Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шинелӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак шинелӗ сана кирек хӑш ырӑ кӑмӑллӑ пике умӗнче те асап чӑтса курнӑ герой пек кӑтартать.

Да солдатская шинель в глазах чувствительной барышни тебя делает героем и страдальцем.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫийӗмри салтак шинелӗ хам никама та кирлӗ маррине пӗлтернӗн туйӑнать мана, ирӗксӗрех хӗрхенсе пӑхтарать вӑл ман ҫине; ҫав хӗрхенӳ маншӑн калама ҫук йывӑр, ыйткалакана хӗрхеннӗпе пӗрех.

Моя солдатская шинель — как печать отвержения, участие, которое она возбуждает, тяжело, как милостыня.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем хушшинче, вӗсем пекех генерал шинелӗ тӑхӑннӑ Василий Васильевич утнӑ, анчах темшӗн вӑл картузсӑр пулнӑ.

Среди них, тоже в генеральской шинели, но почему-то без фуражки, шел и Василий Васильевич.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унӑн Биденкона пӗркун, саккӑрмӗш номерле тӗл районӗнче, ванчӑк оруди патӗнче ыталанӑ пек ыталаса, пичӗпе унӑн ӗнсе пӗтнӗ шинелӗ ҫумне йӑпшӑнса йӗрсе ярас килчӗ.

Ему хотелось броситься к Биденко, обнять его так, как он обнял его тогда, у разбитого орудия в районе цели восемь, прижаться лицом к его обгорелой шинели, заплакать.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӑл Биденко патнелле ыткӑнчӗ, ӑна аллисемпе пилӗкӗнчен ыталаса илчӗ, пичӗпе унӑн тӗтӗм шӑрши кӗрекен хытӑ шинелӗ ҫумне йӑпшӑнчӗ те — куҫӗсенчен куҫҫулӗсем юхма тапратрӗҫ.

Он бросился к Биденко, обхватил руками его бёдра, прижался лицом к его жёсткой шинели, от которой пахло пожаром, и слезы сами собой полились из его глаз.

26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Капитан Енакиевӑн, тирпейлӗ, ҫав тери лайӑх шинелӗ пӗтӗмпех ҫурӑлса, юнланса пӗтнӗ, ӑна йытӑсем тулланӑ пекех пулнӑ.

Вся аккуратная, ладно пригнанная шинель капитана Енакиева была порвана и окровавлена, как будто его рвали собаки.

26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Йывӑр шинелӗ хулпуҫҫисем ҫине пусрӗ.

Тяжёлая шинель давила на плечи.

26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

«Ватӑ мар пулсан та, генерал пулӗ-ха», — тесе шутланӑ Ваня, унӑн ҫӳхе, лайӑх тасатнӑ, шпорлӑ аттисем ҫине, кивӗ, анчах пит те тӑп-тӑп ларакан шинелӗ ҫине, иккӗмӗш тӳминчен ҫакса янӑ электричество фонарӗ, мӑйӗнчен ҫакнӑ бинокль ҫине тата компаслӑ полевоя сумки ҫине юратса пӑхса.

«Хоть и не старый, а небось генерал», – решил Ваня, с почтением рассматривая тонкие, хорошо начищенные сапоги со шпорами, старенькую, но необыкновенно ладно пригнанную походную офицерскую шинель, электрический фонарик на второй пуговице, бинокль на шее и полевую сумку с компасом.

10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Шинелӗ — вӑрӑм, ура тупанӗ таранах, юбка пек, пуҫӗ ҫинче — хура така тирӗнчен ҫӗленӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫаврака ҫӗлӗк, погонӗсем ҫинче — пӗчӗк йӗнер пускаҫӗсем урлӑ — хӗресленнӗ икӗ хӗҫ кӗлетки, атӑ кӗлисем ҫинче — шпорсем, юлашкинчен — ҫар ҫыннине илем кӳртекен чи чаплӑ япала — ҫурӑмӗ хыҫнелле уртса янӑ хӑмаҫ пек хӗрле башлык пулнӑ.

Шинель – длинная, до пят, как юбка; круглая кубанская шапка чёрного барашка с красным верхом; погоны с маленькими стременами, перекрещёнными двумя клинками; шпоры и, как венец всего этого воинского великолепия, ярко-алый башлык, небрежно закинутый за спину.

9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Капитан Енакиев ҫине, унӑн кивӗ, анчах ҫав тери тирпейлӗ, тӑп-тӑп ларакан, хура петлицӑллӑ, ылттӑн тӳмеллӗ шинелӗ ҫине, унӑн хытӑ, хӗрри хура, кӑштах куҫӗ ҫинерех антарса лартнӑ тӑваткӑл сӑмсаллӑ картусӗ ҫине, ҫиелтен салтак пуставӗпе тирпейлӗн ҫӗлесе лартнӑ фляжки ҫине, шинелӗн иккӗмӗш тӳминчен ҫакса янӑ электричество фонарӗ ҫине, унӑн ҫирӗп, ҫӳхе, анчах хуть те епле ҫанталӑкра йӑлтӑртатакан пуличченех тасатса янӑ аттисем ҫине пӗрре пӑхса илсенех — ку ҫын мӗн тери тӳре кӑмӑллӑ, тӗрӗс, тата вӑл нихҫан та хӑй шухӑшӗнчен пӑрӑнас ҫуккине пӗтӗмӗшпех ӑнланма пулнӑ.

Достаточно было одного взгляда на капитана Енакиева, на его старенькую, но исключительно опрятную, ладно пригнанную шинель с чёрными петлицами и золотыми пуговицами, на его твёрдую фуражку с лаковым ремешком, чёрным околышком и прямым квадратным козырьком, несколько надвинутым на глаза, на его фляжку, аккуратно обшитую солдатским сукном, на электрический фонарик, прицепленный ко второй пуговице шинели, на его крепкие, но тонкие и во всякую погоду начищенные до глянца сапоги, чтобы понять всю добросовестность, всю точность и всю непреклонность этого человека.

2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней