Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗ (тĕпĕ: тӗплӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чупу валли ӑсталанӑ пушмак асӑннӑ пушмаксенчен чи лутрараххи тата чи хытӑраххи шутланать, ҫавна май урана меллӗ вырнаҫнине тӗплӗ суйлама тивет, тата, яланхи пекех, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна хушма майпа хатӗрлеме те тивет.

Беговой ботинок является наиболее низким и жёстким из вышеперечисленных, поэтому требует тщательного подбора под ногу, и, как правило, последующей подгонки.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

«Культура» наци проекчӗпе унта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл илемленнӗ, хӑтлӑланнӑ.

Помоги переводом

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Чӑнахах та, хӑй ӗҫне тӗплӗ пӗлет иккен.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗҫӗпе чикнӗ чухнех палланӑччӗ Ҫӗпритун шӑллӗне, анчах тӗттӗмре васканипе хӑй ӗҫне тӗплӗ тӑваймарӗ — ҫак упа тӑлӑпех чӑрмантарчӗ ӑна шӑллӗне чӗри тӗлӗнчен тӗллесе чикме.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунашкал тӗплӗ вырӑна вӑрланӑ япалана ҫеҫ пытарма пултарнӑ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та, илемлӗ калавсене тӗплӗ якатни аван.

Помоги переводом

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Утар хуҫи вара шанса панӑ ӗҫсене тӗплӗ тума хистетчӗ.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Савӑннӑ Иннокентий ҫавӑнтах шӑл катӑкне тӗплӗ, асӑрханса ҫуса типӗтрӗ те «Момент» клейпа ҫыпӑҫтарса хучӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Взвод командирӗ Ведерников аслӑ прапорщик мана: «Ачамккӑ, пӑхатӑп та, эсӗ тӑрӑшуллӑ салтак, хуть мӗнле ӗҫре те нормӑна тултаратӑн, тӗплӗ ӗҫлетӗн. Салтака киличчен лифтер пулнӑ, атя электрик ӗҫне кӳлӗн, — терӗ. — Эсӗ вырӑсла аран-аран пуплетӗн, саншӑн стройка ӗҫӗ чухах пулать. Професси ытларах илме тӑрӑш».

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Эпӗ сиснӗ-ӑнланнӑ тӑрӑх эсӗ, Татьяна, — терӗ юлташ хӗрӗ, — пур ӗҫе те ӑсу-тӑну хушнӑ пек тӗплӗ, ҫынран намӑс курмалла мар тума тӑрӑшнӑн туйӑнать.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Михаҫ та резина тӗплӗ ҫӑм аттипе тӗллӗн-тӗллӗн юр лартнӑ пӑр тӑрӑх йӑр-яр шукаласа сулахай ҫыраналла танкӑшрӗ.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Лешӗ вара хӑйӗн ӗҫне тӗплӗ, пӗр кӑлтӑксӑр тӑвать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Кушакран тарса кӗмешкӗн Пирӗн шӑтӑк тӗплӗ, кур.

Помоги переводом

Шӑши хуйхи // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

Халиччен вӑл кун ҫинчен тӗплӗ шухӑшласа та пӑхманччӗ.

Помоги переводом

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Ӑсӗ-шухӑшӗ тӗплӗ тенине илтнӗ ун ҫинчен.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ малашне мӗнле пуласси вӑл тӗрлӗ анализсене тӗплӗ, вӑхӑтлӑ тума пултарнинчен нумай килет, тухтӑрсене те сыватмалли тӗрӗс мелсем тупма май парать.

Помоги переводом

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Хӑйӗн предметне лайӑх пӗлнӗрен, ачасене уроксене тӗплӗ ӑнлантарнӑран шкул ачисен юратнӑ учителӗ пулса тӑрать, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупать.

Помоги переводом

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр.

Помоги переводом

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Картье кунта тепӗр хут 1541 ҫулта таврӑннӑ, вӑл ҫакӑнта тӗплӗ пурӑнмалли вырӑн туса хурасшӑн пулнӑ.

Картье вернулся в 1541 году с целью создания постоянного поселения.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

— Ӗлӗкрех эпир питӗ тӗплӗ ӗҫлеттӗмӗр, эрехе те ӗҫместӗмӗр.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней