Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрне кӑларса яратӑн — алӑк патӗнче тепри ларать.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь Астрахань патшин ывӑлӗсемпе кӑшт калаҫрӗ те алӑк умӗпе Адашев иртнине курса тепӗр пӳлӗме тухрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан керменне пырса ҫитсен тутарсем алӑк ик енпе тӑрса вырӑссене малалла иртме ҫул пачӗҫ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шалта кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнчӗ, анчах алӑк уҫӑлмарӗ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӑхӑтра вӗсен картишӗнче алӑк чӗриклетнӗ сасӑ илтӗнчӗ, хӳме леш енче вут сыппи ӳкрӗ — хӗр ача вутӑ купи хыҫне пытанчӗ пулас.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнӑ хушӑра мӑрса темиҫе хутчен те алӑк патӗнче ним чӗнмесӗр итлесе ларакан Иливан ҫине пӑха-пӑха илчӗ, халсӑр тенӗрен пӗррехинче ун патне пырса йӗкӗте хулран тытсах тӗрӗслерӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ӑна кӗтсе алӑк патӗнче тӑчӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Улан минтерӗ ҫинчен тӑчӗ те алӑк патне утса кайрӗ, тулалла тухса унта пӗр чиновника темле ӗҫ хушса хӑварчӗ, тепринчен вӑл Сююнбике пирки ыйтрӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан мечӗтӗ тавра ҫаврӑнса тухса вӗсем киле кӗмелли алӑк патнелле утрӗҫ.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан алӑк патне пырса темле чиновника чӗнсе илчӗ те ӑна Мухамедьяр поэта Пӑлхара куҫарасси ҫинчен хут ҫырса хатӗрлеме хушрӗ.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑрҫчӑрах, — терӗ хан алӑк патӗнче аскерсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Беюрган князь пӗр-пӗччен тӑрать алӑк патӗнче, Кулушпа Тереул тем пӑшӑлтатаҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑйне мӗншӗн чӗнсе кӗнине пӗлмерӗ курӑнать, алӑк патӗнчен иртмесӗр ункун пӑхкаларӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр ачаран ыйтрӗ те пулас ку камсен килӗ тесе, вара майӗпен кӗҫӗн алӑк питӗркӗчне пӑрса уҫрӗ.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кушак ҫав йӗке хӳресене курчӗ те пырса тытма мар, хӑй хӑраса ӳкнипе алӑк патнелле пӗррех ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Куна илтсен Улаҫка та сиксе тӑчӗ, алӑк енне пӑхса: «Хав! Хав!..» — вӗрчӗ.

Помоги переводом

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Эпӗ, вӗсем манран кулчӗҫ пулин те, пачах кӳренмерӗм, хам ӑшра: «Кайӑрах, мухтанакан хӑйӗн килӗнче те алӑк тупайман, теҫҫӗ», — терӗм.

Помоги переводом

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Алӑк сасси илтӗнчӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Халь, тетӗп, аха сана алӑк, тепре ӗҫме ыйтатӑн пулсан — пӑшал.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Аннене алӑк уҫса яма ыйтатӑп.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней