Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑҫал сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑҫал (тĕпĕ: кӑҫал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗнтӗ кӑҫал вӑйлӑ тырпул ҫитӗнтеретӗн, чапа тухатӑн.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫал эсӗ акатӑн.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук ӗнтӗ, эп сире ҫитес ҫук, ман кӑҫал та кок-сагызпах аппаланас пулать.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Миҫе пӑт тулӑ туса илет-ши Укахви кӑҫал? — тӑрӑхларӗ вӑл.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна кӑҫал турттарса пӗтерес ҫук.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫал намӑс курмалла ан пултӑр.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ҫынсенчен чеерех пулма шутланӑ: ӗҫкунӗсем ҫине кӑҫал тырӑ те нумай тивет-ха, те нумай тивмест, ку вӑл паллӑ мар, садри панулми луччӗ шанчӑклӑрах япала, ӑна сутатӑп та хӗл каҫмалӑх тырӑ илетӗп, тенӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫал Укахви хайӗн звенинчен ниҫта пӑрӑнмасӑр ӗҫлерӗ, ӑна ытти ҫӗре турткаламарӗҫ, кӗркунне комсомолецсен пухӑвӗнче калаҫни усӑллӑ пулчӗ курӑнать.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тыр вырма тухиччен Марине кӑҫал ҫынсене ӗҫе кӑларма йывӑр пулать, хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ ачи-пӑчисене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫумпахчисемпе садсене пӑрахса хире тухас ҫук тесе хӑранӑччӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав икӗ колхоз кӑҫал вӑрман хатӗрлемелли плана та аран-аран тултарчӗҫ, ҫуракине те пит кансӗррӗн ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс кӑҫал пӗрре те вӑйӑра пулман.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана юрӗ ӗнтӗ, эпӗ ӗҫлӗп, хӗрсене шел, ҫавсем кӑҫал вӑййа тухса та кураймаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Политинформаци пӗтнӗ ҫӗре таҫтан Левентей килсе тухать, вӑл колхозниксене кӑҫал тырӑ вырас йӗрке мӗнле пуласси ҫинчен ӑнлантарать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анчах кӑҫал эпӗ ӑмӑртма пултараймастӑп.

Помоги переводом

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Миҫе ҫуна турӑр кӑҫал? — тӑрӑхлама пӑрахмарӗ Левентей.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кок-сагыза кӑҫал эпир ҫеҫ мар, Тутаркаспа Турикас колхозӗсем те акаҫҫӗ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир кӑҫал ҫеҫ акма тытӑнатпӑр-ха ӑна.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫал кок-сагыз акатпӑр, Марине.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах илсе килетӗн-и? — куҫа кӗчӗ кӑҫал ҫеҫ шкула кайма пуҫланӑ хӗрачи.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней