Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑнасем саланса пӗтрӗҫ, хуҫа пӗччен тӑрса юлчӗ; ҫуртасем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ, кӗҫех сӗм тӗттӗмленет…Гости разъехались, хозяин остался один; одна за другой гаснут свечи, грядет мрак.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Пӗччен пурӑнма йывӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унтан вӗсем иккӗшӗ те кимӗ ӑшӗнче ҫухалчӗҫ; темиҫе минутран кимӗ ту хысакӗ патнелле куҫрӗ, кӗҫех ҫав моряках мостик ҫине пӗччен тухрӗ: хул пуҫҫинчен хутаҫ ҫакнӑ, аллинче туя.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Гелли темиҫе минутлӑх пӗччен юлчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Юнашар хӗрарӑм пурри темех мар, Нока кунта вӑл хӑй тӗп вырӑн йышӑнни ҫырлахтарать, хӗр пассажир унӑн ирӗкӗнчен тухасси пирки уйланмасть те; чӑн та, Нок киревсӗр мӗнле те пулин ӗҫ тумашкӑн хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курасса яхӑнне те ямасть, ҫапах хутшӑнусене хӑйӗн, пӗччен, йӗркелесе тӑма май килни ӑна самаях рехетлентерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫула пӗччен тухнӑ ҫирӗм-ҫирӗм иккӗсенчи ҫамрӑк хӗр те хӑйне Нок пекех тытать, анчах пӑшӑрханӑвне ыттисемпе тӑтӑшах калаҫса, кӑмӑлне уҫса пусарма тӑрӑшать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӗччен юласран хӑраса ҫурт-йӗртен аяккалла каймастпӑр; мӗн пур ӗҫе пӑрахрӑмӑр, лӑпкӑлӑх шыраса вырӑн ҫине ӳкнӗ ҫынсене канӑҫсӑр та йывӑр ыйхӑ тертлентерет; ачасем, пирӗн тӳлек пурнӑҫа аркатнӑ аслатне пула, чарӑнми йӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех — вӗсен амӑшӗсем те, — татти-сыпписӗр хӑранипе начарланса кайнӑскерсем; эпир, арҫынсем, ҫапӑҫакан вӑйсен влаҫне сирсе пӑрахас тӗллевпе тепӗр чухне пурте пӗрле утрава пӑха-пӑха, тӗпче-тӗпче ҫаврӑнатпӑр, пирӗн хамӑра ӗнентерес килет: утрав хуҫисем — пӗртен пӗр эпир кӑна; ҫакӑн хыҫҫӑн чӑннипех ҫапла иккенне ӗненсен тата сивлекрех шанчӑксӑрлӑха лекнине туятпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Варнава шухӑшӗпе — капитан сӑнавра пулнӑ май йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтне уйрӑммӑн, пӗччен ирттерме тивӗҫлӗ; ҫакна Дюкӑн укҫа пурри те пулӑшрӗ-тӗр, укҫаллӑ ҫын хӑш-пӗр хӑтлӑх ыйтма пултаратех.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ҫап-ҫутӑ пушӑ пӳлӗмре вӑл пӗччен.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗччен! — хыттӑн каласа хӑйне тӑнларӗ вӑл.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Самантрах пурте шӑпланчӗҫ, — кубрик сасартӑк пушанчӗ те унта Редж пӗччен юлчӗ тейӗн.Разом наступила глубокая тишина, как будто вдруг опустел кубрик и в нем остался один Редж.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Халь ӗнтӗ вӑл хӑйне, ирӗкре пулин те, ейӳ вӑхӑтӗнче пӗчӗкҫӗ утрав ҫинче пӗччен тӑрса юлнӑ тискер кайӑк пек туйрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тулӗк пӗр япала пирки асӑрхаттарам: пӗччен сунара ан ҫӳрӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин ӑна пасарта хӑй пӗччен марри, ӑна сӑнама пултарасси пирки систерчӗ те хӑйсем кунта мӗн ӗҫпе килни, кайран ӑҫта каясси ҫинчен питӗ хӑвӑрт каласа пачӗ, ҫав вӑхӑтрах качча икӗ сехет тыттарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пасара та, эрехпе апат-ҫимӗҫ туянма та — ниҫта та пӗччен ан яр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗччен арҫын пурнӑҫӗ… хӑвӑр пӗлетӗр… — терӗ ҫавӑнтах Сӑпание:
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утарҫӑ кунта пӗччен мар пулас, касмӑкри йытӑ ҫав-ҫавах-ха талпӑнса хулӑн сасӑпа вӗрни витӗр вӗлле пӳртӗнче арҫынсем ӗрлешни илтӗнет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халь тесен, кашкӑр ҫемйи, ахӑртнех, вӑй илнӗ ӗнтӗ, тискерленсе ҫитнӗ, пӗччен сунарҫӑпа ним мар тупӑшма пултарать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Упӑшкин вилӗмӗ куҫа-куҫӑн пынӑ кӗрешӳре килни, ҫавӑнпа Веняшӑн ӑна пӗртте айӑпламанни ҫинчен те, хӑй ӑна вунҫиччӗрех, вӑйӑра пӗрремӗш хут ташлама чӗнсе кӑларнӑ хыҫҫӑнах савса пӑрахса, унтанпа самантлӑха та юратма чарӑнманни ҫинчен те, ывӑлӗ, Хӗлимун-кӗҫӗнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурӑннӑ пулсан, вӑл вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн пӗччен юлсан, халь ӗнтӗ Крапивин ҫинчен шухӑшламан, ӑна аса илмен ҫӗр те сайра пулнӑ тата ытти, тата ытти ҫинчен те пӗтӗмпех каласа пама шут тытрӗ вӑл, майлӑ самант тупӑнтӑрччӗ ҫех, вара чуна уҫса паратӑпах тесе шанса тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑтра Машук кӳршисем пӗррехинче унӑн килӗнче ҫӗр варринчех темле арҫынсем юрла-юрла шавланине илтнӗ те, хӑранӑ пулин те, пӗччен хӗрарӑм патне камсем килнипе кӑсӑкланнӑ-кӑсӑкланнах.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.