Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав сакӑрвунӑ ҫынран вуннӑшӗ Исмаила тархасланӑ: пире ан вӗлер, хирте пирӗн тулӑпа урпа, ҫупа пыл пытарнӑ кӗлетсем пур, тенӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Седекия патша вара Иеремийӑна вӑрттӑн тупа тунӑ: пире пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана вӗлермӗп, сана чунна шыракансенӗн аллине те памӑп, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. тата: «Вавилон патши пире хирӗҫ, ҫак ҫӗре хирӗҫ каймасть» тесе пророкла каласа ҫӳренӗ пророкӑрсем ӑҫта сирӗн?
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем ӑна: лар та пире те вуласа пар, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах вӗсем ҫапла каларӗҫ: эпир эрех ӗҫместпӗр; Рехав ывӑлӗ Ионадав, пирӗн аттемӗр, пире: «эсир хӑвӑр та, сирӗн ачӑрсем те ӗмӗрне те эрех ан ӗҫӗр; 7. ҫурт та ан лартӑр, вӑрлӑх та ан акӑр, иҫӗм пахчисем те ан ӗрчетӗр, вӗсем ан пулччӑр сирӗн, ӗмӗрӗр тӑршшӗпех чатӑрта пурӑнӑр, ҫапла сирӗн хӑвӑр куҫса ҫӳрекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр» тесе хушса хӑварнӑ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунсенче Иуда ҫӑлӑнса юлӗ, Иерусалим шанчӑклӑ пурӑнӗ, Ӑна вара: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» тесе ят парӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсир: «Ҫӳлхуҫа пире Вавилонра та пророксем пачӗ» тетӗр.15. Вы говорите: «Господь воздвиг нам пророков и в Вавилоне».
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун вӑхӑтӗнче Иуда ҫӑлӑнӗ, Израиль шанчӑклӑ пурӑнӗ; акӑ Ӑна чӗнмелли ят: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» 7. Ӗнтӗ «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тесе калама чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Айлӑмра пурӑнакан хӗр, тӳремлӗхӗн чул хысакӗ, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Ҫӳлхуҫа, сире — «пире хирӗҫ кам кайӗ, пирӗн ҫуртсене кам кӗрӗ?» текенсене — хирӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Седекия патша Молхий ывӑлне Пасхора тата Маасея священникӑн ывӑлне Софонийӑна Иеремия патне ярса, ӑна: «Ҫӳлхуҫана пирӗншӗн тархасла-ха, Вавилон патши Навуходоносор пире хирӗҫ ҫапӑҫать; тен, Ҫӳлхуҫа пӗр-пӗр кӗтретне туса кӑтартӗ те, Навуходоносор пирӗн патӑртан хӑпса кайӗ» тесе калама хушнӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавах Хӑвӑн ятушӑн ан пӑрахсамччӗ пире; Хӑвӑн мухтавун аслӑ пуканне мӑшкӑла ан хӑварсамччӗ; пирӗнпе хывнӑ халална асна илсемччӗ, ан пӑрахӑҫласамччӗ ӑна.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн пире сывалайми хӗне ӳкертӗн?
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн-ха Эсӗ аптӑраса ӳкнӗ ҫын пек, ҫӑлма пултарайман ҫар ҫынни пек? Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пирӗн хушшӑмӑрта-ҫке, эпир Санӑн ятупа хисепленетпӗр; ан пӑрахсамччӗ пире.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сион енчен ҫапла каласа йӗни илтӗнет: «ах, пире епле ҫаратрӗҫ! пире тем тӗрлӗ намӑса хӑварчӗҫ, ӗнтӗ хамӑр ҫӗре пӑрахса каятпӑр: пирӗн ҫуртсене аркатрӗҫ».
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Мӗн туса ларатпӑр эпир? пуҫтарӑнӑр та — тӗреклӗлетнӗ хуласене каяр, ҫавӑнта вилер; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ пире вилме палӑртса хунӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Вӑл пире ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерет».
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпир вӗсем ҫинчен хыпар илтрӗмӗр те — аллӑмӑр усӑнчӗ, пире хурлӑх ҫитрӗ, ача ҫуратакан арӑмӑн асапӗ пек асап ҫавӑрса илчӗ.24. Мы услышали весть о них, и руки у нас опустились, скорбь объяла нас, муки, как женщину в родах.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак халӑхӑн чӗри вара чӑрсӑр та пӑлхавлӑ: вӗсем итлемерӗҫ — пӑрӑнса кайрӗҫ; 24. хӑйсен ӑшӗнче: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан хӑраса тӑрар» теме пӗлмерӗҫ, «кирлӗ вӑхӑтра пире малтанхи тата кайранхи ҫумӑр Паракантан, пирӗн валли ӗҫҫи эрнине Палӑртаканран хӑраса тӑрар» темерӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те: «Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, мӗншӗн пире ҫапла тӑвать-ха?» тесе ыйтсассӑн, эсӗ ҫапла хуравла: «эсир Ӑна пӑрахрӑр та хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче ют турӑсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ют ҫӗрте ют ҫынсемшӗн ӗҫлесе пурӑнмалла пулӗ» те.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.