Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ывӑлна кунта илсе кил, тенӗ.

доколе буду с вами и буду терпеть вас? приведи сюда сына твоего.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен! йӑлӑнатӑп Сана, манӑн ывӑлӑма пырса пӑхсам, манӑн ҫак ывӑл анчах: 39. ӑна усал тытса пӑрахать те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ярать; ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать; усал ӑна йӑлт асаплантарса пӗтерсен ҫеҫ сирӗлет; 40. усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене йӑлӑнтӑм та, вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.

38. Вдруг некто из народа воскликнул: Учитель! умоляю Тебя взглянуть на сына моего, он один у меня: 39. его схватывает дух, и он внезапно вскрикивает, и терзает его, так что он испускает пену; и насилу отступает от него, измучив его. 40. Я просил учеников Твоих изгнать его, и они не могли.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.

33. И когда они отходили от Него, сказал Петр Иисусу: Наставник! хорошо нам здесь быть; сделаем три кущи: одну Тебе, одну Моисею и одну Илии, - не зная, что говорил.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхне курмасӑр вилмӗҫ, тенӗ.

27. Говорю же вам истинно: есть некоторые из стоящих здесь, которые не вкусят смерти, как уже увидят Царствие Божие.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Петр каланӑ: Турӑ Христосӗ вырӑнне, тенӗ.

Отвечал Петр: за Христа Божия.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вӑл вӗсенчен тата ыйтнӑ: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тенӗ.

20. Он же спросил их: а вы за кого почитаете Меня?

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӗсем ҫапла хуравласа каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, хӑшӗсем — Илия вырӑнне; тепӗрисем тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ теҫҫӗ, тенӗ.

19. Они сказали в ответ: за Иоанна Крестителя, а иные за Илию; другие же говорят, что один из древних пророков воскрес.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: халӑх Мана кам вырӑнне хурать? тенӗ.

Он спросил их: за кого почитает Меня народ?

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: вӗсене йӗрки-йӗркипе аллӑшарӑн лартса тухӑр-ха, тенӗ.

Но Он сказал ученикам Своим: рассадите их рядами по пятидесяти.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем каланӑ: пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук; ҫак мӗнпур халӑх валли апат-ҫимӗҫ пирӗн сутӑн кайса илес-и-мӗн? тенӗ.

Они сказали: у нас нет более пяти хлебов и двух рыб; разве нам пойти купить пищи для всех сих людей?

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл вӗсене каланӑ: вӗсене эсир ҫимелли парӑр, тенӗ.

13. Но Он сказал им: вы дайте им есть.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

¦¦ Вуникӗ вӗренекенӗ Ун патне пырса каланӑ: халӑха тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсем таврари ялсене ҫӗр выртма кайччӑр та апат-ҫимӗҫ тупчӑр: эпир кунта пушӑ ҫӗрте, тенӗ.

И, приступив к Нему, двенадцать говорили Ему: отпусти народ, чтобы они пошли в окрестные селения и деревни ночевать и достали пищи; потому что мы здесь в пустом месте.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнтермӗш сӑмахсем илтетӗп, тенӗ.

Про него я удивительные слова слышу.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫинчен илтнӗ те тӗлӗнсе-аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗрисем: Ку — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн, тенӗ; 8. тепӗрисем: Илия килнӗ, тенӗ; тата тепӗрисем: авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.

7. Услышал Ирод четвертовластник о всем, что делал Иисус, и недоумевал: ибо одни говорили, что это Иоанн восстал из мертвых; 8. другие, что Илия явился, а иные, что один из древних пророков воскрес.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑҫта та пулсан сире хапӑл тумасан, эсир ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ, тенӗ.

5. А если где не примут вас, то, выходя из того города, отрясите и прах от ног ваших во свидетельство на них.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Вӑл вара пурне те кӑларса янӑ та хӗре аллинчен тытса хыттӑн: хӗрӗм, тӑр! тенӗ.

54. Он же, выслав всех вон и взяв ее за руку, возгласил: девица! встань.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус: ан йӗрӗр; вӑл вилмен, ҫывӑрать, тенӗ.

Но Он сказал: не плачьте; она не умерла, но спит.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Ҫакна илтсессӗн Иисус каланӑ ӑна: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ, тенӗ.

50. Но Иисус, услышав это, сказал ему: не бойся, только веруй, и спасена будет.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пӗри Иаир патне пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене ан чӑрмантар ӗнтӗ, тенӗ.

49. Когда Он еще говорил это, приходит некто из дома начальника синагоги и говорит ему: дочь твоя умерла; не утруждай Учителя.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

48. Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ.

48. Он сказал ей: дерзай, дщерь! вера твоя спасла тебя; иди с миром.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней