Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хурҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хурҫӑ (тĕпĕ: хурҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурҫӑ пек ҫирӗп пул, Кураев юлташ, — хаваслантарчӗ мана пуҫлӑх.

Помоги переводом

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Вӑйлӑ вутра шӑратнӑ хурҫӑ ҫирӗп пулать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аллах хӳтӗлетӗр сана гяурсенчен, ҫак панцирь пирӗшти пек сыхлатӑр, — терӗ регентша хурҫӑ кӗпене хӑех тӳмелесе ярса.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йӑмрана хурҫӑ пралукран явса тунӑ троспа кӑкӗнчен ҫавӑрса ҫыхрӗ, тракторӗпе майӗпен турттарчӗ те, йӑмра ҫырма тӗпне йӑшӑлл! ҫеҫ анса ларчӗ.

Помоги переводом

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ҫулсенче пулсан та Анатолий Иванович «хурҫӑ утпа» уйрӑлма шутламасть-ха.

Помоги переводом

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Помоги переводом

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗрешӳ пӗр самант хушшинче вӗҫленчӗ — Галимджан чӗркуҫҫине хутлатрӗ, аялалла анчӗ, Мӗтри ҫӗклесе илме тытӑнтӑр тесе ун айнерех кӗчӗ, Мӗтри ӑна пӗтӗм вӑйран ҫӗклесе илме тӑчӗ, анчах кӑшт каярах юлчӗ те, Галимджанӑн хурҫӑ пек карӑннӑ аллисем ӑна хӑйне ҫӳле ҫӗклесе ҫӗрелле тӑрслаттарчӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Хурҫӑ пек ҫирӗп шанчӑк, — тет вӑл ҫавӑнтах.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫитет! — терӗ юлашкинчен Северьян Ахтупайӑн хурҫӑ пек ҫирӗп аллисене аран-аран вӗҫертсе.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен ҫӗҫӗ илемӗ кӗртсе Северьян хурҫӑ таткине шыва чӑмтарать.

Помоги переводом

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӗл-кӑвар евӗр пулса кайнӑ хурҫӑ татки туптав айӗнче пӗрре сарӑлать, тепре пӗрӗнет, пӗрре кукӑрӑлать, тепре тӳрленет — тимӗрҫӗ ӑна чуста унанӑ пек унать.

Помоги переводом

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сан пек ҫирӗп вӑй-халлӑ, вутра туптаннӑ, шывра путман, йывӑрлӑхран хӑраман, хурҫӑ пек ҫирӗп ҫынсем туптанӑ тылра Аслӑ Ҫӗнтерӗве.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Хурҫӑ учӗпе килӗ умнех ҫитесси ҫинчен ҫав ҫулсенче кашниех ӗмӗтленнӗ паллах.

Помоги переводом

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Джесси укҫине вӗсем, хурҫӑ сейфа питӗрсе илнӗскерсем, Фланконӑн капмар лавккинче кӗтсе выртаҫҫӗ.

Они ждали денег Джесси в громадном магазине Фланкона, запертые в стальном сейфе.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Акӑ тинех тӳремӗн сылтӑм енче вӑрӑм урампа ута-тӑп; питех те ӑнӑҫлӑ ҫаклантӑм, тепӗр чухне чарӑна-чарӑна тӑма тивет: юлан утҫӑсен процессийӗ куҫать — вӑтам ӗмӗрти хурҫӑ тумтирлӗ темӗнле хурахсем, хӗрлӗ триколлӑ шуйттансем, — пӗчӗк шӑнкӑравсемпе тата хӑюсемпе илемлетнӗ мулсем ҫинче ларса пыраҫҫӗ.

Я двинулся, наконец, по длинной улице в правом углу площади и попал так удачно, что иногда должен был останавливаться, чтобы пропустить процессию всадников — каких-нибудь средневековых бандитов в латах или чертей в красных трико, восседающих на мулах, украшенных бубенчиками и лентами.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Парӑссем майӗпен чӑмакан-ишекен хурҫӑ кӳлепене вирхӗнтереҫҫӗ, вӗсенче вара малалла талпӑнса, пусӑрӑнса та ӑнтӑлса ҫил чӑлханать.

Паруса мчат медленно ныряющий корпус, а в них, давя вперед, нагнетая и выпирая, запутался ветер.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ, танлаштарас тӑк, Летьеррин «Дюранди» Трансатлантика линийӗн хурҫӑ Левиафанӗ умӗнче тӑнӑн курӑнатӑп.

Я, по сравнению, имел предстать таким людям, как «Дюранда» Летьерри предстоит стальному Левиафану Трансатлантической линии.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тепӗр енчи ҫыран тӗтреллӗ ансӑр йӑрӑмпа ун умӗнченех тӑсӑлать пек; кӳллӗн хурҫӑ сӗмлӗ кӑвак сийӗ ҫӳп-ҫӳхе газпа витнӗн пӑсланать-тертленет.

Прямо перед ним узкой, затуманенной полосой тянулся противоположный берег; голубая, стального оттенка поверхность озера дымилась, как бы закутанная тончайшим газом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Тӗлӗнтермӗш хурҫӑ, — терӗ Гент.

— Дивная сталь, — сказал Гент.

XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней