Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алӑк патнерех сак ҫинче хура ҫӳҫлӗ, шурӑ кӗпеллӗ каччӑ ларать, хӑй умне виҫӗ кӗтесле йывӑҫ япала тытнӑ, ун ҫинче пӳрнисене ҫӑмӑллӑн вылятса илемлӗ сасӑ кӑларать.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ромӑн кӑтартӑвӗсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене кӑна мар, судьясене те тӗлӗнтернӗ - каччӑ автомата 16,66 ҫеккунтра салатса пуҫтарса рекорда ҫӗнетнӗ, винтовкӑран персе 30 очкоран 26-шне пухма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.
Ҫапла, ҫавӑ тупса панӑ Уккана каччӑ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пиччӗшӗсем ҫине тӑрсах Укка валли каччӑ шырани ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӳртӗнчи сывлӑша варкӑштарса, — тепӗр чух хӑйенчен хӑй йӗрӗнсе, — ӗҫсӗр ларакан каччӑ умӗнче кумса ҫӳренӗ мӗскӗн хӗр.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӑсӑк каччӑ пулса тӑнӑ йӗкӗте Укка унчченхиллех «асӑрхамасӑр» пурӑннӑ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эпӗ те каччӑ шыратӑп, — тӗрӗссипе каларӗ Савтепи.— Я тоже жениха себе ищу, — на полном серьезе сказала Савдеби.
Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Каччӑ чӗринче те пур вӑл.И оно, это слово, не где-то за семью морями, а вот здесь, рядом, в его сердце.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӑнланать пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм: хӗрача_мӗн чул мӑн кӑмӑллӑрах, ҫавӑн чул ытларах каччӑ чунне вут хыптарать…
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тен, пуян каччӑ тупнӑ эс?
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Янтул ни каччӑ мар ав, ни пуян мар.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ан пӑркалан, Ухтиван, — терӗ хӗр хыттӑн каччӑ ҫинчен ҫав-ҫавах куҫне илеймесӗр.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ахӑртнех, ку хӗрпе каччӑ пӗрне-пӗри халиччен те курнӑ пулас.По-видимому, парень и девушка ранее уже виделись друг с другом.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тоня хӑй каччӑ ҫине шаннӑ пулас.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӳлӗм варрине ҫӳлелле ӳссе кайнӑ пуҫлӑ шӗвӗр каччӑ тухса тӑчӗ.На середину комнатенки вышел длинный, худой юноша с заостренной, вытянутой кверху головой.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӗр кулать: «Эппин, ыр каччӑ. Пӗр кӑтарт ӑсталӑхна. Йӗкете кувалда пачӗ, — Ҫапса пар-ха ак ҫакна».
Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.
— Хам шаккам-и, — терӗ каччӑ, Хыврӗ вӑрӑм шинельне.
Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.
Каччӑ Шурут-Нурӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шурут вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ.
Александр Кошкин ячӗпе палӑк уҫнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d0%b0%d0%b ... 3c%d0%bda/
Хӗрпе каччӑ халь алла-аллӑн тытӑннӑ, ятлаҫма мар, пӑшӑлтатса вӑтанса калаҫаҫҫӗ.Идут парень с девушкой рука об руку, и уже не переругиваются, слово сказать стесняются.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кайран килнӗ виҫӗ каччӑ, вӗсенчен пӗри — Ванюк, кунтах лараҫҫӗ-ха.Остались только припозднившиеся три парня и среди них — Ванюк.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.