Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Лектереймерӗм, — хӗрхенмесӗр тӳррипе калать перекенӗ, вара каллех пӑшал ӑшне патрон чикет.— Не попал, — без сожаления сознается стрелок и снова вкладывает в ружье патрон.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Кулянмасӑр, хӗрхенмесӗр Пӑхса тӑран ҫӗр ҫине, Ӗмӗр пыракан илем те, Чӑн телей те ҫук унта…
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Колхозниксем юрӑхсӑр руководительсене мӗнле хӑваласа кӑларса янине пурте пӗлеҫҫӗ — пурӗ пӗрле хупӑрласа илеҫҫӗ, пуҫран та хыҫран та ним хӗрхенмесӗр ислетеҫҫӗ, ислетеҫҫӗ те: «Ан ҫӳре, ан ҫӳре кирлӗ мар ҫӗре! Ан ҫӳре!» теҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Чӑн та, эп хам ун чухне пулман, анчах та мана Вася пӗтӗмпех питӗ тӗплӗн каласа пачӗ, вӑл калани ҫумне Меховпа ыттисем ҫине тӑрсах хушса пычӗҫ те, эпӗ Прохор Палыча хӗрхенмесӗр тӑма пултараймарӑм.
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Прохор Палыч пӗтӗмпех хӑюлансах ҫитрӗ те, хӑйне хӑй кӑкринчен ним хӗрхенмесӗр чышса персе ячӗ:Прохор Палыч совсем осмелел и выпалил, жестоко бия себя в грудь:
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Колхозниксем ӑна хисеплеҫҫӗ, анчах ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен кахалсен пурнӑҫӗ пӗтрӗ, вӗсене вӑл ним хӗрхенмесӗр пӗтӗм колхоз умне кӑларса тӑратать.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Полковӑй пачӑшка ҫинчен, чирлӗ те мӗскӗнскер ҫинчен, вӑл пьянца та аскӑнчӑк тесе ят сарнӑччӗ; ман хуҫасен сӑмаххисем тӑрӑх, офицерсемпе вӗсен арӑмӗсем пӗрле явӑҫса каяс ҫылӑха кӗрсе пурӑнатчӗҫ; мана салтаксем хӗрарӑмсем ҫинчен ялан пӗр пек сӑмахланисем йӗрӗнтерчӗҫ, пуринчен ытла мана хамӑн хуҫасем йӗрӗнтерсе ҫитерчӗҫ — вӗсем ҫынсене ним хӗрхенмесӗр тиркеме юратни чӑннипе мӗне тӑнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлеттӗм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Повӗҫри ухмахрах герой хуҫана пит те кӑмӑла каять, вӑл улпут ывӑлӗ мыскара курса ҫӳренисенчен куҫҫуль юхичченех ним хӗрхенмесӗр ахӑлтатса кулать.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ уҫҫӑнах курса тӑраттӑм: хуҫасем хӑйсене хӑйсем хулара чи лайӑх ҫынсем вырӑнне шутлаҫҫӗ, вӗсем ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалли чи тӗрӗс правилисене пӗлсе тӑраҫҫӗ, ҫав эпӗ уҫҫӑн пӗлмен правилӑсем ҫине тайӑнса, вӗсем пур ҫынсене те ним хӗрхенмесӗр пит хыта тиркеҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Партизансен соединенийӗн командирӗ хушнӑ кирлӗ ӗҫсене вӑл пурнӑҫне хӗрхенмесӗр туса пынӑ.Рискуя жизнью, он выполнял важные поручения командира партизанского соединения.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ айван, тӑп-тӑр ухмах Джон Файн ҫуркуннехи Будапештрах ыр курса пурӑнма юлчӗ, ӑслӑ пуҫлӑ Кларкӑн вара хӑй пурнӑҫне хӗрхенмесӗр ҫӳремелле.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Авдотья Васильевна хӑйне хӗрхенмесӗр ҫапла та, урӑхла та хӑтланнине пула, атте хӑйӗн арӑмӗ ҫине епле пӑхассинче ку хӑйӗн юлашки уйӑхӗсенче, вӑл нумай выляса янипе час-часах ҫилӗллӗ ҫӳренӗ вӑхӑтра, хуллен тӗлкӗшекен курайманлӑх туйӑмӗ тапхӑрӑн-тапхӑрӑн палӑрма тытӑнчӗ, кӑмӑл юратнӑ ҫынран ҫакнашкал майӗпен писсе пыни ӗнтӗ ун чӗрине ыраттармалли вак-тӗвек киревсӗрлӗхсем ытларах та ытларах тӑвас килтерет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав хӑшпӗр ҫынсем Авдотья Васильевна ҫинчен суя сӑмахсем калаҫҫӗ; вӑл хӑйне хӗрхенмесӗр аттене хӗрӳллӗн те чунтан юратни унӑн кашни сӑмахӗнчех, кашни хусканӑвӗнчех курӑнать, куҫӗсем те таса юратӑва палӑртаҫҫӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аса илетӗн Карл Иваныча тата унӑн хурлӑхлӑ шӑпине — вӑл эпӗ пӗлекен пӗртен-пӗр телейсӗр ҫынччӗ, — ҫав тери хӗрхенес килет ӑна ман, куҫран куҫҫулӗ пӗрхӗнсе тухичченех юрататӑп-ҫке ӑна: «Турӑ телей патӑрах ӑна, турӑҫӑм, ӑна пулӑшма, унӑн хуйхине ҫӑмӑллатма май туса парсамччӗ мана; эпӗ хама пӗр хӗрхенмесӗр уншӑн тем тума та хатӗр», — тесе шухӑшлатӑп вара.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑй пирки калаҫман ҫеҫ мар, шухӑшламан та пулас: вӑл пурнӑҫне ыттисене юратсах, хӑйне хӑй хӗрхенмесӗр ҫынна ырӑ тӑвасшӑн тӑрӑшсах ирттерчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫуррине пӗр хӗрхенмесӗр юнпа тултаракан вӑрҫӑн тупсӑмне ку ачана епле ӑнлантарса памалла?Как разъяснить мальчугану, за что льется кровь, орошая половину земного шара?
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑйсем тул ҫутӑличчен ҫитеймесрен шикленсе, Павӑл хӑй умӗнче пыракан партизансене пӗр хӗрхенмесӗр васкатать, лешсем вара ун сӑмахне малта пыракансене пӗлтереҫҫӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй мӗн ӗҫлесе илнине пӗтӗмпех вӑл унталла-кунталла валеҫнӗ, хӑшӗсене кивҫен, хӑшӗсене ахалех панӑ, тусӗсене вара ним хӗрхенмесӗр хӑналантарнӑ.Весь свой заработок он раздавал в долг приятелям или тратил на компанию.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫапла, ҫапла, пӗр хӗрхенмесӗр тавӑрмалла пирӗн вӗсене.
Тавӑрас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.