Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пачах сăмах пирĕн базăра пур.
пачах (тĕпĕ: пачах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пачах урӑхла, ман тӑван ҫӗршыври чи пысӑк ҫынсем те хӑйсен ӑсӗ аталаннипе ыттисенчен каярах.

Напротив, в нашей стране самые высокие люди очень часто уступают другим по своему умственному развитию.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак ту хырҫи урлӑ пачах та каҫма ҫук, мӗншӗн тесен ту тӑррисем пурте — ӗҫлекен (сӳнмен) вулкансем.

Этот хребет совершенно непроходим, так как все его вершины — действующие вулканы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн апат пачах анми пулчӗ те, типсе хӑрса скелет пек анчах тӑрса юлтӑм.

Я совсем потерял аппетит и стал похож на скелет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ унта пурӑннӑ вӑхӑтра иксӗмӗр пӗр-пӗринчен пачах та уйрӑлмарӑмӑр.

Мы ни разу не разлучались за все время моего пребывания там.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пачах урӑхла, ман вӗсем ҫинчен тӗрӗссине каламалла: вӑл пит илемлӗ раса халӑхӗ.

Напротив, я должен отдать им справедливость: это очень красивая раса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эмиле вара ку пачах та интереслӗ мар.

Но Эмиль не был доволен.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Альфред хӑй вара пачах та макӑрмасть.

Сам Альфред не плакал.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та вӑл чӳречерен пуҫне кӑларса ҫӗрелле пӑхрӗ те унта ӳсекен ҫӳллӗ вӗлтрен тӗмӗ пачах та таптанманнине курсан хӑраса ӳкрӗ.

Но, когда он выглянул в окно и увидел внизу высокие заросли несмятой крапивы, он не на шутку испугался.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ой, эпир Эмиль ҫинчен пачах манса кайнӑ!

— Ой, да мы ведь забыли про Эмиля!

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та хӑнасене сӑйлакан ашшӗпе амӑшӗ ачи ҫинчен пачах манса кайрӗҫ курӑнать.

Но родители со своими гостями, видно, совсем позабыли про него.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кухньнӑра пачах та никам та ҫук.

На кухне вообще никого не было.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль пачах та хурланмарӗ.

Эмиль ничуть не огорчился.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Мӗскер эсир, хаклӑ ҫыннӑм, пачах урӑхла, эсир пӗр крона выляса илтӗр.

— Что вы, милейший, наоборот, вы выиграли крону.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑй яшка савӑтне кӗрсе ӳкнӗ пулин те, унта ӑна пачах та хаваслӑ мар пулин те, вӑл никама та пӑхӑнасшӑн мар.

Он и в супнице старался держаться, как всегда, независимо, хотя, поверь, ему было не так уж весело.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина калашле, ашкӑнмасӑр пурӑнма пачах та пултараймасть-ши Эмиль е вӑл ӑнсӑртран кӑна тӗрлӗ мыскарасене кӗрсе ӳкет.

То ли Эмиль и вправду не мог удержаться, чтобы не проказничать, как утверждала Лина, то ли он всегда нечаянно попадал в разные истории.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ухмах кушак вара ун ырӑ шухӑшне пачах та ӑнланмарӗ, пуснӑ пек ҫухӑрашса тарма пуҫларӗ.

А эта глупая кошка так и не поняла, что у него самые лучшие намерения, и истошно мяукала.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эсӗ мӗн, ешӗл ҫимӗҫ пачах та ҫиесшӗн мар-им?

— Ты что, решил вообще не есть зелени?

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пачах та сан пек мар, ҫапла вӗт.

Не то что ты, верно?

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл ачасемшӗн кӑна мар, ҫитӗннисемшӗн те интереслӗ пуласси пачах та иккӗлентермест.

Не вызывает сомнений, что она будет интересна не только для детей, но и для взрослых.

Лённебергӑри Эмиль мыскарисем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мана ала-урасене ҫыхса Лилипутие каялла яма пачах та май ҫук, тесе вӑл хӑйӗн тӑванне ҫырса пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна килӗшӳ ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра нумай усӑ кӑтартрӑм.

Он писал, что брат его понимает полную невозможность отправить меня в Лилипутию, связанного по рукам и ногам; к тому же я оказал ему много услуг во время мирных переговоров.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней