Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утланса (тĕпĕ: утлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахтупай малтан ун ҫине хӑрах айӑккӑн утланса ларчӗ, унтан таврана тӗплӗн сӑнаса пӑхса шалалла сикрӗ.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене ӗнтӗ пӗрне те алла илсе тытса пӑхас ҫук, вӗсем мӑкалнипе мӑкалманнине тӗрӗслеес ҫук, витере хуҫа тухманнишӗн тунсӑхласа кӗҫенекен ута утланса, Атӑл тӑрӑх вырӑс хулисене аркатма каяс ҫук.

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чухӑн киши пулнӑран лаша туянайман вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, лашана юзбаши пӗр-пӗр ҫула илсе кайнӑ чухне кӑна утланса курать.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсенчен пӗри чупса пырса вите умӗнчен йӗвен илчӗ, тепри ҫилхинчен ярса тытса тиха ҫине утланса ларчӗ.

Помоги переводом

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пасара килнӗ чух хӗрӗ утланса пынӑ лашана ашшӗ тарҫӑсене пачӗ, ҫавӑнпа Нухрата тин илнӗ урхамаха тӗрӗслеме питӗ майлӑ пулчӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат хура тур ут ҫине никам пулӑшмасӑрах утланса ларчӗ те чӗлпӗре карт туртрӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗри ҫӳретсе пӑхас тесе утланса кайрӗ, иккӗшӗ, ҫӗр ҫӑтманӗсем, укҫа илсе килетпӗр тесе айккинелле пӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк карачи хӑрах урине унӑн сарлака ҫурӑмӗ ҫине пусать те майӗпен ҫеҫ лаши ҫине утланса ларать.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Манӑн хӑш лашине утланса тухас-ха, атте? — ут ҫинчен тӳрех ун умне сиксе анчӗ Нухрат.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫа вӑрҫнине Ахтупай пуҫа чиксе тивӗҫлӗн итлесе тӑчӗ, вӑл чарӑнсан тин лӑпкӑн кӑна: — Асамата Нухрат утланса тухса кайрӗ, — тесе ӑнлантарчӗ.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам утланса тухма пултарнӑ ӗшенсе таврӑннӑ урхамаха?

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир тӑватӑ пӗртӑван пӗрле ӳсеттӗмӗр, пурте ут утланса ҫӳреме кӑмӑллаттӑмӑр.

Нас было четыре брата, и все мы любили ездить верхом.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Вӗрен! — терӗ те, латпа ҫине утланса, ытти юланутҫӑсемпе пӗрле малалла тӗрлеттерчӗ Михаил Эльгеев.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑвашсем хуллен тӑчӗҫ те, виле пуҫланӑ Ҫеҫпӗле илсе, лашисем ҫине утланса ларчӗҫ.

Чуваши тихо встали и, уложив умирающего Сеспеля на лошадь, тронулись в путь.

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Иккӗш утланса ларнӑ та — «Берегись, Пай-му-ук! Тапта-ать!» тесе Ваҫҫа хыҫҫӑн тӗрлеттернӗ хӑйсен йывӑҫ «лашипе».

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Айван — йӑваш лаша: иккӗн-виҫҫӗн утланса ларсан та тӳлек тӑрать, Савраска пек мар.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун хыҫҫӑн Кольӑпа Павлуш, иккӗн юнашар Айван ҫине утланса, сӳре сӗтӗрттерсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Рабочипе именни пулмалла мар: вӗсем, иртӗхсе кайсан, хуҫи ҫине те утланса ларӗҫ.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Утлӑ стражниксем, пӑшалӗсене хулпуҫҫи урлӑ ҫакса, хӗҫ йӗннисене ҫӑтрах пӗҫҫисем ҫумне ҫыпӑҫтарса, лашисем ҫине ҫӑмӑллӑн утланса ларчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ваҫинккесен йӑхӗнче ӗлӗк-авал асамӑҫ та пулнӑ теҫҫӗ, ҫав асамӑҫ чӗлӗм ҫине утланса мӑрье витӗр те тухса кайма пултарнӑ, теҫҫӗ ваттисем.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней