Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑнне (тĕпĕ: тӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шутланӑ-шутланӑ — нимӗн те шутласа кӑларайман, пӗтӗмпех тӑнне ҫухатнӑ; нимӗн тума аптранипе хӑйпе пӗрле илнӗ турӑ кӗнекине туртса кӑларнӑ та сасӑпах вулама тытӑннӑ.

Думал-думал — ничего не придумал, совсем обеспамятел; сам не свой выхватил священную книгу, которую взял с собой, и стал читать ее вслух.

Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл, выҫӑпа аптранӑскер, ют ҫын кукурузин уйне вӑрттӑн шуса кӗнӗ, анчах ӑна ярса тытнӑ та мӗн тӑнне ҫухатичченех хӗненӗ.

когда, измученный голодом, он прокрался на чужое кукурузное поле, но был пойман и избит до потери сознания.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Нихҫан та тӑнне ҫухатманскер, вӑл вилнӗ чух та хӑйӗн йӑлине пӑрахман, — ывӑлне, хӗрне тата кӗрӳшне чӗнсе илсе, ҫапла каланӑ:

Умирая в полном сознании, он остался верен себе и за несколько часов до смерти говорил сыну, дочери и зятю:

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темӗн пырса кӗнӗ-ҫке аннен тӑнне, тавай, тет, тепӗр машина вутӑ илсе килсе хӑвар, тет.

Помоги переводом

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

У Цзя-фу тӑнне ҫухатрӗ.

У Цзя-фу потерял сознание.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӑнне ҫухатнӑ пек хӑтланса илнӗ хыҫҫӑн Ай-чжэн сиксе тӑчӗ те йӗре-йӗре, амӑшӗн ытамне ыткӑнчӗ.

После искусно разыгранного обморока Ай-чжэн вскочила и с рыданиями кинулась в раскрытые объятия матери.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анне эпӗ кӑшкӑрнӑ сасса илтнӗ те, эпӗ вилмеллех аманнӑ пуль тесе, тӑнне ҫухатмаллах сехӗрленсе ӳкнӗ.

Мать услышала мой крик, решила, что я расшибся насмерть, и упала без сознания.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах шанни кӑлӑхах пулнӑ: чир шала кайнӑ, Прошка каллех тӑнне ҫухатнӑ, вӑрансан та аташса выртнӑ.

Но эта надежда не сбылась: болезнь повернула круто назад, и Прошка опять впал в забытье и просыпался только затем, чтобы бредить.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Тӑнне ҫухатнӑ ачана киле илсе пынӑ, Марковна хӑйӗн Прошкине ниепле те палласа илме пултарайман.

И его без памяти привезли домой в таком виде, что Марковна никак не могла узнать своего Прошку.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Метробий тӑнне ҫухатсах кайманччӗ, ҫавӑнпа уҫӑ сывлӑшра кӑштах хӑйне йӗркене кӗртме шутларӗ.

Метробий не потерял сознания и решил немного привести себя в порядок на свежем воздухе.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Люка уҫрӗҫ те ҫӑмарта ӑшӗнчен ҫурма ҫарамас икӗ ҫынна ҫав тери асӑрханса кӑларчӗҫ: пӗри — скелет пек имшер, ватӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ — тӑнне ҫухатнӑ, теприн пичӗ сусӑрланнӑ, аллисем хуҫӑлнӑ, — вӑл вӑйсӑррӑн йынӑшать.

Открыли люк и с величайшими предосторожностями вытащили из внутренности яйца двух полуголых людей: — один, худой, как скелет, старый, с белыми волосами, был без сознания, другой, с разбитым лицом и сломанными руками, — жалобно стонал.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл харӑлтатма пуҫларӗ, тӑнне ҫухатрӗ.

Он захрипел и потерял сознание.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Эппин саншӑн пурпӗрех… — терӗ те Васич, самантлӑха тӑнне ҫухатнӑ пек, вара хыттӑн кулса ячӗ, вӑрахчен ахӑлтатрӗ вӑл.

— Значит, тебе все равно… — каким-то отсутствующим голосом произнес Васич и вдруг беззвучно засмеялся, он долго смеялся.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

…Сӑрт тӳпине улӑхсан, Пакӑл четниксен пулемет йӑвийӗ патне пырса лекрӗ те тӳрех юр ҫине персе анчӗ, тӑнне ҫухатрӗ.

Выскочив на вершину холма, Павле столкнулся с пулеметным прикрытием четников и тут же без сознания рухнул в снег.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Эх, амӑшӗ чӗрӗ пулсанччӗ! — кукамай Володьӑна курсан ҫапла кӑшкӑрса ярать те тӑнне ҫухатать.

— Что, ежели бы ты была жива! — вскрикивает бабушка, увидав Володю в мундире, и падает в обморок.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑйне инкек килсе тухнишӗн кама та пулин айӑплама шутланӑ пулас вӑл, ҫавӑнпа сехӗрлентерӳллӗ сӑмахсем каларӗ, такама акӑш-макӑш ҫиленсе юнарӗ, кресло ҫинчен сике-сикӗ тӑчӗ, пӳлӗм тӑрӑх сарлака утӑмсемпе хӑвӑрттӑн утса ҫӳрерӗ, унтан тӑнне ҫухатса, йӑвана-йӑвана кайрӗ.

Ей нужно было обвинять кого-нибудь в своем несчастии, и она говорила страшные слова, грозила кому-то с необыкновенной силой, вскакивала с кресел, скорыми, большими шагами ходила по комнате и потом падала без чувств.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тата акӑ мӗн: Колышкинран ыйтса пӗлме тӑрӑшса тӑнне ан яр.

И еще: чтоб ты не донимал Колышкина никакими расспросами и разговорами.

51 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ачасенчен хӑшӗ те пулин хаҫат вуламасан, ӑна ҫав «Ленинские искры» хаҫатри сӑвӑсемпех тӑнне яратчӗҫ:

Если кто из ребят не читал газет, ему проходу не давали стихами из тех же «Ленинских искр»:

46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Тӑнне ҫухатнӑ ҫын ҫеҫ черчен байдарӑпа тинӗс пырне тухма пултарать, — терӗ Шеррид.

— Лишь безумный может на хрупкой байдаре уйти в пролив,— сказал Шеррид.

Тавӑрас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тӑнне те ҫухатми пулчӗ ӗнтӗ вӑл, апат та лайӑхрах ҫиме тытӑнчӗ.

Он уже не терял сознания, стал лучше есть.

Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней