Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алли сăмах пирĕн базăра пур.
алли (тĕпĕ: алли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен эпӗ хам ҫумра ҫывӑх та хаклӑ ҫын пуррине туйса, унӑн ҫирӗп те шанчӑклӑ алли ҫине яланах таянма пултарасса ӗненсе пурӑнаттӑм.

Прежде я жила, чувствуя и зная, что рядом — дорогой, близкий человек, что я всегда могу опереться на его надежную руку.

Ашшӗсӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫак йывӑҫ витрепе ун арӑмӗ Сайте шыв ӑснӑ, Селиме алли те тивнӗ ҫак витрен сӳспе явнӑ хӑлӑпне…

Ведь этой бадьей носила воду Сайде, за ее пеньковую ручку держалась Селиме…

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сылтӑм алли сыппинчен пӑхӑр тыткӑчӑллӑ йӑлтӑр-ялтар хура чӗн саламат ҫакса ячӗҫ.

В правую руку вложили нагайку из черной кожи со сверкающим медным кнутовищем.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗнтӗ такам алли лартса ӳстернӗ ачаш туна та пурнӑҫ илемне кӳрекен чечекӗн курӑнатчӗ.

И тогда ему посаженный чьими-то руками неприметный черенок казался украшающим жизнь чудо-цветком.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сарлака шӑмӑллӑ саркӑмрах алли шӑнӑрланса тӑрать.

Его ширококостные руки напряженны, мускулисты.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шанасси вӑл алли кукӑрӗпе мар, урӑх сӑлтавпа пулса тухрӗ.

Не доверял ей не из-за того, что на руку не чиста, а по другой причине.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Амӑшӗ асаплӑн куҫ уҫрӗ, сарӑхнӑ типшӗм алли шӑнӑрланса туртӑнчӗ, кӑштах ҫӗкленчӗ, Ильяса пуҫӗнчен ачашларӗ:

Мать с трудом разлепила веки, подняла трясущуюся желтую руку и погладила Ильяса по голове.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей ҫавӑнтах Кантюк сӗннӗ укҫана ярса илчӗ, алли пӗр самантра чӗтреве ӳкрӗ.

Шерккей схватил тяжелый кисет с деньгами, руки его дрожали.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алли вӑл Тимрукӑнах ҫӑмӑл-ҫӑмӑл пулма кирлӗччӗ…

— У Тимрука, у Тимрука рука легкая бывала…

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн пӗр ӗҫ патне те алли ҫаврӑнмарӗ.

Руки не поднимались для какой-либо работы.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей, хӑн чӗрине аран хытарса, ыраш ани тавра ҫаврӑнчӗ, татӑлнӑ пучахсене пӗр ывӑҫ пуҫтарчӗ, алли ҫине пӗрчӗ шӗкӗлчерӗ, алӑ вӗҫҫӗн сӑвӑрса ҫисе пӑхрӗ.

С похолодевшим сердцем он обошел загон, собрал горсть безжалостно сорванных градом колосьев, размял в ладони и попробовал зерно на зуб.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫавна тумашкӑн та алли хальхаҫҫӑн ҫаврӑнмарӗ.

Но сейчас у него не поднимались на это руки.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫапах та пӑсни пур-ха, камӑн та пулин хаяр алли хура инкек леҫсе хӑварнӑ.

Порча налицо, чья-то злая рука принесла в дом черную беду.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алли шӑши вӗрсе тултарнӑ пӳске пек.

А мускулы на руках перекатываются как туго надутые резиновые мячи.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Ара, мӗнле ку, ӳсӗрӗлме кирлӗ марчче-ҫке?» — тенӗ майлӑ, вӑл хӑйне хӑй шанмасӑр алли вӗҫҫӗн тӗренсе тӑма хӑтланчӗ, анчах ҫавӑнтах Элюкка ҫинелле таянчӗ.

«Как же это так, не должен бы вроде я опьянеть», — сам с собой рассуждал Маххит и поднялся было в третий раз на цыпочки, но тут же свалился на Элюкку.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ялта вара кирек мӗн пулсан та, пӗр ҫын алли хӑтланать ҫакна тесе сӑмахлама тытӑнчӗҫ.

И в деревне решили, что это дело рук одного и того же негодяя.

V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме алли малалла туртӑнчӗ.

Селиме вытянула руку вперед.

IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн алли такамӑн урисем, йӑпӑлкка питсемпе ҫӳҫсем ҫине пыра-пыра тӑрӑнчӗ.

Рука его натыкалась на чьи-то ноги, влажные, липкие лица и волосы.

14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Унӑн алли темле ҫемҫе те сивӗ япалана тӗртӗнчӗ.

Рука его уперлась во что-то мягкое и холодное.

14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Стёпка ӑна сӑтӑркаласа ҫемҫетесшӗн пулчӗ, анчах алли темле ҫемҫе ҫӑмлӑ япалана тӗртӗнчӗ.

Степка хотел ее растереть, но рука наткнулась на что-то мягкое, пушистое.

14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней