Поиск
Шырав ĕçĕ:
Питтукасси ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫ федерацин «Таса ҫӗршыв» проектне кӗнӗ.Рекультивация Пихтулинской свалки включена в федеральный проект «Чистая страна».
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Республикӑн пур пек пӗтӗм пуянлӑхӗ – хӑйӑр, гипс, трепел, вӑрман тата ҫут ҫанталӑкӑн ытти ресурсӗ – лайӑх пахалӑхлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан строительство материалӗсем туса кӑларма каять.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Пирӗн тӗп тӗллев – экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан Раҫҫейре те, чикӗ леш енче те лайӑх сутӑнакан апат-ҫимӗҫ таварӗсене «Раҫҫейре туса кӑларнӑ», «Чӑваш Ен туса кӑларнӑ» брендсемпе туса кӑларасси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Хаклӑскерӗм, аллӑрсене таса тытӑр.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӑши йӑтса чупакан кушакран та йӑрӑрах Стомадор хӑйӗн пӳлӗмне ыткӑнчӗ, кӗҫех самаях таса простынь йӑтса тухрӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Стомадорӑн таса кӑмӑлӗ халӗ Консуэлӑна пӗтӗмпех, туллин ӑнланмалла, ҫавӑнпа та хӑйне евӗрлӗ, хӑрушӑ ӗҫ-пуҫа пула самаях аптӑраса вӑл ҫапах та хунар вӑйсӑррӑн ҫутатакан ансӑр шахтӑна хӑюллӑн тинкерчӗ те сӑмах хушрӗ:
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Куратӑн-и, Стомадор тете, эпӗ — тӳрӗ, таса хӗр.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӑвӑнсан, таса тум тӑхӑнсан вӗсем кӑштах чӗрӗлчӗҫ; ҫавӑнтах иритонсенчен пӗрне выляма кайрӗҫ, иккӗшӗ те, паллах, мӗн пур укҫине пӗтерчӗҫ те унтах ҫывӑрма выртрӗҫ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Мӗнлерех курас килни ялан тенӗ пекех урӑхларах пурнӑҫланса пырать, — ҫавӑнпа та Давенантӑн сивлек-тӗксӗм инкекӗ, унӑн кӑмӑлӗ таса марлӑха хирӗҫлес туртӑмлӑ пулнӑран, Стомадоршӑн ахаль пӑтӑрмах евӗр кӑна туйӑнать, чул хушӑкӗ вара, унӑн сӗмленӗвӗнче, — вӑл тахҫантанпах кӗтекен кавар ванчӑкӗ пек…
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ывӑлӗ сирӗнтен хӑрать, унӑн ашшӗ вара, таса ӑратлӑ Август Ван-Конет, сире валли решетке хыҫӗнче нумай вӑхӑтлӑх пурнӑҫ хӑтлама пултарать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хуарецсен ҫемйи хула ҫумӗнчи керменӗнче кӑна пурӑнма кӑмӑллать, анчах мӑшӑрлануччен пӗр эрне юлсан Консуэлӑпа амӑшӗ хулари ҫуртне куҫрӗҫ; вӑл Таса Маврикий чиркӗвӗпе сквертан инҫех мар, ансӑр Карантин урамӗнчен иртсен сӑрт ҫинче ларать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эсир хӗрарӑмсемпе тата хаҫатҫӑсемпе ҫыхӑннӑ таса мар пӑтӑрмахсене лекнӗ нумай-нумай тӗслӗхре пулӑшни пирки те шарламастӑп.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Тивӗҫлӗ те таса пепкеҫӗм, эсир чан сассиллӗ тата апельсин ҫеҫкиллӗ вӑййа кӗмен-и-ха?— Достойное и невинное дитя, вы еще не вошли в игру с колокольным звоном и апельсиновым цветом?
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сарӑ ҫӳҫлӗ ҫӳллӗ Лаура Мульдвей ачанни пек пичӗпе, таса, суясӑр кӑвак куҫӗсемпе, ҫӳхе ҫинҫе кӗлеткин пиҫӗлӗхӗпе ҫил ҫинче вӑркӑшакан хӑйӑва аса илтерет.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шывӗ таса, анчах ӑшӑ, шапа пӑтти шӑрши кӗрет.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кӗлле ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ: Гришка йӑнӑшпа чан ҫапрӑм, тесе чӑнласах суять, вӑл ӑна юри ашкӑнса хӑтланнӑ, ӳкӗнме хушни уншӑн питех сахал, ӑна ыттисем апла ан хӑтланччӑр тесе, тӗрмене лартмаллаччӗ, мӗншӗн тесен ҫынна пытарма илсе кайнине тур амӑшпе пынинчен уйӑрайман пулсан, татах пырӗччӗ, анчах турӑшӑн ҫавнашкал ирсӗр ҫӗлен-калтана таса турӑш вырӑнне хурса аташни — вӑл ӗнте вилӗм ҫылӑхӗ пулать, тетчӗҫ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вара нумӑйӑшӗн, пысӑк ҫын ҫылӑхлӑ ҫултан пӑрӑнса таса пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫине пырса тухнине кура, куҫӗсем шывланнӑ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӑшман хура куҫӗсемпе пӑхать, Таса ҫынна вӑл хур тума шутлать.
«Пур хӗлӗн лӑпкӑ кун е ҫил-тӑман…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 27 с.
Франк чӗмсӗррӗн ларнӑ кӗске вӑхӑтра Тиррей пӳлӗм кӗтесӗнчи пукан ҫине вырнаҫрӗ те ашшӗне тимлӗн сӑнаса хакларӗ: ывӑлӗ ҫине ҫапкаланчӑк шӑтарасла пӑхать, таса мар мӑйӑхӗ хушшинче — пӑсӑк кулӑ, ҫавна май унӑн сӑн-питне темӗн тӗрлӗ те ӑнланма пулать: ҫак самантра унра — те хӗпӗртев, те аптӑрав, те намӑссӑрлӑх, те йӗрӗнӳ…
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эп — Джонни Смит! — Таса чунпа ӗҫлетӗп.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.