Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана та укҫа кирлӗ, хӗре качча пама хатӗрленетӗп, ҫитес шӑматкун ҫырӑнаҫҫӗ, туй тӑвас пулать, — терӗ чӗлӗм туртакан арҫын.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Санӑн нимӗн те ҫук, питӗ чухӑн арҫын тӗлне пултӑм эпӗ.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Сӗтсӗр ӗне пек санран нимӗн усси те ҫук, ӑҫтан ман тӗле пултӑн-ха эс ҫакӑн пек уссӑр арҫын.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Аван арҫын, лайӑх упӑшка пулас ҫак ҫын…

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Столовӑйне кӑнтӑрлахи апат ҫиме кӗрсен, сӗтел хушшинче икӗ арҫын тӗл пулчӗҫ:

Помоги переводом

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Пирӗн автобус Шупашкарти автовокзал умӗнчен тапранса кайнӑ-кайманах, ман ҫума пӗр арҫын пырса ларчӗ.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хӗрарӑмсем ҫырмана кӗпе-йӗм ҫума ансан, арҫын кӗпи-йӗмне тытса макӑрӗҫ, тени ҫитсе килет пуль ӗнтӗ?

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑрҫӑ нумая тӑсӑлсан, ялта арҫын та юлмӗ.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунсерен арҫын йышӗ катӑлсах пырать.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алӑк кӑштах уҫӑлчӗ те, арҫын сасси илтӗнчӗ:

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Салам, Макар Ильич! — илтӗнчӗ лӑпкӑ арҫын сасси.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Миҫе ҫула ҫитрӗ ӗнтӗ Поля?» — тесе ыйтасшӑнччӗ Каюров, анчах Пульхерия Феофилактовна хӑйӗн ҫул шутне чакарсах пырать тенине аса илчӗ те шарламарӗ тата йӗркеллӗ арҫын «ҫамрӑкланакан» хӗрарӑмран нихҫан та вӑл миҫерине ыйтмасть.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтанлӑха вӑл хӑйӗн арҫын тивӗҫлӗхне сыхласа хӑварасшӑн пулчӗ; ӑна пӗчӗк ӳпкев те, кӑшт тӗртсе калани те калама ҫук хытӑ кӳрентеретчӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Евсей Антоныч Антонов — аллӑран иртнӗ арҫын.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Малтанах пӑхсан, Пӑрчканӗ ун ҫумӗнче ним тӗшне тӑман хӗр темелле: вӑл пӗчӗк ҫеҫ тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, манашкалах хура, ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ, хӑй те хӗр пек мар, арҫын ача пек туйӑнать.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Арҫын тени вӑл чи малтанах салтак пултӑр, тӑван ҫӗре-шыва, халӑха кӑкӑрӗпе сыхлатӑр, кайран вара кирек кам пултӑр…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хальхи вӑхӑтра юн шӑрши е тар шӑрши мӗнлине пӗлмен вӑй питти арҫын — ҫын-и вӑл!

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗтӗм вӑй питти арҫын юн тӑкса ҫапӑҫнӑ чух вӑл кунта, хӗрарӑм патши пек, пурҫӑн галстуксем ҫакса, хаклӑ духисем сапса ҫӳрет.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак самантра унӑн хӑйӗн те, арҫын пулса, Сталинграда каяс килчӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней