Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк хырӑмлӑ кӗсрен кӑмӑлне Буланый килӗшрӗ пулмалла, вӑл вара, хӑлхисене шанчӑклӑн сиктеркелесе, Буланӑя хӑйӗн ҫилхи ҫине пуҫне хума ирӗк пачӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Манӑн пур ӗҫе те хутшӑнатӑн, пур ҫӗрте те мана ура хума хӑтланатӑн.Ты вмешиваешься во все мои дела, и везде пытаешься подставлять ножку.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, комбинезон тӑхӑннӑскер, шурӑ «кӑмпа» айӗнче, шлепке айӗнчи пек, ларать; пӗчӗк пуҫне тутӑр ҫыхман пулсан тата унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинех усӑнса аннӑ вӑрӑм ҫӳҫӗ пулмасан, ӑна ҫамрӑк каччӑ вырӑнне хума пулатчӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Николай Петрович, — Татьяна ура ҫине тӑчӗ, сӗтел ҫине пӗшкӗнсе протоколсене хӑвӑрттӑн папка ӑшне пухса хума пуҫларӗ, — эпӗ ӗҫрен хӑрамастӑп, пирӗн ҫынсемпе мана ҫӑмӑл, анчах мӗнле-ха…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем вӑрман тӑрӑх шавлӑн чупкаласа ҫӳренӗ, вут хума йывӑҫсем каснӑ, туратсем вакланӑ, палаткӑсем кара-кара тухнӑ; пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ вырӑнта ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ — ҫавна тунӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Травкин, нимӗҫсен траншеисемпе йӗплӗ пралук картисем ҫине тинкерсе пӑхса, ҫӗр пичӗ ҫинчи пысӑк мар лупашка-тӗмескесене, нимӗҫ пулемёчӗсем ӑҫталла пенине тата нимӗҫсем сайра-хутран ҫыхӑну ҫулӗсем тӑрӑх ӑҫталла иртсе ҫӳренисене хӑй пуҫӗнче ҫырса ҫирӗплетсе хума тӑрӑшнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл килмессинчен, хӑйне хӑй тем туса хума пултарассинчен те шикленетӗн.
XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫакӑ вӑл хӑҫан та хӑҫан хӗрарӑм хӑйӗн хӗрлӗхне ҫухатманнине чи тӗрӗс те таса япала тесе шутлама пуҫлать, хӑҫан та хӑҫан ҫыннӑн чапне, пуянлӑхне т. ыт. те намӑс, мӑшкӑл вырӑнне хума вӗренет — ҫавӑн чухне тин улшӑнать.
XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ҫапах- та, — терӗм эпӗ, — ҫакна кашнийӗшех саккун вырӑнне хума пуҫласан, этем йӑхӗ пӗтнӗ пулӗччӗ.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫын мӗн чул ытларах наукӑсем пӗлет, ҫавӑн чухлӗ хӑйне пысӑка хума тытӑнать.Чем больше наук знает человек, тем больше он мечтает о себе.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Эпир кивӗ пурнӑҫ туса хума паратпӑр-и вара?
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗрарӑмсем вара Анфиса Марковна хӑйшӗн кӑна мар, вӗсемшӗн пуриншӗн те пӗтӗм чӗререн шикленнине пула, хӑйӗн ӗлӗкхи йӑлине кӗнӗ тирпейлӗхне ҫухатса, ӑна каялла тавӑрма пултараймасӑр мӗнле те пулин вырӑнсӑр ӗҫ туса хума та хатӗр тесе шутларӗҫ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Астуман та, тата акӑ мӗн: манӑн ҫырмалли кӗнекене тата ҫак папкӑна хума ан ман, — вӑл сӗтел ҫинчен тачка папкӑна чемодана хучӗ.Да, вот еще что: не забыть бы вот это, — он взял со стола папку и положил в чемодан.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл кӗнекесем суйласа илсе, вӗсене пӗр ҫӗре ҫыхрӗ, вара Виктора кӗнекесене магазин умӗнче тӑракан икӗ кустӑрмаллӑ урапа кӳлнӗ лав ҫине илсе тухса хума ыйтрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лавҫӑсем михӗсене йӑта-йӑта кӗрсе, тараса ҫине хӗреслетсе хума пуҫларӗҫ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ак халӗ ӗнтӗ, ҫап-ҫутӑ садра, кӗреке хушшине лартса тулли стакан эрех тыттарсан, хӑй ҫине ашшӗпе амӑшӗ савӑнса пӑхса ларнӑ чух, хӑй пӗлекен Усть-Невинецсен куҫӗсенче хӑйне хисеплени сисӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк Кондратьев сӑмахӗсем аса килчӗҫ: «Кунта, Сережа, пурне те пӗр купана хума ҫук; йӑнӑшма пулать…»
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кунта, Сережа, пурне те пӗр купана хума юрамасть: йӑнӑшма пулать…Здесь, Сережа, не следует все сваливать в одну кучу: ошибиться можно…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унти коммунистсемпе тӗплӗн паллаш, партбюро секретарӗ туса хума юрӑхлӑ коммунист тупаймӑн-и.И присмотрись к местным коммунистам, нет ли подходящей кандидатуры на секретаря партбюро.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑй ҫавӑнтах: «Сире вара, хӗрӗмҫӗм, ӗмӗрлӗхех те ҫырса хума юрать», — тесе хушса хурать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем хывӑнса, кӗпи-йӗмӗсене йытҫырли тӗми айне хума ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ҫав вӑхӑтра инҫетре, икӗ ҫыран хушшине ӳкнӗ хӗвел пайӑрки йӑлтӑрккийӗ леш енче темле шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫӑм шӗлепке евӗр хура япала курӑнса кайрӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.