Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халӑхӗпе (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Исаак питех те ватӑлса, тӑраничченех пурӑнса ҫитсе вилнӗ, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ; ӑна хӑйӗн ывӑлӗсем Исавпа Иаков пытарнӑ.

29. И испустил Исаак дух и умер, и приложился к народу своему, будучи стар и насыщен жизнью; и погребли его Исав и Иаков, сыновья его.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Измаил пурӑннӑ кунҫул ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул пулнӑ; вара унӑн ӗмӗрӗ иртнӗ, вӑл вилнӗ, канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.

17. Лет же жизни Измаиловой было сто тридцать семь лет; и скончался он, и умер, и приложился к народу своему.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Авраам пурӑннӑ кунҫул ҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫул пулнӑ; 8. Авраам ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.

7. Дней жизни Авраамовой, которые он прожил, было сто семьдесят пять лет; 8. и скончался Авраам, и умер в старости доброй, престарелый и насыщенный [жизнью], и приложился к народу своему.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Сим ывӑлӗсем.

31. Это сыновья Симовы по племенам их, по языкам их, в землях их, по народам их.

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Хам ывӑлӗсем.

20. Это сыны Хамовы, по племенам их, по языкам их, в землях их, в народах их.

Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши Кинчерсемшӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑчӗ темелле, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ял халӑхӗпе тӑтӑшах тӗл пулать.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Хальхинче те ҫак кунхине Патӑрьел, Тӑрӑн, Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗсен ӗҫчен халӑхӗпе пултаруллӑ ывӑл-хӗрӗсем, ҫамрӑксемпе аслӑрах ҫулхи хисеплӗ ӗҫ паттӑрӗсем район центрӗнчи «Паттӑр» стадиона пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хӗл Мучийӗ Елчӗк халӑхӗпе тепӗр хӗллеччен сывпуллашса илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗ, Тухатмӑшӗ, хаваслӑ ҫуркуннене кӗтсе илме чараканскер, Хӗл Мучипе пӗрлех инҫете, сивӗ ҫӗре «сулланчӗ».

Помоги переводом

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ачасен ашшӗ-амӑшӗпе, ял халӑхӗпе тӗрлӗ ыйтупа час-часах тӗл пулать, кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме тӑрӑшать.

С различными вопросами часто встречается с родителями детей, с деревенскими жителями, старается полностью удовлетворить их желания.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Унччен вара ял халӑхӗпе пухусене урамра та, лавккара та ирттерме тиветчӗ», – аса илет Николай Трофимович.

Помоги переводом

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней