Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш япали ҫав вӑхӑтра ҫывхарнӑҫем ҫывхарса килнӗ, ӳкнӗ те ӳкнӗ…

А это самое тело все падало и падало ближе…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нумай ирттертӗмӗр-и, сахал-и, канаш пекки турӑмӑр, походри тетрадь ҫине приговор ҫыртӑмӑр, ҫак вӑхӑтра тулта темӗнле сас-чӳ пулчӗ, шавлани илтӗнчӗ.

Пока мы там совещались и писали в походные тетрадки наш приговор, снаружи послышались какие-то возгласы, шум.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахасшӑнччӗ, анчах эп вӑхӑтра ярса тытса, старике: — Акӑ сирӗн пуллӑр, мучи. Ан ҫиленӗр, — терӗм.

Игорь хотел бросить рыбу на землю, но я подхватила связку и передала ее старику: — Вот, дедушка, ваша рыба. Не сердитесь.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорь ҫав вӑхӑтра йӑпӑр-япӑр шыв хӗррине ҫитсе килчӗ, аллинче — паҫӑр шыва янӑ пулӑ ҫыххи.

Игорь тем временем сбегал к берегу и принес связку рыбы, пущенной в воду.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӑп ҫак вӑхӑтра чатӑр хыҫӗнчи йывӑҫ тӗмисем шатӑртатса кайрӗҫ: такам йывӑррӑн, анчах васкавлӑн пускаласа килет.

Как вдруг кусты за палаткой затрещали, послышались неровные, частые шаги.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем пӗр-пӗрин хушшинче айӑплине шырама пуҫларӗҫ, вӑрланӑ вӑхӑтра дежурствӑра кам пулма пултарнине чухлама тӑрӑшрӗҫ.

Мальчики стали сперва искать виновника, определять, кто дежурил в момент пропажи.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

1935-1937 ҫулхи экспедицире Челюскин сӑмсахӗнче хӗл каҫнӑ чух, Таймыр ҫур утравне ӳкернӗ вӑхӑтра унти юханшывсене тӑван кӗтесри ҫырмасен ятне панӑ Константин Петрович.

Помоги переводом

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Малтанхи вӑхӑтра унӑн еккине тупма питӗ кансӗрччӗ.

Сперва с ним сладу не было.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускава вӑхӑтра таврӑнасчӗ!

Только бы успеть вернуться в Москву вовремя!

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шел мар мана симӗс клевер та, эсӗ чирленӗ вӑхӑтра ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсем те…

Не жалею ни о зеленом клевере, ни о том беспокойстве, которое ты мне доставил, когда я думал, что ты пропал…

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗтнӗ вӑхӑтра Амедӑн ҫырӑвӗ ҫитеймесен, эпӗ ҫиленекен те пултӑм.

Я начинала огорчаться, если письмо от Амеда не приходило тогда, когда я его ждала.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхи вӑхӑтра вӑл хӑйӗн аллисенчен хӑратчӗ, унтан вара вӗсене пӗрмай пӑхакан пулчӗ, хӑрама та пӑрахрӗ.

Первое время он пугался своих ручек, а потом подолгу смотрел на них и не пугался.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗн тӑваттӑм эпӗ ҫав вӑхӑтра, спиртовкӑна чӗртеттӗм пулас, кофе лартаттӑм.

Я что-то делала: кажется, разжигала спиртовку, ставила кофе.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саньӑна хӑй хушнӑ вӑхӑтра ҫиччӗмӗш сехетре вӑратрӑм, ҫӗрле В. телефонпа чӗнсеччӗ тесе пӗлтертӗм.

Я разбудила Саню в седьмом часу и сказала, что ночью звонил В.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ таврӑннӑ вӑхӑтра Саня ҫывӑратчӗ; кавир ҫине темле укҫа-тавраш ӳкрӗ, эп ӑна пуҫтартӑм та Саня ыран хӑй тумалли ӗҫсен темӗн вӑрӑмӑш списокне вулама тытӑнтӑм.

Саня спал, когда я вернулась; какие-то деньги валялись на ковре, я подобрала их и стала читать длинный список дел, которые Саня оставил на завтра.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пек пушаннӑ вӑхӑтра Ленинградпа паллашасчӗ-ха терӗм эпӗ.

И вот в эти свободные два — три дня я решила хоть немного познакомиться с Ленинградом.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Паллах, ӑнланнӑ, — терӗм эп хама ҫеҫ, кун пек кулӑшла тӗлӗрнӗ вӑхӑтра шухӑшласан та, калаҫсан та юрать, вӑл калаҫманнипе пӗрех-ҫке. — Вӑрҫӑ тени вара пулмастех!»

«Ясно, понимал, — сейчас же сказала я в той смешной дремоте, когда можно думать и говорить, и это то же самое, что не говорить, не думать. — А войны не будет!»

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле эп тӗлӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра вӑл мана тӗлӗкри пек курӑнчӗ те, ҫавӑнтах ҫухалчӗ, кайран эпӗ тахҫанччен ҫавӑн ятне пӗлеймесӗр тӑтӑм, Саня унпа ӑҫта паллашнине те пӗлеймерӗм.

Как сонное, ночное видение, он мелькнул и исчез и долгое время я даже не знала, как его зовут и где Саня познакомился с ним.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кунхине Розалия Наумовнӑна мӗн-мӗн тумаллине, пӗчӗккине хӑш вӑхӑтра ҫитермеллине, хӑҫан сӗт илме каймаллине пӗтӗмпех каласа, ҫырса хӑварнӑ хыҫҫӑн эпӗ Саня патне «Асторие» кайрӑм, унтах каҫ выртрӑм, тепӗр куна та юлтӑм, мӗншӗн тесен вӑл чӑнах та мансӑр, хӑй пӗччен ҫеҫ, туса пӗтерейместчӗ, номертен урӑх ҫӗре пӑрӑнма та ҫук — кашни пилӗк минутран телефонпа шӑнкӑртаттарсах тӑраҫҫӗ.

На другой день, оставив Розалии Наумовне тысячу наставлений, расписав по часам, когда нужно кормить маленького, когда идти за молоком и так далее, я поехала к Сане в «Асторию» и осталась на ночь и на другой день, потому что он действительно не мог справиться без меня и нельзя было даже отлучиться из номера — каждые пять минут звонили по телефону.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Пушахчӗ сӑрламан шурӑ сӗтел, ҫав пӗчӗк кистьсем, авалхи майлӑ пулакан медальон-миниатюра — туса пӗтерменскер, Саша ӑна тӑвасшӑн юлашки вӑхӑтра ӗҫленӗ иккен, — тинех никама та кирлӗ марччӗ ӗнтӗ.

…Пуст был белый некрашеный стол, и не нужны никому маленькие кисти и неоконченный медальон-миниатюра в старинном духе, над которым Саша работала в последнее время.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней