Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара августӑн 10-мӗшӗнче, ытларикун, Эмильшӗн ашшӗне ҫав тери юратмалли кунах пулмарӗ.

Итак, вторник, 10 августа, был не из тех дней, когда Эмиль так уж горячо любил своего папу.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Манӑн хама улталасран та, ирӗксӗрлесрен те хӳтӗленмелле пулмарӗ.

Мне не нужно было ограждать себя от обмана и насилия.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн ҫак ҫӗршыври аслӑ ҫынсемпе вӗсен тусӗсен кӑмӑлне ҫавӑрас, вӗсен умӗнче йӑпӑлтатса ырӑ пулас тӗлӗшпе укҫа парса ҫынсене хам майлӑ ҫавӑрмалла пулмарӗ.

Мне не приходилось прибегать к подкупу и лести, чтобы снискать милости великих мира и их фаворитов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн хамӑн тусӑм сутӑнчӑкла хӑтланса вӑл улшӑнса каясран та, хам пӗлекен тата пӗлмен тӑшман кӳрентересрен те хӑрамалла пулмарӗ.

Мне нечего было бояться предательства или непостоянства друга и обид тайного или явного врага.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах хамӑн вӑрттӑнлӑха нумай вӑхӑт пытарса усрама май пулмарӗ.

Однако мне недолго удалось скрывать свою тайну.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах та ку шӑл пулмарӗ, шерте ҫине ҫакнӑ пӑта сирпӗнсе тухрӗ.

Но это вылетел не зуб, а гвоздь из балки.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах нимӗнле «оп» та пулмарӗ.

Но этого не случилось.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тӗрӗссипе каласан, мана ют ҫӗршыв ҫынни пулнипе хисеп туса, урайне вӗсем малтанах ҫуса тасатнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа урайӗнче тусан та пулмарӗ.

Впрочем, мне, как иностранцу, было оказано особое уважение: пол так чисто вымели, что пыли на нем осталось совсем немного.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Малтанах Готтфрид ҫакна ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ, анчах та ҫӗнӗ юлташӗ тӗрӗссине каланине ӑнлансан, анраса кайнӑ пек пулчӗ.

Сперва Готтфрид никак не мог в это поверить, но, когда в конце концов понял, что это правда, он прямо обезумел.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Малтанах амӑшӗ Эмиль чӑнласах каланине ӗненесшӗн пулмарӗ, кайран ывӑлӗ ҫав тери хаярланса ҫитнине ӑнланчӗ те мӑшӑрне вӑратма чупрӗ.

Сперва мама не поверила, что всё это всерьёз, потом, когда поняла, как он ожесточился, заплакала и побежала будить папу.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗпине улӑштарса тӑхӑнма та вӑхӑт пулмарӗ вӗт унӑн паян.

Да ещё в одной рубашке, у него даже не было времени одеться.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах ман ыйхӑ канӑҫлӑ пулмарӗ; мана шав нумаях пулмасть пулса иртнисем тата хам чӑтса ирттернӗ хӑрушлӑхсем тӗлӗкре аса килчӗҫ.

Но сон мой был беспокоен: мне все время снились недавние события и опасности.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ сигнал парса систернине хирӗҫ никам та чӗнекен пулмарӗ.

Но на все эти сигналы я не получил никакого ответа.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ана ку тӗлӗшпе мӗн кирлине пӗтӗмпех ӑнлантарса пама мана йывӑрах пулмарӗ.

В этом вопросе мне было не трудно полностью удовлетворить его любопытство.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Телее мана нимех те пулмарӗ, тумтир ҫеҫ вараланса юрӑхсӑра тухрӗ те, ӑна кӑларса пӑрахрӗҫ.

К счастью, все обошлось благополучно; только костюм был испорчен, и его пришлось выбросить.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫӑмӑллӑнах хӑпарса тӑтӑм, мӗншӗн тесен ун алли хулӑнӑшӗ пӗр футран ытла пулмарӗ.

Это было нетрудно, так как рука была толщиной не более фута.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чӑтмалла мар чӑрсӑр арҫын ачана пула Катхультри Свенсонссене шеллесе пӗтӗм ял калаҫрӗ, аллӑшар эре пухма никам та хирӗҫ пулмарӗ.

Все жители деревни до того жалели Свенсонов с хутора Катхульт из-за их озорника мальчишки, что никто из них не отказался дать по пятьдесят эре.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Амӑшӗ вара парӑнасшӑн пулмарӗ.

Но мама не сдавалась.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль вара вӗсене те хӑварасшӑн пулмарӗ.

Этим-то и решил полакомиться Эмиль.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл кун паллӑраххи нимех те пулмарӗ, анчах кунне кӑнтӑрла иртсен виҫ сехет тӗлнелле эпӗ кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле каякан парӑса асӑрхарӑм.

В этот день не случилось ничего особенного, но около трех часов пополудни следующего дня я заметил парус, двигавшийся на юго-восток.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней