Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑка сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑка (тĕпĕ: ҫӑка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта, анкартинче, эп ҫамрӑк чух лартнӑ виҫӗ ҫӑка та пулма кирлӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Туллирех тӑрӑхла пит ҫӑмартийӗ яп-яка, пӗркеленчӗк таврашӗ ҫук, ҫӑка хуппи тӗслӗ хӑмӑр хулӑн пуҫӗнче те кӑвак пӗрчӗсем курӑнсах каймаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑка вӑрманӗнче пыл та тутлӑрах, усӑллӑрах тет Людмила Данилова.

Помоги переводом

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Ҫӑка хуппине аса илтерекен хӑмӑр ҫӳҫне типтерлӗн тураса ҫивӗтленӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Пӗр кунхине, Урпаш ҫинчи арман пӗви чӑнкӑр-чӑнкӑр пӑрланса шӑнсан, Сантӑрпа Караҫӑм ку вӑрмана ҫамрӑк ҫӑка хунавӗсене пушӑтлӑх касма килнӗччӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрсех утӑ ҫулакансем умӗнче саркаланса-сӗркеленсе тӑма аван мар — вӑрманалла кӗтӗм, лӑпӑска ҫӑка айӗнчи ҫемҫе курӑк ҫине выртрӑм.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӑка сыпписене решетке карта ҫумне купаласа пӗтернӗ ҫӗре каҫ пулчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫав хуралҫӑ ҫакӑн пек ҫӑка сыпписене тепӗр машинӑлӑх та тупма пултарать…

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кузов ҫинчен упа пек мӗшӗлтетсе аннӑ Павӑл хӑрах енчи борта уҫрӗ те, ҫӗр ҫине ҫӑка сыпписем хӑнтӑртатса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑрманта ӑнсӑртран тӗл пулнӑ тӑватӑ ҫын ҫӑка сыпписене кузов ҫине хӗвел аннӑ вӑхӑтра тиесе пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Испуханов ҫӑка сыпписене кашнинче тенӗ пекех Ульянӑпа ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тӑватӑ метр тӑршшӗ ҫӑка сыпписем, чӗрӗскерсем пулин те, йывӑрах мар.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ӑвӑслӑхран уҫланка кӗҫех ултӑ кустӑрмаллӑ грузовик кӗрлеттерсе тухрӗ, тункатасенчен пӑрӑна-пӑрӑна ҫӑка шаршанӗ тӗлне ҫитсе чарӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫитменнине тата, ҫемҫе ҫӑка хӑмине типӗ чухне юманпа пӗр йывӑрӑш пулма вӑрӑмрах касса хунӑ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ҫемҫе ҫӑка татӑкӗ юманран пысӑкрах, вӑрӑмрах кирлӗ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юман — хытӑ, ҫӑка — ҫемҫе йывӑҫ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑка кӗлӗпе сысна курӑкӗ юн кайсан чарма.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсемсӗр пуҫне мунчара ҫӑка кӗлӗ тата сысна курӑкӗ пулмалла.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

О-о, аслӑ Киремет, ҫак ҫӑка ӑшӗнче пурнакан килӗш Киремет, айӑп ан тусамччӗ эсӗ икӗ ним айӑпсӑр чуна.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелшӗн савӑннӑ ватӑ ҫӑка, ҫил вӗрнине чӑтаймасӑр, енчен енне тайкаланса илчӗ.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней