Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Молотилкӑпа авӑн ҫапнӑ чухнехи пекех ӗҫлекенччӗ-ха эпир.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сӑвай ҫапнӑ чухне вара вут-хӗм те, чул ванчӑкӗ те сирпӗнет.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӑй те, бригади те сӑвай ҫапнӑ пек ӗҫлет, вут-хӗм сирпӗтсе ҫеҫ тӑрать…»
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Аҫа ҫапнӑ ҫын сӑнӗ Улюкӑн.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унтан хӑй умӗнчи машинкӑпа ҫапнӑ хут тӗркине илчӗ те: «Курӑр-ха, ҫак йӗркесене ҫырассишӗн мӗн чухлӗ тӑрӑшнӑ, апла пулин те вӗсем пулсах ҫитеймен».
Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/
Ҫӳҫне ҫапнӑ кӗмӗл тӗспе, пит ҫинче кун-ҫул утти тӗрленӗ пӗркеленчӗксемпе вара тавлашаймӑн — умра пурнӑҫ тути-масине самаях астивнӗ хисеплӗ ватӑ тӑнине ҫавсем каласа параҫҫӗ.
Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/
Капла май килмест: хӑлхасӑр ҫынсемшӗн чан ҫапнӑ пек кӑна пулать вӑл.
Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.
Анастасия та ытти хӗрарӑмсем пекех ҫурлапа тырӑ вырнӑ, авӑн ҫапнӑ, ялти ытти ӗҫсене пурнӑҫланӑ.
Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/
Анчах эпӗ дневник вӗҫнелле ҫитес чух пӗр япала куртӑм та, мана такам пуҫран чукмарпа ҫапнӑ пек туйӑнса кайрӗ, мана аҫа ҫапнӑ пек туйӑнчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Тахҫан пӗррехинче мана та аҫа ҫапнӑ вӗт, — терӗ вӑл.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Вӑрман хӗрринче ҫӳллӗ те ватӑ пӗр-пӗччен юман ларать, ӑна аҫа ҫапнӑ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Уйрӑмах шурӑ каҫсенче Невски проспект хитре, вӑл ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ те, хӑйӗн ирӗклӗхӗпе ятарласах чунри шухӑш-туйӑмсен анлӑ вӗҫевне тата сарма пулӑшасшӑн пек, — сарлака.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Суха сухаланӑ, тырӑ акнӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте турттарнӑ, капана хывнӑ, авӑн ҫапнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ӗнтрӗк сӑнӗ ҫапнӑ тӗксӗм урамра ӗнесем ӗнӗрлеҫҫӗ, сурӑхсем макӑраҫҫӗ — яла кӗтӳ хуса кӗртрӗҫ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
«Ну-ну» тенине хайхискер хӑйне хулпуҫҫирен ҫапнӑ ҫынран тата усалтарах ӗҫ кӗтнӗ пекрех, ҫав усал ӗҫрен хӳтӗленме хатӗрленнӗ пекрех каларӗ, аллисене ринг ҫине тухнӑ боксер пек хутлатса чавсисене икӗ еннелле чӑрсӑррӑн саркаларӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫӗнӗ пӳртех лартман та, анчах киввине тултан чус ҫапнӑ, ҫине тимӗр витнӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хапхи алӑкӗ шалтлатса хупӑнни каҫхи урам шӑплӑхне аҫа ҫапнӑ пекех кисрентерчӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Анчах ҫул ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ мар пирӗн.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Тарас ҫав вӑхӑтрах киномеханика аса илет те сӑн-пичӗ ҫутӑ хӗвел пек йӑлкӑшма пуҫлать, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ пирки чӗкеҫ шатрисем те палӑрми пулаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Пурнӑҫ ҫулӗ манӑн ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ мар, кукӑрмакӑрӗ те чылай.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.