Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лаптӑкӗ 4435 ҫм², халӑх йышӗ 5,3 млн яхӑн ҫын, ӑна мегалополис теме пулать, вӑл ҫӳллӗ шайри Рейн-Рур регионӗн агломерацин ҫурҫӗр пайӗ, унсӑр пуҫне вӑл Европӑри чи пысӑк хула агломерацисенчен пӗри шутланать.
Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97
Аҫтаха тӑвӗсенчи хӗлсем сивӗ те юрлӑ, чи ҫӳллӗ ту тӑррисем ҫулла та кӑпӑшка юрпа витӗнеҫҫӗ.
Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB
Ролик пушмакӗсенчен чылайӑшӗ ҫӳллӗ, урӑхла каласан, ура тунине айккине кукӑрӑлса каясран тытса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара шӑнӑр тӑсӑлнинчен упрама май парать.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак, пурҫӑн чӑлха, пурҫӑн кӗпепе пурҫӑн тутӑр ял хӗрӗсен йӑлине кӗре пуҫларӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Арӑму пӳрнеске пек ҫеҫ пулсан та, ачусем хӑвӑнтан ҫӳллӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫуллахи кунсенче вӑрмантан тухса, ҫӳллӗ те чӑнкӑ ту тӑрне хӑпарса тӑратӑн та, сана сулхӑн ҫил хумӗ ҫавӑрса илет.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юрать-ха, ун тавра ҫӳллӗ тирексем кашласа ӳсеҫҫӗ — килен-каяна канма аван, курӑкӗ те ем-ешӗлех, хур-кӑвакалсем ку тавраналла килсе курӑка вараласа кайман.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫыранӗ, чӑнах та, чӑнкӑ та ҫӳллӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Улӑхмӑттӑм ҫӳллӗ те тусем ҫине, Э-эх, юрататӑп хӗвелӗн ӑшшине, Э-эх, юрататӑп хӗвелӗн ӑшшине.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хапхинчен сулахайра — тимӗр витнӗ пилӗк стеналлӑ пӳрт, сылтӑмра — темӗнле ҫӳллӗ хуралт.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каҫ тӗксӗмӗ витӗр ҫӳллӗ те чӑнкӑ сӑрт талккӑшӗнче ял курӑнсан, Анук ирӗксӗрех тӗлӗнчӗ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫаврака тӑрӑллӑ ҫӳллӗ ҫурт тӗлне ҫитрӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кирек мӗнле калаҫу та ҫӳллӗ шайра иртӗ.
44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Унччен те пулмарӗ, ҫурт айккинчи пахчаран плавки тата кеда тӑхӑннӑ ҫӳллӗ, атлет пек арҫын тухрӗ те пирӗн паталла ҫул тытрӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсем чуллӑ, ҫӳллӗ туллӑ-сӑртлӑ пулсан та, ҫӗрӗ тухӑҫлӑ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Утар йӗритавра ҫӳллӗ чӑрӑшсемпе мӑнаҫлӑ ҫӑкасем ӳсетчӗҫ.
Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.
Вӗсем никӗсӗсем ҫуккипе пит ҫӳллӗ пӳртсемех пулман.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Тӗлӗнсе каймалла хӑйне евӗрлӗ ҫын темелле ӑна: ҫӳллӗ те ҫирӗп кӗлеткеллӗ, тикӗт сӗрнӗ евӗр хура та кӑтра вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, куҫӗ — хура шӑрҫа пек.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Ҫурчӗсем самай юсавлӑ, карта-хури те ҫӳллӗ, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла ҫӗнетсе пыраҫҫӗ иккен.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Хӗлле чӗр вилӗм ку касра пурӑнасси: юрлӑ, аскӑн ҫавра ҫилсем урам тӑршшӗпех ҫӳллӗ кӗртсем хӳсе лартаҫҫӗ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.