Поиск
Шырав ĕçĕ:
Михха анисем хушшинче ун анисем ҫеҫ тӑрса юлнӑшӑн пӑртак мӑнаҫланать те вӑл.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйрал ҫырми пуҫне тухакан ана тӑрӑх Ҫтаппан, юлашки лаптӑка сӳрелесе тухса, лашине ана пуҫне кӑларса тӑратрӗ те, хӗвеланӑҫ еннелле ҫавӑрӑнса тӑрса: — Тырра ӑнӑҫлӑ акса пӗтерме пулӑшнӑшӑн тавтапуҫ сана, пӳлӗхҫӗм… Тухӑҫлӑ ӳстерсе парсам, — тесе пӑшӑлтатса сӑхсӑхрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Акӑ, вӗсем тӑрса ларчӗҫ те хӑйсем ҫине вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗрес хума пуҫларӗҫ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар юпа пек шанк! хытса тӑрса юлчӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫак сасӑпа Сахар шартах вӑранчӗ, диван ҫине тӑрса ларчӗ.
Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ирхине выльӑхсене те урама хӑех хӳтерсе кӑларчӗ, вӗсене хӑваласа яма Ольӑпа Вовӑна хушрӗ, хӑй хапха умӗнчех тӑрса юлчӗ.
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ, эпир Марипе пӗрлешсен, Санюк каллех пӗччен тӑрса юлать.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр хушӑ чарӑнса тӑрса итлерӗҫ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вырӑн ҫинчен тӑрса урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ арҫынсем ял вӗҫӗнче шарт сиккипе пыракан лашасене ҫеҫ асӑрхаса юлма ӗлкӗреҫҫӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чирлешке амӑшӗ пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шухӑша путнӑскер, малтанах вӑл Мария Федотовна килсе кӗнине сисмерӗ те, унтан курчӗ те, ҫавӑнтах пукан ҫинчен тӑрса, ӑна хирӗҫ утса пычӗ, пичӗ ӑшӑ кулӑпа ҫуталчӗ, вӗсем, пӗр-пӗрне сывлӑх сунса, алӑ тытрӗҫ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Амӑшӗ ӑна хыҫалтан пӑхса тӑрса юлчӗ.
Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ачисем тӑрса ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн пурне те сӗтел хушшине лартса ҫитерчӗ, икшер печени парса, чей ӗҫтерчӗ.
Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарье ир-ирех тӑрса ӗнине сурӗ.
Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑй патнелле чупса килекен Сергее асӑрхасан, амӑшӗ ӑна вӗҫне хӗлӗх хунӑ чӑпӑрккапа питрен туртса ҫапрӗ — лаши шарт сиккипе Паласкас урамӗпе тӑвалла вӗҫтерчӗ, ывӑлӗ, ал лаппипе питне чӑмӑртаса, картишне тӑрса юлчӗ.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗн пулнӑ? — шартах сиксе тӑрса ларчӗ хуҫа ывӑлӗ.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тепӗр хут трюмо умне тӑрса хӑйне тӗрӗслерӗ, ҫиелтен каллех духи сапрӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан трюмо умне пырса тӑчӗ, хӑй ҫине чечеклӗ кӗленчери лайӑх йышши духи пӗрӗхрӗ, ачаш та ҫепӗҫ аллисемпе кӑтра ҫӳҫне майлаштарчӗ, тӗрлӗ майлӑ пӑркаланчӗ, трюмо еннелле ҫурӑмпа тӑрса, пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Якку аттен пуҫӗ лаштах усӑнчӗ, аран-аран тӑрса, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ, пӳртрен никампа сывпуллашмасӑрах тухрӗ, ун хыҫҫӑн хуҫан хаяр йытти ҫеҫ сӑнчӑртан карӑна-карӑна вӗрсе юлчӗ.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан, тӑрса, Якку атте пӳлӗмӗ патне пырать, хӑлхине алӑк ҫине хурса, итлесе пӑхать.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.