Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи ӗнтрӗкре татӑк-кӗсӗк сасӑсем илтӗнкелеҫҫӗ.

В сиреневой рыхлой темноте вязкие плавали голоса.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сенкеррӗн асаматланса йӑлтӑртатать ирхи ҫутӑ.

Синими переливами играл утренний свет.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи апат ҫисе хатӗрсене тиесе майлаштариччен тул та ҫутӑлчӗ.

Пока позавтракали и уложились — рассвело.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫҫӑн курӑнса выртакан кӑвак пӗлӗт пек шӑвӑнса иртрӗҫ вӗсем ирхи кӗрен-сенкер тӳпе тӑрӑх.

Четко синея на фиолетовом утреннем небе.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пан ирхи кӗлӗре тӑчӗ, хӑйӗн мӑнаккӑшӗн хӗрӗ — ҫӗр улпучӗ — патӗнче апат ҫирӗ, унтан лашасене кӳлме хушрӗ.

Пан отстоял обедню, позавтракал у своей двоюродной сестры, помещицы, велел запрягать.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Айта пирӗнпеле ирхи кӗлле, — терӗ.

Пойдем к светлой заутрене.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ирхи шӑн ҫул тӑрӑх тӑватӑ ҫухрӑм аякра выртакан Таврический участок патне ҫитрӗ те ик ҫул юппи хушшине чарӑнчӗ.

Григорий по заморозку-утреннику дотянул до тавричанского участка, лежавшего в четырех верстах от дороги, и стал на развилке.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи апат тунӑ чух сӑмах хушрӗ:

Завтракая, спросил:

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи сӑрӑ шевле витӗр Дон хӗрринелле вӑкӑрсем кӳлнӗ лавсем шӑвӑнаҫҫӗ.

В серой рассветной мари двигались к Дону бычачьи подводы.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи кӗлле кӗме чан ҫапса ячӗҫ.

Зазвонили к утрене.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Минтерӗ ҫине ҫывӑрнӑ чух тумласа аннӑ сӗлехе пӑнчи тӑрса юлчӗ: тутлӑ та ҫав хӗрарӑмӑн ирхи ыйхи.

Осталось на подушке пятнышко уроненной во сне слюны; крепок заревой бабий сон.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи сулхӑн Григорин ӑшне ҫирӗп пружина лартнӑ майлӑн чӗтретет.

Прохлада вкладывает в Григория тугую дрожащую пружину.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи хӗвел ҫур юман ҫӳллӗшне ҫити хӑпарнӑ.

Неяркое солнце стало в полдуба.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи ҫутӑ ӳкнӗ кӗл тӗслӗ пӗлӗт ҫинче ҫӑлтӑрсем кӑштах йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Редкие в пепельном рассветном небе зыбились звезды.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах ҫулҫӳрен, ытти йӗркеллӗ ҫынсем евӗр, ирхи апат тӑвас тесен, ҫиессине тепӗр вӑхӑта хӑварма пултарать.

Но если бы он захотел позавтракать, как обыкновенно завтракают порядочные люди, то сохранил бы в ненарушимости свой аппетит до другого случая.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Акӑ вӑл хӑйӗн таса пӗлӗт пек пуҫне хускатрӗ; хуллен йӑлкӑшаҫҫӗ унӑн шупкарах кӑвак куҫӗсем; ҫӳҫӗсем, ҫутӑ-сӑрӑ тӗтре пек, хулпуҫҫийӗсем ҫинелле явӑнса анаҫҫӗ; тутисем хуллен хӗрелеҫҫӗ, ирхи таса шурӑ пӗлӗт витӗр аран ҫеҫ палӑракан шуҫӑм ҫутти сӑрхӑнса тухать тейӗн куҫхаршийӗсем майӗпен тӗксӗмленеҫҫӗ…

Вот она как-то пошевелила прозрачною головою своею: тихо светятся ее бледно-голубые очи; волосы вьются и падают по плечам ее, будто светло-серый туман; губы бледно алеют, будто сквозь бело-прозрачное утреннее небо льется едва приметный алый свет зари; брови слабо темнеют…

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑрансан, хӗвел ӗнтӗ ҫӳле хӑпарнине кура, вӑл хӑраса ӳкрӗ: «Ирхи кӗлӗрен те, кӑнтӑрлахинчен те ҫывӑрса юлнӑ иккен эпӗ!»

Проснувшись, он испугался, когда увидел, что солнце уже высоко: «Я проспал заутреню и обедню!»

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ирхи кӗлӗрен те тухрӗҫ ӗнтӗ; ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн кӑнтӑрлахи те иртсе кайрӗ… ӑҫта кайса ҫухалчӗ-ха, чӑнах, вӑл тимӗрҫӗ?

Уже отошла заутреня; после заутрени отошла обедня… куда же это, в самом деле, запропастился кузнец?

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ыран вара, ирхи келле чӗнсе чан ҫапма пуҫласанах, хӳрине лӑпчӑтать те вӑл, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑйӗн шӑтӑкне кӗрсе тарать.

Завтра же, с первыми колоколами к заутрене, побежит он без оглядки, поджавши хвост, в свою берлогу.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ирхи пек мар халь, сивӗрех; анчах таврара ҫав тери шӑп, ура айӗнче юр кӑчӑртатни ҫур ҫухрӑмран илтӗнет.

Морозило сильнее, чем с утра; но зато так было тихо, что скрып мороза под сапогом слышался за полверсты.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней