Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урайне (тĕпĕ: урай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей пӗчӗк сӗтел умне пырса тӑчӗ те шухӑша кайрӗ: мӗншӗн сӗтел ҫине те, урайне те, чӳрече сакки ҫине те курӑк сарса тухнӑ-ха?

Сергей подошел к маленькому столу и задумался: зачем же на стол, на пол, на оконные проемы разложили траву?

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

 — Ӗне витинче чӳрече пулмалла, урайне хӑма сармалла, ӗне тислӗкӗ пӗр ҫӗрте пулмалла, ӗнисене алюминирен тунӑ савӑтран шӑвармалла, — ку пӗрре…

— Чи там скотные базы с окнами и на деревянных полах, чтобы коровы могли оправляться в такой чистый ярочек и пить воду из алюминиевой чашки, — это раз…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӳреннипе урайне сурать те генерал, мучие киле кайма хушать.

Сплюнул генерал от досады, отпустил старика Кобылина.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Урайне чӗркуҫленет те, улпут аллине ярса илсе, чуптӑвать.

Рухнул на пол, ловит барскую руку, целует.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ун ҫине Григорий сапаланчӑк куҫӗпе пӑхрӗ те, вӑл, касса янӑ пек, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ…

Мучительно улыбаясь, падала, срезанная беглым растерянным взглядом Григория…

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Стаканран кӑларма тытӑннӑ та урайне ӳкернӗ, — шеллесе калас вырӑнне курайманлӑхпа ответлерӗ Косых.

Начал из стакана вынать и кокнул его об пол, — скорее с злорадством, чем с сожалением, ответил Косых.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ик-виҫ самант тӑхтанӑ хыҫҫӑн Аксинья шӑтӑк витӗр тата тепӗр хут пӑхрӗ те ҫакна курчӗ: Евгений, йӳле янӑ симӗс мундир тӑхӑннӑскер, урайне сарса хунӑ пысӑк карттӑ умне чӗркуҫленсе ларнӑ та темӗн тӗрмешет.

Подождав несколько минут, Аксинья заглянула вновь: Евгений в распахнутом защитном мундире стоял на коленях перед большой раскинутой на полу картой.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, урайне сарнӑ чулсенчен такӑнса, чиркӳ умне ҫитрӗ.

Наталья, спотыкаясь о неровную стилку камней, дошла до паперти.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тусанлӑ урайне сарӑрах кӗрен тӑваткал туса ҫутатать.

Розовый, с желтизной, лежал на полу пыльный квадрат.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑвӑн инкекне пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех, э… ан хевтелен, — вӗчӗрхенсе ӳкрӗ Прокофьевич, туйи вӗҫӗпеле урайне сарлака ункӑсем чӗркелесе.

Раз знаешь за собой беду — не рыпайся! — вскипел Прокофьевич, чертя по полу костылем широкие круги.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька ларчӗ, кӗткелерӗ, пирус туртса ячӗ, пӳрнипе сурчӑкласа пусса сӳнтерчӗ, пирус тӗпне урайне пӑрахса таптарӗ.

Митька сел, подождал, выкурил цигарку и, послюнявив пальцы, затушил, а окурок густо размазал по полу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, туйипеле урайне кӑптӑртаттарса, ывӑлӗ патне кӑштӑртатса ҫитнӗ.

Тот приковылял к сыну, цокая костылем по полу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗчӗ пӑлтӑра, тӑсӑлса ӳкрӗ урайне, куҫҫуль, асаплану, пуҫа капланса тулнӑ хура пархатарсӑрлӑх ӑшне путса чыхланса кайрӗ…

Вошла в сенцы, упала на пол, задохнулась в слезах, в муке, в черной пустоте, хлынувшей в голову…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич сарса янӑ тарлӑ аллипеле сӗтел тӑрӑх пӗрех сӑтӑрчӗ те черккесене урайне вӑркӑнтарчӗ.

Мирон Григорьевич повел растопыренной потной рукой по столу, сгреб на пол рюмки.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тап-таса шӑлса кайнӑ ҫӗр урайне хӗрлӗрех хӑйӑр сапнӑ, малти кӗтесри саксем ҫинче — кӑмакаран кӑларнӑ кукӑльсем.

Чисто выметенный земляной пол присыпан красноватым песком, в переднем углу на лавке вынутые из печи пироги.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тухса кай!» кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл, урипе урайне тапса.

Пошел! — вскрикнул он, топнув ногою.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Иван Федорович ҫаксене пурне те пӗлсе тӑнипе малтанах икӗ ҫыхӑ клентӗр тата колбаса хатӗрлесе хунӑ; халӗ вӑл, пӗр черкке эрех илсе — эрехрен пӗр постоялӑй двор та татӑк тӑмасть, — тӑм урайне чавса лартнӑ сӗтел хушшине ларчӗ те каҫхи апат тума тытӑнчӗ.

Иван Федорович, зная все это, заблаговременно запасся двумя вязками бубликов и колбасою и, спросивши рюмку водки, в которой не бывает недостатка ни в одном постоялом дворе, начал свой ужин, усевшись на лавке перед дубовым столом, неподвижно вкопанным в глиняный пол.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пурте урайне апат йӗри-тавра вырнаҫса ларчӗҫ: турӑ кӗтессине хирӗҫ — пан ашшӗ, сулахай енне — пан Данило, сылтӑма — пани Катеринӑпа кӑвак та сарӑ сӑхман тӑхӑннӑ маттур йӗкӗтсем вуннӑн ларчӗҫ.

Все сели на полу в кружок: против покута пан отец, по левую руку пан Данило, по правую руку пани Катерина и десять наивернейших молодцов в синих и желтых жупанах.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Светлица урайне лайӑх таптаса якатнӑ, тӑм шӑлса лартнӑ.

Во всей светлице пол гладко убитый и смазанный глиною.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ним курми пулнӑ тимӗрҫӗ хӑй те ыттисемпе пӗрлех урайне тӑсӑлса выртрӗ.

Кузнец, не видя ничего, растянулся и сам со всем усердием на полу.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней