырать-ши ӗнтӗ ку паттӑр? Кам патне пырать-ши?» тесе пӑхрӗҫ пулӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ ӑна хӑйсен патне кӗтрӗҫ пулӗ, анчах каччӑ хӑй пекех хура ҫӳҫлӗ, тӗреклӗ пӳ-силлӗ, харсӑр пит-куҫлӑ хӗрачана шыраса тупрӗ те тӳрех ун патне пырса чарӑнчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑтам ӳт-пӳллӗ Галимджан Мӗтри ҫумӗнче ӳссе ҫитмен ҫамрӑк каччӑ пек тӑрать.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ун куҫӗсем Галимджанӑн кӗрешӳри чарусӑрлӑх вучӗпе ҫунакан хура куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, каччӑ ун ҫине «Мӗн тӑвас тетӗн, ҫӗнтерсен ҫӗнтерет, иксӗмӗртен пӗрин пурӗпӗрех аяла пулма тивет» тенӗ пек пӑхса илчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ кӗрешет, ҫав вӑхӑтрах «Динамо» колхоз членӗсен калаҫуне итлет.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйне пӗр-пӗр каччӑ техникӑпа ҫӗнтерессинчен хӑрамасӑрах Галимджан темиҫе ҫынна Мӗтри меслечӗпе ҫӑтӑр-ҫатӑр тытса парӑнтарчӗ, унӑн тӗп ӗмӗчӗ Мӗтрие улталасси пулчӗ, — ҫавӑ тӗрӗс мар шутлатӑр, ҫавӑ ӑна кӗрешме пӗлмен ҫын вырӑнне хутӑр.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Судья свисток пачӗ — ҫарапуҫ каччӑ ҫӗнтерчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Галимджана ҫыр! — терӗ Ятман, каччӑ хӑй шарламаннине кура.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Питӗ кӳренмелле, мӗншӗн тесен каччӑ ун сӑмахне нимӗн чухлӗ те итлемерӗ, ку ҫеҫ мар, йӗркеллӗ калаҫса пӑхасшӑн та пулмарӗ, ҫыру хӑварчӗ те, тек куҫ умне курӑнма хӑранӑ пек, тухса та шурӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ «юрӗ, эс каланӑ пек пултӑр, ниҫта та каймастӑн» тенӗ евӗр пуҫне чиксе итлерӗ, ҫапах та хӑй шутласа хунинчен пӗр утӑм та чакмарӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозра шоферта ҫамрӑк каччӑ, кӑҫал ҫеҫ курсран вӗренсе тухнӑ Петӗр ӗҫлет.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килен-каян тӗпелте, икӗ чӳрече хушшинче, Людмила карттипе юнашар ҫар тумӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑ ӳкерчӗкӗсене курать.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрпе каччӑ вӗсенчен ыйтмасӑр тӳрех мулла патне кайнӑ, анчах леш те вӗсене венчет тума килӗшмен.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Марине хыҫсӑн нумай каччӑ чупнине пӗлнӗ, анчах унран хӑраман, мӗншӗн тесен хӗр ӑна мӗнле юратнине пӗтӗм чӗрипе туйса тӑнӑ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тахҫан ӗлӗк, хӗрпе каччӑ чухне, вӗсем чӑннипех те савнисем пулнӑ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуринчен малтан ун патне типшӗмрех те лутрарах кӑна каччӑ Садыков чупса пычӗ.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫынсем каларӗшле, эпӗ — хӗр, эсӗ — каччӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн вӑл пире пӗр-ик каччӑ!

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кайӑр ӗнтӗ, эпир сире пӗр-ик каччӑ парӑпӑр, — юптарса каларӗ Михала.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аван-ха, каччӑ, — терӗ пӗри.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ай, каччӑ, эсӗ кун пек мана пӑчӑртаса вӗлеретӗн!

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней