Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пурнӑҫне пӗлсе пӗтерме те ҫитӗнсех ҫитеймен вунпилӗк ҫулсенчи ача чухнех вӑл таҫта кайса ҫухалнӑ, вара пилӗк ҫула яхӑн хӑй ҫинчен ашшӗ-амӑшне те, аппӑшне те нимӗн пӗлтермесӗр ҫухалса пурӑннӑ, унтан, кӗтмен-туман ҫӗртен, ӑна кӗпернерен этап йӗркипе илсе килсе янӑ, ун чухне вӑл ҫурри чирлӗ пулнӑ, тӗксӗм те типшӗм пичӗ ҫинче сылтӑм куҫӗ пулман унӑн, шӑлӗсене ҫапса катса пӗтернӗ, ҫурӑмӗ хыҫӗнче кутамкка, кутамккинче сӑран хуплашкаллӑ икӗ хулӑн кӗнеке пулнӑ, пӗри — «Япаласем шухӑшласа кӑларакансем ҫинчен», тепри тата — «Пӗтӗм тӗнчери кӗске Мӑшкӑллӑх е пӗчӗк Феатрон» ятлӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ун пек чухне хуҫа пурлӑхне туссенчен те, тӑван пиччӳнтен те пулин кӑкӑрпах хӳтӗлеме тӳрӗ килет: ҫакӑн йышши ӗҫре Андрей хӑйӗн пурнӑҫне пӗтернӗ те ӗнтӗ — унӑн пӗверне ҫапса шӑтарнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Часовнине ӗнтӗ, хӑйӗн ҫӳллӗшӗнчен виҫҫӗмӗш пайӗ таранах темелле, ҫӳп-ҫаппа хӑйӑр купи хӳсе лартнӑ, унӑн кирпӗчисене тӳпелешӳсем вӑхӑтӗнче тата кӑмакасем юсама ҫӗмӗрсе катса илсе пӗтернӗ, тахҫанах ылтӑнпа виттернӗ тимӗр хӗресне те пулин кукӑртса хунӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хумлӑ-хумлӑ тӳремлӗхе, пӗтӗмпех чӑпӑрккапа хӗнесе тӑкнӑ пек, сӑрӑ тӗслӗ ҫул-йӗрсем касса йӗрлесе пӗтернӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хальхи «уйрӑм ӗҫсем тӑвакан» чиновниксен, корреспондентсен, «чернилтан тухакан» генералсен тата тӗрлӗ илемлӗ ятсем парса пӗтернӗ ытти жандармсен ӑруне воспитани парса ӳстерме, Петербургри правительство халӗ вӗсене ҫав тери ӑста ӳстернӗ пек ӳстерме нумай ӗҫлемелле, вӑй хумалла, нумай вӑхӑт пӗтермелле пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Юлашкинчен; хӑйӗн Яуза хӗрринчи ҫуртне таврӑнсан, вӑл Марья Валериановнӑпа пур ҫыхӑнусене те пӗтернӗ, хӑй ҫыннисене ӑна киле кӗртме те, ун патне ҫӳреме те чарнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ начальство, ӗҫе тӑван ашшӗ пек хутшӑнса, ҫав ҫитменлӗхсене пӗтернӗ.Благодетельное начальство исправило эти недостатки отеческим вмешательством своим.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Стряпчин хӗрӗ пулнӑ — питӗ йӑваш ашшӗ хӑратса пӗтернӗ, пӗччен пурӑннипе тискер кайӑк пек пулса кайнӑ, анчах сӑн-питрен питех те илемлӗскер.У стряпчего была дочь, скромная, запуганная отцом, дикая от одиночества и очень недурная собою.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Кӗретӗп ӗнтӗ эпӗ, князь пудермантельпе ларать, эрешлесе пӗтернӗ француз сӑхманне тӑхӑннӑ пӗр парикмахер унӑн парикне турать, тепӗр парикмахерӗ кӗмӗл чашӑк ҫинче помада, пудра тата пуҫ турисем тытса тӑрать.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫӗмӗрсе пӗтернӗ чӳречесен кӗленчисем чанкӑртата-чанкӑртата сирпӗнеҫҫӗ.
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хӗнесе пӗтернӗ тата юнланса вараланнӑ рыцарь Россинанта ҫухатса тусан ҫинче выртнӑ, вӑл хӑйӗн хӗҫпӑшалне йӑтса ҫӳрекен шанчӑклӑ тарҫипе калаҫнӑ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ача картиш кӗтессинче выртнӑ, хӗнесе пӗтернӗ пирки вӑл пӗтӗмпех кӑвакарса кайнӑ, Сервантес ҫине ҫапса амантнӑ куҫӗсемпе пӑхнӑ.Мальчик лежал в углу двора, весь синий от побоев, и смотрел на Сервантеса подбитым глазом.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл хӑйӗн «Филена» ятлӑ сӑввине походсенче ҫуррине ытла ҫухатса пӗтернӗ те халӗ юлашкине тупса пухнӑ.Он собрал всё, что осталось из листков его «Филены», на три четверти утерянных в походах.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Мигель Соза шухӑшне итлесе пӗтернӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ӗнтӗ хӗвел те аннӑ, мечетсенче, ковёрсем сарса хурса, вӑрӑм сухаллӑ арабсем могреб — каҫхи кӗлӗ туса пӗтернӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Манӑн ӗҫлес пулать ӗнтӗ, — тесе пӗтернӗ старик.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Пире килӗшӳллӗ вырӑн ҫеҫ кирлӗ, — тесе каласа пӗтернӗ Сервантес, — вӑл пур: санӑн садӑнта.— Нам нужно только подходящее место, — договорил Сервантес, — и оно есть: у тебя в саду.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пурне те сутса пӗтернӗ хыҫҫӑн Родриго Сервантеспа арӑмӗ халӗ ӗнтӗ ют пӳртӗн пӑлтӑрӗ умне ларнӑ, чылайччен ҫирӗпленсе тӳснӗ донья Леонора пуҫне чиксе хыттӑн йӗрсе янӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Пирӗн вилнӗ ырӑ король, никам ҫӗнтереймен V Карл, ҫак корсарсен йӑвине тахҫанах пӗтернӗ пулӗччӗ, тенӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Туроксем атакӑна вӑйлӑн кӗрсе кайнӑ, вӗсене мӗн чухлӗ вӗлерсе пӗтернӗ е тинӗсе ывӑтнӑ, вӗсем ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗрен килсе тӑнӑ, калӑн тинӗс вӗсене каялла ывӑтса кӑларнӑ, тейӗн.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.