Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ялӗн (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑ вӑхӑтсенче вӑл Тӑрнапуҫ ялӗн историне ҫырать.

Помоги переводом

Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Отрядсем тата беженецсем кайма пуҫтарӑннӑ Кожуховка ялӗ таҫта инҫетре-мӗн, вӑрман леш енче, сулахайра; малта вара, ҫывӑхрах, ыйхӑран вӑранма ӗлкӗрнӗ Кабакино ялӗн мӑрйисенчен тӗтӗм мӑкӑрланать.

Кожуховка-то, в которую собирались отряды и беженцы, была где-то далеко, влево за лесами, а впереди совсем близко дымило трубами уже проснувшееся село Кабакино.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

О, вырӑс ирӗк ялӗн ҫителӗклӗхӗ, канӑҫлӑхӗ, ытлашшилӗхӗ!

О, довольство, покой, избыток русской, вольной деревни!

Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.

Эй ирӗклӗ вырӑс ялӗн ҫителӗклӗхӗ, канлӗхӗ, тулӑх пурнӑҫӗ!

О, довольство, покой, избыток русской вольной деревни!

Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.

Ҫӗпрел район центрӗн, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип ҫырма нумай ҫул ҫын куҫӗ валли марччӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпрелӗнче халӗ ҫӗлен урине хуҫмасть // Сувар. http://suvargazeta.ru/index.php/news/pir ... ne-hucmast

Ҫӗпрел район центрӗн, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип ҫырма нумай ҫул ҫын куҫӗ валли марччӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпрелӗнче халӗ ҫӗлен урине хуҫмасть // Сувар. http://suvargazeta.ru/index.php/news/pir ... ne-hucmast

Ленино ялӗн хӗвелтухӑҫ вӗҫӗнче, «катюшӑсен» дивизионӗ кӑларса янӑ снарядсем уйрӑммӑнах ытларах ҫурӑлнӑ ҫӗрте, ҫуртпа сарай хӗмленсе ҫунаҫҫӗ: ҫил тӗтӗме ҫавӑрать, ҫӳлелле ҫӗклесе пӗтӗм ял тӑрӑх салатса ярать.

На восточной окраине Ленино, где особенно много разорвалось снарядов, выпущенных дивизионом «катюш», жарко горели дом и сарай: дым крутило, завивало, поднимало и разносило по всей деревне.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров полкӗ ҫӗнӗ оборона йышӑнчӗ: Шаракшанэ батальонӗ — Садки ялӗн хӗвеланӑҫ хӗррипе; Журавский батальонӗ — шоссерен сылтӑмра, ача ҫурчӗпе пионер лагерӗн пӳрчӗ ларакан вӑрман тӑрӑх тӑрса, Нефедьевкӑна каякан ҫула картласа лартрӗ; Головко батальонӗ — шоссерен сулахайра, чугун ҫултан пуҫласа Рождественно ялӗ урлӑ — кӑнтӑралла.

Полк Озерова занял новый рубеж обороны: батальон Шаракшанэ — по западной окраине деревни Садки; батальон Журавского — правее шоссе, по лесу, где были здания детского дома и пионерского лагеря, оседлав дорогу в Нефедьево; батальон Головко — левее шоссе, от железной дороги на юг, включая деревню Рождествено.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗвел тухиччен ҫур сехет малтан Шаракшанэ батальонӗ Ҫӗнӗ-Рождественно ялӗн кӑнтӑр енчи ҫӑра чӑрӑш вӑрманне ҫитсе вырнаҫрӗ.

За полчаса до восхода солнца батальон Шаракшанэ сосредоточился в густом еловом лесу южнее деревни Ново-Рождествено.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял историйӗпе кӑсӑкланакансем татах та пур, тен, вӗсем архивсенчи документсемпе, пирӗн ал ҫырӑвӗсемпе усӑ курса, йӑнӑшсене тӳрлетӗҫ, Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗн кун-ҫулӗ пирки кӗнеке те ҫырса кӑларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗн историне Семен Андреевич Воробьев (1896-1971 ҫ.ҫ.), Григорий Евграфович Васильев (1904-1996 ҫ.ҫ.), Александр Романович Романов (1909-1983 ҫ.ҫ.) ҫырнӑ алӑ ҫырӑвӗсемпе, ватӑ асаттесемпе асаннесем каласа хӑварнисемпе, Чӑваш, Тутар Республикисен архив хучӗсемпе усӑ курса ҫырнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Марчев вӗсене вӑрттӑн акӑ мӗн пӗлтернӗ: пулас ҫапӑҫу вырӑнне пӑхса тухнӑ, Теки ялӗн хӗвелтухӑҫ енчи хӗррине ҫитнӗ, Бяла Черквара паян пӑлхав пуҫланать тесе каланӑ.

Марчев по секрету рассказал им, что Огнянов произвел рекогносцировку, дошел до окраины Текии и узнал наверное, что сегодня в Бяла-Черкве начнется восстание…

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Теки ялӗн тепӗр вӗҫне ҫитсен, мана Тосун-бей курчӗ те каялла ҫавӑрса килчӗ.

Тосун-бей встретил меня за Текией и велел повернуть назад.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ман алӑ ҫинчех, 30 ҫул ҫине кайсан, вилчӗ, ӑна эпӗр Горюхино ялӗн чиркӳне ашшӗ-амӑшӗсемпе юнашар пытартӑмӑр.

Он скончался на моих руках на 30-м году от рождения и похоронен в церкви села Горюхина близ покойных его родителей.

Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫӗнӗ Чукал ялӗн хӗрринче, Уй чӳк сӑрчӗпе юнашар, тӗлӗнмелле хитре вырӑн пур.

Помоги переводом

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Чи хастаррисене – Сергей Николаевич Волкова, Александр Петрович Капитонова, Юрий Васильевич Краснова Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Солин «Хӑвӑлҫырма ялӗн хисеплӗ гражданинӗ» хӑю ҫакса ячӗ, ҫирӗплетӳ хутне пачӗ.

Помоги переводом

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Декрета «Универсиада ялӗн» дирекцийӗнчен тухрӑм.

Помоги переводом

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Янкурас ялӗн Нагорнӑй урам вӗҫӗнче тӗл пултӑм ҫулланнӑ хӗрарӑма.

Помоги переводом

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Саврӑшпуҫ ялӗн библиотекарӗ Татьяна Максимова уява интереслӗ ирттерес тесе нумай хатӗрленни куҫкӗрет, кӑсӑк сценари хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Ҫапах та автор кунта паянхи пӗтсе пыракан чӑваш ялӗн пурнӑҫне унта пурӑнакансен, ытларах ӗнтӗ ват ҫынсен, хутшӑнӑвӗсем урлӑ кӑтартать.

Всё же автор здесь показывает сегодняшнюю заканчивающуюся жизнь чувашской деревни через общение живущих там, больше конечно старых людей.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней