Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив, сахал вӑхӑта ҫеҫ пултӑр, вӑл та темрен паха.

Пусть ненадолго, пусть на миг, но оттого она еще желаннее.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шупашкара какай сутма тухнӑ кун Салакайӑкшӑн темрен те паха вара.

День, когда Салагаик едет на чебоксарский базар продавать мясо, для него высочайший праздник.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йывӑр ӗҫсем хыҫӗнчен Ыйхӑ темрен те паха: Силпи ялӗн ҫыннисем Кайрӗҫ тутлӑ ыйӑха.

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӗнле ӗҫлет вӑл: нормине тултараять-и тултармасть-и — старик ӑна пӗлмест, уншӑн пулсан халӗ ывӑлӗ пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлени темрен те хаклӑ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Людмила темрен каҫса кайсах кулса тӑратчӗҫ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темрен тем пуласси пур.

Помоги переводом

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав йывӑр вӑхӑтсем ҫинчен каласа кӑтартнине илтейместпӗр пулин те хут ҫинче вуласа пӗлни те темрен паха.

Помоги переводом

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Ӗҫлекенсем темрен тем пуласран шикленсе часрах айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темрен тем пуласси пур.

Помоги переводом

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле пӗчӗк ача пек хӗпӗртесе таврӑнакан Ахтупай ҫул тӑршшӗпе пӗр япала ҫинчен шутларӗ: мӗнле-ха вӑл ку таранччен ҫавӑн пек ӑста та маттур ҫынпа паллашмасӑр пурӑннӑ, унран темрен хӑранӑ пек хӑраса тӑнӑ?

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл темрен те хӑрать, пӗтӗм сӑлтавӗ ҫакӑнта.

Он только всего боится.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

Малалла вирхӗнет, темрен хӑраса каялла хӑйӗн йӗрӗпех таврӑнать.

Проскачет вперёд, испугается чего-нибудь и побежит назад по своему следу.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

— Лайӑхрах пӑх-ха, темрен ҫакланман-и вӑл? — терӗм эпӗ.

Я сказал: — Посмотри, не зацепили ли где?

Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.

Темрен шикленнӗ ҫынсем.

Помоги переводом

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Текех чӑтаймастӑп, пултараймастӑп, — Илемпи темрен тем килсе тухӗ тесе айккинелле пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Малтанласа хыта хӑвалама тӑхтарӗ-ха, шикленчӗ: темрен тем сиксе тухас пур.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ пуҫа ҫӗклесе хам еннелле тӑснӑ алӑсем ҫине пӑхрӑм та, темрен хӑрама пуҫларӑм.

Я приподнялся, посмотрел на протянутые ко мне руки, и мне стало страшно.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ехвинӗ хапхине ытла час уҫрӗ, уҫнӑ чух та, хупнӑ чух та, темрен сыхланнӑ пек, урам тӑрӑх чӑл-чал пӑхса илчӗ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп пӗлетӗп, эсир темрен хӑратӑр.

Помоги переводом

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Чугун ҫул хуралҫи, темрен хӑраса, чӗркесе тытнӑ флагӗпе сулласа кӑшкӑрать.

Сторож что-то кричал, испуганно махая неразвернутым флагом.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней