Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ярар, ярар, бирербес, — тесе, тутар хӗрарӑмӗ Хрестук аллинчи витрине илсе кӗрсе кайрӗ, кӗҫех унпа чӑп-тулли сӗлӗ ҫӗклесе тухрӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ вӑл Микуль патне пычӗ, унпа юнашар ларчӗ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унпа юнашарах икӗ путекне ертнӗ, ҫурла пек майракаллӑ лӑпсӑркка хура качака пырать.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарӑхса пӗтрӗм ӗнтӗ унпа.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Проектсен ярмӑрккинче унпа экспертсене Дмитрий Александров паллаштарчӗ.
Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan
Унпа килӗшӳллӗн социаллӑ сетьсенче патшалӑх, влаҫ тытӑмӗ, этемлӗх тивӗҫлӗхӗ пирки киревсӗр сӑмахсемпе ҫыракансене явап тыттарма пуҫлӗҫ.
Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle
Унпа вӑхӑта ытларах ирттермелле, интернетран уйӑрма тӑрӑшмалла.
Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla
— Эс вара унпа кӑмӑлсӑр-и?
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чипер калаҫ-ха тархасшӑн, — килӗшесшӗн пулмарӗ унпа Ятламас.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
…Тукай хӑйӗн ял-йышӗсем унпа тан ӗлкерсе пырайманнишӗн тарӑхса урхамахне килелле хӑвалать.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унпа юнашар шӑнӑр курӑкӗ ҫулҫӑ сарнӑ, талпиҫен пуҫне кӑларать.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак ку, — вӑл пӳрнине йӗпетсе унпа Ахтупайпа Ятламаса кӑкӑртан умлӑ-хыҫлӑ кӑт-кӑт! тӗкрӗ, — чун-чӗре сипӗ пултӑр.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эп унпа мӗн ватӑличчен кӑмака тунӑ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ондрей унпа килӗшсе кӑна тӗрӗс калатӑн, Кирша, кӑна тӗрӗс калатӑн тесе ҫеҫ ларчӗ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Алттыш пулман пулсан халь ут ҫинчен анаттӑм та унпа юнашар кӗрсе лараттӑм.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫапла тӑвӑп, ҫапла тӑвӑп, — унпа йӑлтах килӗшрӗ Алттыш.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унпа юнашар хӑмӑшлӑх хыҫӗнче нухай патшин арӑмӗ Кӗркке ларнӑ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку, ӗревӗҫ этем, тен, унпа танлаштарсан питех айӑплах та мар пуль.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тытса парӑр та, эп унпа хам калаҫатӑп тесе шӑл йӗрчӗ.
7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тата тепре ҫӑл мана йывӑр вӑхӑтра, — ӳкӗтлерӗ кӑмака ӑстине турхан, унпа халь вӑрҫса та харкашса ӗҫ тума ҫуккине пӗлсе тӑраканскер.