Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран калӑп.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан, никам та ҫуккине кура, ҫав тери хыттӑн вӑрҫса тӑкрӗ, (ай, усал иккен Марине те пӗр вӑрҫма тытӑнсан), калас пеккине каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр-икӗ сехет ӑна нимӗн те чӗнмерӗ, кайран вара ӑна сӑмахпа кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртех тӗрте-тӗрте илчӗ, кашни утӑмрах тӑрӑхлама пӑхрӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп ӑна ӗнентӗм пулать ӗнтӗ, кайран ҫынсем тӗрӗслесе пӑхасси пирки шутлама пӗлмерӗм».

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен ялӗсем пӗве чавма хутшӑнаҫҫӗ пулать-те ӗнтӗ, кайран вара станцине виҫӗ ялпа пӗрле турӑмӑр, теҫҫӗ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пиҫене ӑна ҫиелтен ҫеҫ татмалла мар, тымарӗпе туртса кӑлармалла, унсӑрӑн вӑл кайран тымарӗнчен тепӗр хут шӑтса тухать, тесе ӑнлантарать.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗлӗк унта тислӗк тӑкнӑ пулнӑ, кайран кӳлӗ пӗтӗмпех ҫӗрпе питӗрӗнсе ларнӑ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Шухӑшласа пӑхать те кайран килӗшет, — терӗ Ятман хӑй тӗллӗн.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун пек ан шутла, юратакан ҫынпа яланах ҫапла пулать: малтан эсӗ ӑна хӑвӑнтан чаплӑ ҫын тесе шутлатӑн, кайран, хӑнӑхатӑн та, хӑвӑнпа пӗр танах туятӑн.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан ун куҫӗсем ним ҫинче те чарӑнса тӑмарӗҫ, ыраш пуссин илемӗпе ҫеҫ киленсе пычӗҫ, кайран вӑл ҫывӑхрах ҫӗмелсем йышлӑн ӳссе ларнине асӑрхарӗ, юлашкинчен ун куҫӗсем ура айӗнчи сап-сар хӑмӑл ҫине ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хаяртарах сӑмахсене кайран вӑрҫма хӑварӑр, ку халӗ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Кашни кун макӑраттӑм, вилнех пулӗ тесе шутланӑччӗ. Ачасем малтан ялан ҫыру кӗтетчӗҫ, пушта килессе кӑна сыхлатчӗҫ, кайран вӗсем те шанми пулчӗҫ. Виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен Кӗтӳҫ Куҫми ҫыру тыттарчӗ. Вуласа пачӗ те, савӑннипе макӑрса ятӑм», — терӗ вӑл.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавна пӗтермесен, кайран унпа пушшех асап пулать.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, кайран ан вӑрҫӑр…

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепри пухура аллипе кӑкӑрне ҫапса хитре сӑмах тухса калама, мухтанма е ӗҫри ҫитменлӗхсене ҫав тери хыттӑн критиклеме пултарать: «хӗрӳ патӑм-ха паян, пӗлчӗҫ ҫынсем ман вӑя, халӗ ӗнтӗ пурте ман майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ» тет вара ҫын ун пек чухне, кайран пӑхать — ӑна никам та хисеплемест иккен, хӑйӗн юлташӗсемех курмӑш пулса иртсе каяҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине мӗн каланине кайран ҫеҫ пӗлнӗ Сехре ӑна чӗререн ырласа илчӗ: тӗрӗс, Атӑлкасси каччисем вӗҫкӗн техник ҫине ҫав тери ҫиленсе ҫитнӗччӗ, вӑхӑтра куҫран ҫухалман пулсан, тен, вӑйӑран вӑкӑр тухма та пултаратчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр, ҫунат сарнӑ кайӑк унталла-кунталла пӑхкалӗ те пӑр-р ҫеҫ вӗҫсе кайӗ, хӳрине те курса юлаймӑн.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран, революци пулсан, ӑтӑлкассисем ялта колхозпа пӗрле промысла эртелӗ организациленӗ, ун урлӑ патшалӑха лайӑх корзинка туса панӑ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Революциччен нумай ӗлӗкех ял ҫыннисем, улпут аллинче тӑракан хӑвана хаклӑ хак парса илсе, хӗл каҫиччен корзинка авнӑ, кайран вара ӑна Тарасов купеца ҫурма хакпа сутса янӑ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран, вӑрҫӑ пӗтсен, аса илӗпӗр.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран юсарӑмӑр.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней