Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арӑмлӑ пуласси — ӗне туянасси мар, тетчӗ пирӗн ялта пӗр мучи.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
Ӗҫе ҫитеттӗмччӗ те, мастер калатчӗ: «Атя, кан кайса, паян пӗрех ӗҫ ҫук», — тетчӗ.
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
«Ҫав ҫул колхозран киле ӗҫ кунӗ тӑрӑх валеҫнӗ лавӗ-лавӗпе тырӑ, витри-каткипе пыл турттараттӑмӑр», — тетчӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
«Пенси укҫипе пӗр паккал сӑра та пулин илсе курасчӗ», — тетчӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ман кукамаях: «Качака ахаль выльӑх мар вӑл, мӑрса евӗрлӗ хӑтланать», тетчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Ирех хӗвел хӗртсен, каҫчен ҫумӑр пулать, тетчӗ асанне.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
«Апат тени таса пултӑр», — тетчӗ Марине амӑшӗ, — хӗрача аллине ҫурӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
«Эсӗ» теме ыйтнине хирӗҫ вӑл: «Манпа та «эсӗ» тесе калаҫма килӗшсен, эпӗ хирӗҫ мар», — тетчӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Халӑхпа калаҫма, вӗсем ӑнланмалла ҫырма пӗлмелле, тетчӗ вӑл пире.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Хам пурнӑҫра эп питӗ телейлӗ, тетчӗ Надежда Константиновна.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
«Кӑвак куҫлӑ та кӑтрарах сарӑ ҫӳҫлӗскер вӑл ҫав тери илемлӗ ҫынччӗ. Эпӗ вара йӑлтах аннене хывнӑ», — тетчӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
«Вӑтанакан хӗрачаччӗ ҫав эп ун чухне», — тетчӗ каярах Н. К. Крупская, ҫав тӗлпулӑва аса илсе.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
«Ҫав йӗпе сӑмсасем халлӗхе усӑ кӳреймеҫҫӗ-ха, — тетчӗ Фабиан господин.«Эти сопляки еще не дают продукции, — говаривал господин Фабиан.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пирӗн асанне те «уй урлӑ каҫсанах ларса канмалла» тетчӗ те.
Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.
Тен, ҫав юрӑсене халӑх вулӗ, илтӗ, тетчӗ телейсӗр юрӑҫ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ӑмпуҫ, — тетчӗ ача хуллен, ӳсӗр ашшӗнчен шикленсе.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Атин, апин, — тетчӗ ача, чакӑр куҫне вылятмасӑр, тӳрӗ пӑхса.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кирук пӗчӗк чухнех вӑл, ӳсӗрскер, ачан сарлака ҫамкинчен хӑйӗн пысӑк сарӑ чӗрнипе шаккатчӗ те: — Вӑт ҫамка-а, — тетчӗ, тӗлӗннӗ пек пулса.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Ҫара уран пусмалӑх тӑпра ӑшӑнсан, сӗлӗ акма юрать», — тетчӗ атте.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Чӑваш ялӗсене кайӑр та чи тӗттӗм кӗтессене ҫутатма тӑрӑшӑр, хӑвӑрӑн тӑванӑрсене ҫутта кӑларассишӗн пӗтӗм чун хавалӗпе тӑрӑр», — тетчӗ чӑваш культурин патриархӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.