Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫурхи ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ ҫине йӑваш кулӑ йӗрӗ хытса ларнӑ та ун, ҫӳллӗскер, урам варрипе ним уямасӑр лаплаттарса утса пырать вӑл.
Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Таҫта ҫилпе хӑрӑк турат ҫӗре татӑлса анать.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ыраш пучахӗсем пӗркеленсе ларнӑ, пуш-пушӑ та ҫӑп-ҫӑмӑл: ҫилпе ҫерҫи тырри пек ҫапӑнаҫҫӗ.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫумӑрпа, ҫилпе пиҫyӗ ыраш шӑрши вӗҫсе килет.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ыйхӑ витӗр кӗрхи вӑрман ҫилпе пӗрре хаш сывласа илет те каллех ҫывӑрса каять.Сонный лес вздохнет шумно вместе с ветром и снова погружается в дремоту.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗр те пӗр шутласан каясчӗ те — стражникӗ-становойӗсене ҫапса пӑрахасчӗ, кантурне ҫунтарса ярасчӗ, кӗлне ҫилпе вӗҫтересчӗ.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тен, Яриле хӑпарса кайнӑ та пулӗччӗ те, пӗр япала чӑрмантарнӑ: телейӗ те унӑн, хӑмла пекех, ҫӑп-ҫӑмӑл пулнӑ: ҫилпе те вӗҫнӗ, ҫумӑрпа та йӗпеннӗ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«…ва-а-ан!» — вӗҫсе килет каҫхи ҫилпе Ивук сасси.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫулсем иртсен те ҫут ҫанталӑк Ҫухатмӗ хӑйӗн йӗркине: Хӗвелшӗн шуҫӑм пулӗ алӑк, Унтан кӗрет вӑл ирхине; Шап-шурӑ уйӑха шупкатӗ, Сӗнк кайнӑ вӑрмана ирпе Кӑштах нӳрленнӗ лӑп ҫилпе Ачашшӑн, амӑш пек хускатӗ.
XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ун тӗтӗмӗ те кассӑн-кассӑн Ҫилпе вӑраххӑн вакланса Пӗтет хир тӑрӑх саланса.
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Хӑйӗн сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен ертӳҫӗ ӗҫченӗсене вырӑна хурать.
Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n
Хальлӗхе укҫана ҫилпе ан вӗҫтерӗр.
50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫӑлтӑрсем сире халӗ укҫана ҫилпе вӗҫтерме сӗнмеҫҫӗ.
35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Укҫана ҫилпе ан вӗҫтерӗр, пӗлсе тӑкаклӑр.
18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Укҫана ҫилпе ан вӗҫтерӗр, вӑл шута юратать.
31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Укҫа-тенке ҫилпе ан вӗҫтерӗр.В финансовых вопросах проявите сдержанность: траты должны быть оправданными.
45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Хальлӗхе укҫана ҫилпе ан вӗҫтерӗр.
44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Укҫа-тенке ҫилпе ан вӗҫтерӗр, пӗлсе тӑкаклӑр.
21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Укҫана ҫилпе ан вӗҫтерӗр, астӑвӑр: вӑл шута юратать.
46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Кӗсье хулӑнланни укҫа-тенке ҫилпе вӗҫтермелле тенине пӗлтермест: пысӑк япала туянма сӗнмеҫҫӗ.
11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ