Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хапха сăмах пирĕн базăра пур.
хапха (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑр кӗлли хыҫҫӑн хапха умне тӑрантас карлаттарса килсе тӑчӗ.

После обедни подкатили те на тарантасе к воротам.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кил хуҫи, вӗсене хапха патне ҫитиччен ӑсатма тухнӑскер, юриех илтмӗш пулса, вӗсене хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ.

Хозяин, провожавший их до ворот, умышленно промолчал, как будто ничего и не слышал.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тилхепине туртрӗ те хӑйӗн тимӗр сасӑллӑ кӗввине ҫурмаранах пат татса, вӗтӗ чӗнтӗрпе эрешлесе сӑрланӑ хапха умне пырса чарӑнчӗ.

Григорий дернул вожжи, и бричка, оборвав железный рассказ на полуслове, стала у крашеных, в мелкой резьбе, ворот.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗрӗр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, хапха еннелле ҫаврӑнса.

Заезжай! — крикнул он, поворачиваясь к воротам.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка хапха патнелле качака пек тапса сикрӗ.

Дуняшка козой скакнула к воротам.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юман хапха хыҫӗнче.

— За воротами стоит.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳлти чӳречере ҫутӑ курӑнчӗ; аялта козаксем, мӗнле хӑпарас-ши тесе, шухӑшласа тӑраҫҫӗ: хапха та, алӑк та курӑнмасть; кил-хушшинче, чӑн та, кӗмелли пур, анчах мӗнле кӗрӗн-ха унта?

Верхнее окошко тихо засветилось; внизу стоят козаки и думают, как бы влезть им; ни ворот, ни дверей не видно; со двора, верно, есть ход; но как войти туда?

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кампа та пулин сывпулашасчӗ хуть, кама та пулин пуҫ таясчӗ; хапха умне шӑнкӑравлӑ урапа ҫитсе тӑнине ҫеҫ илтсе юлтӑмӑр; ларчӗ те кайрӗ.

Хоть бы простился с кем, хоть бы кивнул кому головою; только слышали мы, как подъехала к воротам тележка с звонком; сел и уехал.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑштах тӑна кӗчӗ те вӑл, малтан сак ҫине, унтан вара майӗпен хайхи хӑмасем ҫине улӑхса выртрӗ; ӑнне-пуҫне ҫухатнӑ Хивря ҫак хушӑра хапха патнелле вӑркӑнчӗ, мӗншӗн тесен шаккани унта татах та хытӑрах, чӑтма ҫук васкатнӑн илтӗнсе кайрӗ.

Опамятовавшись немного, вскочил он на лежанку и полез оттуда осторожно на доски; а Хивря побежала без памяти к воротам, потому что стук повторялся в них с большею силою и нетерпением.

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ну, Афанасий Иванович, лекрӗмӗр эпир санпа: хапха умӗнче халӑх лӑк тулли.

— Ну, Афанасий Иванович! мы попались с вами; народу стучится куча.

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Верховнӑй Главнокомандущи юлташ, — терӗ вӑл татӑклӑн та хӑюллӑн, — гвардеецсем пурте ҫав тискерсене хамӑрӑн хапха патӗнчен каялла ӗнселесе ямалли вӑхӑт ҫитнӗ, тесе шутлаҫҫӗ!

— Товарищ Верховный Главнокомандующий, — решительно и смело сказал он, — все гвардейцы думают, что настало время отвести этих зверей от наших ворот!

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лашине хапха патне тӑратса, Алексей тасатнӑ сукмакпа пӳрт умӗнчи сада кӗчӗ те чӳречерен пӑхрӗ, анчах мӗн тумаллине пӗлмерӗ: каймалла-и е юлмалла.

Оставив коня у ворот, Алексей прошел по расчищенной дорожке в палисадник и заглянул в окно — заглянул и не знал, что ему делать, уходить или оставаться.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫуртсене икӗ рете тӳп-тӳрӗ лартса тухнӑ: пӗр ҫатан та, пӗр хапха та, пӗр мӗнле пулин калитке те пулсан мала тухса тӑмасть, тӳрем рете пӑсмасть, такамӑн алли тӑрӑшсах ҫеҫенхир тӑрӑх икӗ ҫип туртса хунӑ та, вара ҫав ҫипсем тӑрӑх хуралтсене тунӑ, тата майӗпенех хутор ӳссе ларнӑ пек туйӑнать.

Дома выстроились двумя рядами и стояли как по линейке: ни плетень, ни ворота, ни там какая-нибудь калитка не выпирали вперед и не ломали строй; кажется, чья-то заботливая рука сперва протянула по степи два шнура, а тогда уже по этим шнурам воздвигались постройки и постепенно вырастал хутор.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Курӑк ӳссе ларнипе килкарти ансӑр та хӗсӗк пек туйӑнать; хапха патӗнчен ҫенӗхелле пыракан сукмак та ансӑрланнӑ, ҫавӑнпа вӑл, кӑшт анчах палӑрать.

Двор порос травой и казался узким и тесным; дорожка от ворот к сенцам тоже сузилась и была чуть заметна.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тимофей Ильич Сергее хапха умӗнче тӗл пулса врач кӗрсе эмел хӑварни ҫинчен, ирхине татах кӗрсе пӑхма пулни ҫинчен, Ниловна хӑйне лайӑхрах туйни, — вӑл чей ӗҫни ҫинчен, халӗ унӑн пӗртен-пӗр кӑмӑл — ывӑлне хӑвӑртрах курасси пулни ҫинчен шӑппӑн та хаваслӑн пӗлтерчӗ.

Тимофей Ильич встретил Сергея у ворот и тихим, но заметно повеселевшим голосом сообщил, что врач уже заходил, оставил лекарство и обещал наведаться еще утром, что Ниловне стало лучше — она пила чай, что теперь у нее одно желание — скорее повидать сына.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хурланса, шарламасӑр ларакан Ирина (сӑлтавӗ Сергей хапха патӗнче ответлени тата Ниловнӑн чирӗ пулнӑ) сӑпка патне пычӗ те Васюткӑн ыйӑхлӑ та хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫине ачашлӑн пӑхма пуҫларӗ.

Ирина, загрустившая и присмиревшая (причиной были и ответ Сергея у ворот, и болезнь Ниловны), подошла к люльке и стала смотреть на сонное, раскрасневшееся личико Васютки.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кун каҫ енне сулӑнсан, хӗвел ҫак чуллӑ хапха патне ҫитнӗ чухне, яланах хӗвелӗн кукӑр та тӗлӗнмелле хитре ҫутӑ пайӑркисем станица ҫывӑхӗнчи анлӑ тӳремлӗхпе сапаланаҫҫӗ.

Когда день клонится к вечеру, когда солнце подходит к этим каменным воротам, кривоватые и удивительно красивые солнечные лучи всегда рассеиваются в расположенной вблизи станицы обширной равнине.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Манӑн хапха ҫине те ҫыпӑҫтарса хунӑ, йӗксӗк!

Даже у меня, сволочь, на ворота приляпал!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрӗсем хӑйсен хушшине пӑртак вырӑн хӑварса, хапха патӗнчен амӑшне хирӗҫ тасатса пычӗҫ.

Дочери, встав на некотором расстоянии одна за другой, пошли навстречу матери от ворот.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан хапха умне Никита Мальцев тачанкӑпа пырса ҫитрӗ те Тимофей Ильич унпа пӗрле тырӑсене пӑхма ларса кайрӗ.

Затем ко двору подкатил на тачанке Никита Мальцев, и Тимофей Ильич уехал с ним осматривать хлеба.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней